Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вагон чӳречи леш енче сивӗ те, ҫил-тӑман та ҫук пек, хӗвел хӗртсе пӑхать, пирвайхи ҫумӑрпа ҫемҫелсе симӗсленнӗ ҫӗр ҫийӗпе пур ҫӗрте те тӗксӗм-кӑвак тӗтре пӗлӗчӗсем шуса иртеҫҫӗ пек туйӑнать ӑна…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей хыҫҫӑн Кондратьев патне тепӗр хут Алдахин чупса кӗчӗ; вӑл темле хутсем хурса тултарнӑ папкине чупнӑ ҫӗртех уҫа-уҫа пӑхать, ҫакӑн чухне унӑн тачка пичӗ ҫилленчӗклӗ сӑн илет…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тепӗр вӑхӑтра пулсан вӑл юлнӑ пулӗччӗ, чей те ӗҫнӗ пулӗччӗ, анчах халӗ темскер, яланхи пек мар япала пулса иртрӗ: вӑл Ирина ҫине пӑхать, анчах ун умӗнче темшӗн Соня тӑрать, вӑл хурлӑхлӑ, анчах ҫапах та мӑнаҫлӑн пӑхать.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тутлӑ апат ҫинӗ, чие ҫырлинчен тунӑ эрех ӗҫнӗ, таса вырӑн ҫинче вӑл ӑшӑнчӗ ӗнтӗ, хуҫа арӑмӗ ачашшӑн пӑхать, Игнат Савельевич калаҫма юратать — пӗр сӑмахпа каласан, ҫак пӳртре пурте савӑнтармалла, лӑплантармалла.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Варринчи ретре авӑ пӗр парта ҫине виҫҫӗн вырнаҫнӑ: «Власть Советов» колхоз председателӗ Иван Герасимович Родников, илемлӗ уссиллӗ шыҫмакрах арҫын, янаххипе алли ҫине таянса ытла тимлӗн итленипе унӑн ҫӑварӗ кӑшт уҫӑлса тӑрать; унпа юнашар — эпир тахҫанах паллакан Никита Никитич Андриянов, ҫут ҫамкаллӑскер, вӑл праҫникре тӑхӑнмалли хура костюмпа, хӑйӗн шывлӑрах куҫӗсемпе вӑл темле шурӑ йӗрсем ӳкернӗ туска ҫине пӑхать; унпа юнашар лараканни — «Волна революции» колхозри выльӑх-чӗрлӗх ӑстаҫи Матвей Кириллович Сотник; унӑн вӑрӑм куҫхаршийӗсем тарӑн куҫӗсем ҫинех усӑнса аннӑ, вӑл тетрадь ҫине темскер ҫинчен асаплансах ҫырать.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мулкач тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкне ӗнсе ҫине антарса лартса, аллине куҫӗсем патне тытнӑ та, вӑл пӗрре ҫӳхе пӑрпа витӗннӗ юпасем ҫине, тепре шурӑ мар, кӗрен пас тытнӑ пралуксем ҫине, тимлесе пӑхать; пралук ҫинче ту хыҫне пытаннӑ хӗвелӗн йӑлтӑркка хӗрлӗ ҫути выляса тӑрать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Муклашкаллӑрах ҫӗнӗ суха кассипе, вӑйлӑ аллисемпе плуг тимрине ярса тытнӑ ҫӳллӗ, вӑрӑм уссиллӗ арҫын тайкаланса утса пырать; пӗтӗм кӑкӑрӗпе плуг ҫинелле ӳпӗнсе, вӑл, вӑкӑрсене чарса тӑратма хатӗрленнӗ пек, усси айӗнче кула-кула илет, хӑйӗн пысӑк куҫӗсене вылятса, пӗрре Кондратьев ҫине, тепре Глаша ҫине пӑхать.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Качкачев вилтӑпри тӳпинче темиҫе ҫын чӗркуҫленсе ларнӑ та, скатерть пек сарса хунӑ карттӑ ҫинче темскер пӑхаҫҫӗ; ҫав ушкӑнран айккинерех бурка тӑхӑннӑ икӗ ҫын тӑраҫҫӗ; пӗри, вӑрӑмскер, картинӑсем ҫинче курма пулакан граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи полководец пекскер, бинокльпе темскере пӑхать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хурарахскер тата хитререх, директор пекскер, сивлерех пӑхать, ҫулӗсемпе аслӑрах… тата авланнӑ пулмалла…»
