Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн хушшӑмӑрта хысна шучӗпе вӗренекен, сӑпайлӑ, питӗ пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ҫамрӑк — Оперов студент пур, вӑл аллине панӑ чухне пӳрнисене пачах авмасӑр тата вӗсемпе нимӗнле хускалу та тумасӑр хӑма пек тӑсса парать, ҫавӑнпа мыскараҫӑ-юлташӗсем хӑшпӗр чухне ӑна хӑйне те ҫапла ал параҫҫӗ, кунашкал ал парассине «хӑма таткилле пани» теҫҫӗ.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр чухне пирӗнпе мыскарасем пулаҫҫӗ, ун пек чухне эпӗ хам маттур пулнине кӑтартатӑп, вара хӗрачасем мана утпа лайӑх ҫӳренӗшӗн тата хӑюллӑ пулнӑшӑн мухтаҫҫӗ, мана хӑйсене хӳтӗлекен ҫын вырӑнне хураҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шӑллӗ ҫинчен, уйрӑмах лешӗ амӑшне итлемесӗр гусар пулса тӑни пирки каланӑ чухне, хӗр хӑраса ӳкенҫи турӗ, чӗнмесӗр ларакан йӑмӑкӗсем те хӑранҫи пулчӗҫ; кукамай вилни ҫинчен каланӑ чухне вӑл питне салхулантарчӗ, вара йӑмӑкӗсен те.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Вӑт ун чухне ҫакна тата ку ыйтупа ун чухне ҫуралакан нумай, нумай шухӑшсене ҫакӑнта кӗртме пулать», — терӗм эпӗ хама хам.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Килте пӗччен чухне Катьӑна романсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те интереслентермест, вӑл ытларах салхуланса ларать; ют арҫынсем пур чухне вара питӗ савӑк, кӑмӑллӑ пулать, куҫӗсемпе темле тукалать, анчах вӑл ҫакӑнпа мӗн каласшӑн пулнине эпӗ ниепле те ӑнкараймастӑп.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам савса юратакан Дмитри тусӑмпа — тепӗр чухне эпӗ ӑна, хам кӑна илтмелле, ытарайми Митя тетӗп — калаҫнӑ чухне ырӑ ӗҫсем тума шухӑшланисем ман туйӑма мар, ӑсӑма кӑна килӗшрӗҫ-ха.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Ун чухне самана хӑрушӑччӗ, Николенька, — тӑсрӗ малалла Карл Иваныч, — ун чухне Наполеон пурччӗ. Вӑл Германие ҫӗнтерсе илесшӗн пулчӗ те, эпир хамӑр тӑван ҫӗршыва юлашки юн тумламӗччен хӳтӗлерӗмӗр!
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйӗн урисене пысӑк хака хуни палӑрсах тӑрать: урисем хӗрарӑмсене ытармалла мар кӑмӑла каяҫҫӗ, тесе шутлать, ҫавӑнпа, ахӑр, вӗсене чи курӑнмалли вырӑна тӑсса хурать, тӑнӑ чухне те, ларнӑ чухне те яланах ури хырӑмне хускаткалать.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче, шӑпах кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух — ун чухне эпӗ ултӑ ҫултаччӗ — ман ҫи-пуҫ пирки калаҫнине питӗ лайӑх астӑватӑп, анне ман питре мӗн те пулин лайӑххи тупма тӑрӑшрӗ, манӑн ӑслӑ куҫсем, кӑмӑллӑ кулӑ пулни ҫинчен каларӗ, юлашкинчен, атте каланисемпе тата куҫа курӑнса тӑракан чӑнлӑхпа килӗшсе, ӑна эпӗ илемсӗр пулнине йышӑнма тиврӗ; кайран вара, эпӗ ӑна апатшӑн тав тунӑ чухне, мана питҫӑмартинчен лӑпкарӗ те:
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне эпӗ ырӑ савнӑ Карл Иваныччӗ, ун чухне кирлӗччӗ эпӗ; халь вара, — хушса хучӗ вӑл, витлесерех кулса, — халь ачасем пысӑкланнӑ ӗнтӗ: вӗсен пикенсе вӗренес пулать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку вара уйрӑммӑнах романри тӗп герой, Николенька Иртеньев, сӑнарӗнче палӑрать, ӑна ҫырса кӑтартнӑ чухне Толстой хӑй ача чухне, ҫамрӑклӑхра, яш ӗмӗрӗнче мӗн-мӗн чӑтса ирттернинчен чылайӑшне илсе кӑтартнӑ.
Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ҫапӑҫура приказ панӑ е хӑй приказа итленӗ чухне ҫеҫ, е партизансенчен кам та пулин ӑна ирӗксӗрех кӑшкӑрса, хресченле вӑрҫтарас таранах тарӑхтарнӑ чухне ҫеҫ калаҫкалать.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл боцман пухусенче тухса калаҫнӑ чухне васкамасӑр сӑмахланине тата хӑйне мӗнле тыткаланине аса илчӗ те (боцман ун чухне хӑрах аллине хыҫалалла тытать, теприне китель арки хушшине чикет), кӗрнекленсе тӑрса, хаяррӑн каларӗ:
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Пӗрре, йӑлкӑшакан ҫутӑ хурт пек, шуххӑн йӑлтлатса илеҫҫӗ вӗсем, тепӗр чухне вара сенкер вут ҫулӑмӗ ялкӑшнӑ пек, йӑл кулаҫҫӗ, хӑш чухне тата тинкерсе, сӑнаса пӑхаҫҫӗ…
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӑш чухне вӑл кун тӑршшӗпех, иртен пуҫласа каҫченех, ҫӗтсе пурӑннӑ, тепӗр чухне ир-ирех пырса сӗм каҫченех ӗҫленӗ.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Аллисем шыҫнӑ вӑхӑтра, пысӑк пӳрнисем суранланнӑ кунсенче, час-часах сылтӑм е сулахай хулӗсем нимӗн тума пултараймасӑр усӑнса тӑнӑ чухне, пичӗсем ҫинче пытарма пултарайман ырату палӑрнӑ чухне вӑл вара вуҫех ӗҫлеймен.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Ун пек чухне вара Тавыль ашшӗне хаваслансах итлет, ҫав тери аван пек туйӑнса каять ӑна, ҫавӑнпа вӑл ирӗксӗрех шухӑша каять: «Эпӗ те аттепе, Петьӑпа Кэукай хӑйсен ашшӗсемпе пурӑннӑ пек, пурӑнатӑп! Часах лайӑх ҫынах пулать ак вӑл, ун чухне вара, тен, анне те пирӗн пата таврӑнать», — тет.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ун чухне, Аляскӑна кайнӑ чухне, ӑна-кӑна япӑхрах пӗлнӗ ҫав эсӗ, ҫавӑнпа тӑван шӑлнуна та хӑвпа пӗрле илсе каймарӑн, — усаллӑн кулса илнӗ Экэчо.
Шамана хирӗҫ кайни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӑрахут каллех кӑшкӑртса ячӗ; унӑн сасси яланхи пекех пулсан та, Нина Ивановна ку сасӑра ҫын хӑш чухне тӑванӗсемпе пит нумайлӑха уйрӑлнӑ чухнехи пек пӑшӑрхану пуррине туйрӗ.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.