Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫуртсен таврашӗнче пурин те тенӗ пекех сӗреке, атма, вача, юхӑ, тетел тата ытти пулӑ тытмалли хатӗр ҫакӑнса тӑрать — ял ҫыннисем вӑрманти е улӑхри кӳлӗсенче, унтан та ытларах Атӑл ҫинче ҫӑвӗн-хӗлӗн пулӑ тытаҫҫӗ.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑш чухне вӑл мӗн те пулин тупса ҫыртса лартатчӗ те ҫӗтӗк татӑкӗ пек ҫакӑнса тӑратчӗ, ӑна, сӑвӑс пекскерне, тем пек тӑпӑлтарсан та уйӑраймастӑмӑрччӗ.
Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.
Тем тӗрлӗ тулхӑрса, Аля патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ те, сӗркӗч пӗҫӗнче ҫакӑнса тӑнӑ хӗлӗхсене тата-тата ывӑтрӗ вӑл выляса пӗтерсен.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ав мӗнле лозунг ҫакӑнса тӑрать халӗ кашни урамрах, — кӑтартрӗ Миша хӑйӗн арӑмнӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Чувашский Советский передвижной театр» текен афишӑсем унта-кунта ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Стена ҫумӗнче пӗчӗк аптечка ҫакӑнса тӑнӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Стена ҫумӗнчи пӑтара Романовӑн шинелӗ ҫакӑнса тӑрат!
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫак вӑхӑтра Эльгеев халиччен курман пӗр япалана асӑрхарӗ: кафедра хыҫӗнчи шур стена ҫинче пӗр старикӗн портречӗ ҫакӑнса тӑрать.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах вӑл пӗр япалана шута илмен: хӑй хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ кепкӑпа ҫӳрет, ҫумра кабура ҫакӑнса тӑрать.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чӑнах та, Ревер Хусантан тухса тарнӑранпа тӑватӑ ҫул иртнӗччӗ пулсан та, хӳме хыҫӗнче вырнаҫса ларнӑ ҫӑмарта склачӗ ҫинчи тутӑхса кайнӑ тимӗр вывеска ҫаплипех ҫакӑнса тӑрать-ха.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Алшӑллине илсе кай, авӑ, ҫавӑнта ҫакӑнса тӑрать.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ой, турӑҫӑм, тӑрантас ҫине те хӑпарайми пулнӑ-ҫке эпӗ, — терӗ Соня, аллисемпе мӑшӑрӗн майӗнчен ҫакӑнса.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Костя, ме — гитара тыт! — кравать пуҫӗнче ҫакӑнса тӑракан инструмента илсе тыттарчӗ Эльгеев хӑйӗн юлташне.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Диван пуҫӗнче сӗрме купӑс ҫакӑнса тӑраканччӗ-ҫке: ӑҫта вӑл?
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӗсем майлӑ класра пӗр ача кӑна — пуп ывӑлӗ, анчах ҫапах та ик кунтан пысӑк форматлӑ хаҫат гимнази коридорӗсенче ҫакӑнса та тӑнӑ.
Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тӗлӗнмелле: умра ҫуллӑ сӑрӑпа ҫырнӑ пысӑк патша портречӗ — хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ, шӗвӗр сухаллӑ вӑтам ҫулхи полковник — те хӑй вырӑнӗнчех ҫакӑнса тӑрать.
Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Павлуш пурӑннӑ пӳлӗмре, кравать пуҫӗнче, стена ҫинче чӗрмелли календарь ҫакӑнса тӑнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сасартӑк Соня ҫумӗнче хӑй парнеленӗ хӑлха ҫаккисем ҫакӑнса тӑнине курах кайрӗ Эльгеев.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ӑнсӑртран улача-чӑпар кӗлеткеллӗ тутӑр ҫакӑнса тӑнине курчӗ те асламӑшӗ валли кучченеҫ илсе килменни ҫинчен аса илех кайрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унччен те хыткан пулнӑскер, халӗ кантӑр шӑмми пекех пулса кайнӑ: ҫинҫешкескер, ҫитменнине, тата, пуҫне шакла касса янӑ, ал-урисем — хӑрӑк турат пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.