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кружкӑна тута патне илсе пыма хӑяймасӑр, Иван Шацкий пӗтсе пыракан кӑпӑк ҫине чӗнмесӗр пӑхать, унӑн шухӑша кайнӑ сӑн-пичӗ, хуп-хура куҫхаршисемлӗскер, тата хитрескер, сиввӗнрех пӑхнӑн туйӑнать.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта сӑра сутакан тулли кӑкӑрлӑ хӗрарӑм, шурӑ саппун ҫыхнӑскер, насуса кӗмсӗртеттерсе уҫлать пулсан та, хӑй патнелле пыракан ҫамрӑк ҫынсем ҫине интересленсе пӑхать.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл хӑй ҫуркуннех хӑварнӑ япаласем ҫине пӑхрӗ те вӗсем пурте унсӑр тӑлӑха юлнӑ пек пулнине курчӗ: стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан тӗксӗмленнӗ тӗкӗр те ун ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхать; ваткӑллӑ утиялпа витнӗ кровать лутакаланса юлнӑ, минтерсем — халичченхи пек мар хӑпарса тӑнӑн туйӑнаҫҫӗ; кухньӑри сӗтел ҫине сарнӑ клеенка ытла типсе кайнипе хӑшпӗр тӗлте сӗвӗнсе хӑмпӑланнӑ; стена ҫинчи фотографисене, комод ҫинче ларакан патефона, ҫиелтен витнӗскерне, тусан сӑрса илнӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, ӑҫта пӑхатӑн, пур ҫӗрте те хуҫа арӑмӗн аллине кӗтеҫҫӗ.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Темскере тимлесе итленӗ пек, Илья уҫса пӑрахнӑ чӳречерен пӑхать: чӳрече умӗнче хуп-хура каҫ, ҫӑра йывӑҫ тураттисемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл пур япала ҫине те ҫивлӗн, тимсӗрле пӑхать, шухӑшлӑ та тӗксӗм питӗнче савӑнӑҫлӑх туйӑмӗ пачах палӑрмасть.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл куҫне хупмасӑр выртать, ҫывӑхра ҫав-ҫавах хӑй пӗлекен юрӑ ҫӳлелле ҫӗклене-ҫӗклене янӑрать, ҫеҫенхир ҫинче ҫаплах сайра ҫӑлтӑрсемлӗ таса тӳпе, хӑйӗн ҫутӑ куҫӗсемпе уйӑх ҫаплах ҫӗр ҫине пӑхать.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вагон тахҫанах пушӑ: хӑшӗ косогонпа умӗнче кулӑшла ҫӗкленсе тӑракан хедера сӑнаса пӑхать, хӑшӗ моторпа интересленет.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗрӗн килӗ патнелле пырса ҫитеспе вӑл пӑхать: пӳрчӗ патӗнче темӗн чухлӗ халӑх тӑрать.Когда Марфа стала подходить к дочернему двору, она увидала большую толпу народа у избы.
V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Каялла пырсассӑн, пӑхать: Корней аллинчи ҫурта тухса ӳкме пуҫланӑ, Корнейӑн куҫӗсем сӳннӗ, ӗнтӗ ним те курмаҫҫӗ, кӑкӑрӗ те сывламасть.
V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Ҫулсем тикӗс, хӗвел ялтраса пӑхать, сывлӑш кӑкӑра уҫӑлтарать.
XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Няня ман ҫине эпӗ мӗнле лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнине пӗлнӗ пекех пӑхать.Няня глядит на меня так, как будто она понимает мое положение.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.