Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑраса (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Прохор Зыков самантрах сиктерсе ҫитрӗ, анчах Григорин этем сӑнӗ те юлманнине курчӗ те хӑраса кайнипе аллине те карттус сӑмси патне тытрӗ:

Прохор Зыков подскакал тотчас же, но, видя, что на Григории лица нет, от испуга даже под козырек взял:

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ой, мӗн эсӗ! — хӑраса ӳкрӗ Аксинья, куҫҫуль пӑчӑртанса тухас пек хӗрелсе кайса.

Ой, что ты! — испугалась Аксинья, вспыхнув до слез.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ан кулянӑр! — мӑнкӑмӑллӑн ҫирӗплетсе каларӗ те Дарья кӑштах хӗстернӗ куҫӗсене выляткаласа Григорий ҫине тинкерчӗ, хӑраса ӳкенҫи пулса, пӳрт еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Будьте покойные! — горделиво подтвердила Дарья и, поглядывая на Григория поигрывающими, прижмуренными глазами, с деланным испугом оглянулась на курень.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тухма хӑраса тӑракансене вӑйпах урама тӗрте-тӗрте кӑларчӗ, пушӑ камерӑсене питӗрсе илчӗ.

Тех, которые из боязни отказались выйти, силой вытолкал на улицу, запер пустые камеры.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хӗҫне йӗннине чиксе хучӗ, хӑраса ӳкнӗ начальнике ӗнсерен чышса ячӗ, ӑна чӗркуҫҫипе тата чышкисемпе алӑк патнелле тӗртсе, хаяррӑн кӑшкӑрчӗ:

Григорий кинул шашку в ножны, кулаком ударил по шее перепуганного начальника; коленом и кулаками толкая его к выходу, орал:

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл бинокльне хучӗ, ӗнтӗ ахаль куҫпах юланутлӑ казаксем Климовка ҫулӗ патнелле ҫӗмрен пек ҫиҫкӗнсе ҫывхарнине, хӑраса ӳкнӗ хӗрлӗармеецсем каялла ҫаврӑнса, ушкӑнпа е пӗчченшерӗн Архиповка хуторӗнчи килсем еннелле чупса кайнине курчӗ.

Он бросил бинокль и смотрел уже невооруженным глазом на то, как стремительно приближается лава к Климовской дороге, как в замешательстве поворачивают обратно и бегут к архиповским дворам кучками и в одиночку красноармейцы.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пырса ҫитет хайхи — хӑй хӑраса вилсех кайнӑ.

Входит трусится.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑраса ӳкрӗ ҫакскер.

Оробел парень.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевич ут ҫинчен анчӗ, айккинчен утса пычӗ те, Петро ҫинелле пӑхса, кӗҫ-вӗҫ ӗсӗклесе ярасран хӑраса, шӑлӗсене ҫыртрӗ.

Иван Алексеевич спешился, подошел сбоку и, глядя на Петра, стискивал зубы, боясь разрыдаться.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Патронӗсем паҫӑрах пӗтрӗҫ унӑн (тутӑх витнӗ симӗс обоймӑра вӗсем пилӗк штук пулнӑччӗ), вӑл вара, юр айӗнчен пуҫне кӑларса, хушӑран пӗрре, хӑраса ӳкнӗ сӑвӑр пек шӑхӑра-шӑхӑра илчӗ.

Кончились у него патроны (их было пять штук в зеленой проржавленной обойме), и он изредка, высовывая из снега голову, воспроизводил губами звук, очень похожий на высвист, издаваемый сурком в момент испуга.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗсре, тихине ҫӗтересрен хӑраса, час-часах кӗҫенкелесе пычӗ.

Кобыла часто ржала, боясь потерять сосунка.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сасӑ халсӑррӑн та темле хӑраса кайнӑ майлӑ тухрӗ.

Голос был слаб и словно испуган.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн эс хӑраса ӳкрӗн?

— Чего же ты оробел?

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл пулса иртнӗ ӗҫшӗн Штокман та хӑй пекех тарӑхса кайӗ, малашнехи асар-писертен хӑраса ӳкӗ тесе шутланӑччӗ.

Он ждал, что Штокман будет так же, как и он, возмущен случившимся, напуган последствиями.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑвар ытларах пулсан анчах? — хӑраса ӳкрӗ карчӑк.

Может, пересоленные? — испугалась старуха.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ан илӗртсе лар вӗсене! — хӑраса ӳкрӗ Ильинична.

Ты уж не мани их! — испугалась Ильинична.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья хӑй чӑтса ирттернӗ мӑшкӑла — ҫав ҫынран, ҫав пысӑк та тимӗр пек хытӑ алӑсенчен мӗн кӑна тӳссе курнине пӗтӗмпех аса илчӗ; аса илчӗ те, унпа ӗмӗрлӗхе татӑлма шутламан ҫӗртенех, хӑй мӗн хӑтланнинчен хӑй те хӑраса кайса, йӗп пек тирекен сӑмахсемпе чыхӑнса пӳлӗнчӗ:

Аксинья вспомнила пережитые обиды, все вспомнила, что перенесла от этого человека, от больших железных рук и, сама не желая разрыва, в душе ужасаясь тому, что делала, задыхалась в колючих словах:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лаҫра каҫхи апат хатӗрленӗ хушӑра вал Аксинья кӗтмен хыпара илтсе хӑраса кайни, ун пирки тӗплӗн ыйта-ыйта пӗлни, анчах Степан патне тем парсан та таврӑнма килӗшменни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Собирая вечерять в летней стряпке, рассказывала, что Аксинья испугалась нежданной вести, много расспрашивала о нем, но вернуться отказалась наотрез.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл, шинель, аркипе пуҫ ҫийӗн витӗнсе, хыпалансах тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртрӗ; хӑраса сехри хӑпнӑ Листницкий вара ҫак самантра Горчаковӑн тути тӑрӑлтатса чӗтренине, пичӗ тӑрӑх тӗссӗр йӗпе йӗр йӑрласа аннине асӑрхаса юлчӗ.

Торопясь, накрывая полой шинели голову, отвернулся, и потрясенный Листницкий мельком увидел холодную дрожь на его губах, серую влажную полоску на щеке.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аҫа ҫапнинчен хӑраса сехри хӑпнӑ кӗтӳ хӑйӗн сасси ҫине вӑркӑнса килнине пӗлмесӗр, Кошевой тепӗр хут, хальхинче пушшех те хытӑрах, кӑшкӑрса ячӗ:

Не зная того, что косяк, взволнованный и напуганный грозой, кинулся на его крик, Кошевой вновь еще громче зыкнул:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней