Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑш чухне тата халиччен никам пырса кӗмен чӑтлӑхсене пыра-пыра кӗчӗҫ, тепӗр чухне ҫав чӑтлӑхсенчен каялла тухма та май ҫук пек туйӑнчӗ.Иной раз забирались в такие дебри, что, казалось, невозможно и выбраться.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Усал ҫынсенчен калама ҫук йӗрӗнет — хӑйӗн ятне пӑсассинчен хӑрать; анчах та хаваслӑ чухне вара, философие германецсен шухӑшӗсен тӗтреллӗ нимӗҫӗ, тепӗр чухне тата пачах та кирлӗ мар япала вырӑнне хурса усал сӑмахсемпе питлет пулин те, хӑйне Эпикура хисеплекен ҫын вырӑнне хурать.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Ун чухне вӑл Ленька ҫумне ҫулӑхман пулнӑ пулсан, вӑл та ун чухне Толькӑпа пӗрле Вӑкӑр чӑтлӑхне кайса партизансемпе тӗл пулнӑ пулӗччӗ.Не привяжись он к Леньке, может, и пошел бы тогда с Толькой в Быки и тоже встретился с партизанами.
XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Акӑ мӗншӗн тӗлӗнмелле ӗнтӗ: пирӗн харсӑр та ӗҫсе хавасланма юратакан помещиксем те пулнӑ, вӑл тӗрӗс; кучерла та тумланнӑ, хӑйсем ташланӑ, гитара каланӑ, дворовӑй ҫынсемпе, хресченсемпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе юрланӑ; анчах та ку, Василий Николаич, ҫамрӑк хӗрача пек: ҫаплах кӗнеке вулать е ҫырать, тепӗр чухне тата сасӑпа сӑвӑсем вулать, — никампа та калаҫмасть, ютшӑнать, салхуланнӑ е кичемленнӗ чухнехи пек, пӗр хӑйӗн садӗнче ҫӳреме ҫеҫ пӗлет.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Тепӗр чухне ун патне пӗтӗм кӗпӗрнерен пырса тулнӑ, ҫынсем вара килте вӗрентсе хатӗрленӗ музыка ҫемипе Рим ҫуртисем ҫатӑртатса ҫунакан ҫуртра ташланӑ, хавасланнӑ; халӗ те ӗнтӗ боярӑн пушанса юлнӑ ҫурчӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чухне пӗр карчӑк ҫеҫ мар иртнӗ вӑхӑта, иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑха аса илсе ассӑн сывлать пулмалла.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Халӗ, фашизмӑн пӑтранчӑк хумӗсем рабочи класӑн социализмлӑ юхӑмне элеклесе вараланӑ чухне, цивилизацилӗ тӗнчен чи лайӑх ҫыннисен демократиллӗ туртӑмӗсене пылчӑкпа ҫӑрӑнтарнӑ чухне, — ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституцийӗ фашизма хирӗҫ айӑплакан, социализма тата демократие ҫӗнтереес ҫукки ҫинчен калакан, актӑ пулса тӑрать.
VI // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Ҫак вӑл — НЕП-ӑн пирвайхи тапхӑрӗ пулнӑ, ун чухне Совет влаҫӗ социализма пур майпа та аталантарса пынипе пӗрлех капитализма кӑшт чӗрӗлме ирӗк панӑ, ун чухне Совет влаҫӗ хуҫалӑхри икӗ система, капитализмлӑ системӑпа социализмлӑ система, пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ ҫӗрте социализмлӑ система капитализмлӑ системӑран иртсе каяссине организацилеме шанса тӑнӑ.
II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Шӑтӑка каялла пынӑ чухне унӑн тути хӗррисем сивчир ернӗ чухнехи пекех сиксе чӗтрерӗҫ.В яму он вернулся с дрожащими губами: его бил нервный Озноб.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ун чухне ҫак ӗҫе вӑл ӑнсӑртран тенӗ пек ҫеҫ тунӑ, — ӗҫсем мӗнле ҫаврӑнса каяссине кам пӗлнӗ-ха ун чухне!Тогда это делалось на всякий случай, — кто знал, как развернутся события!
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тепӗр чухне вӑл ял Совет канцелярийӗ патӗнче чарӑнса тӑнӑ, анчах чылай чухне вӑл тӳрех Полӑна кайнӑ, унта вӑл парти райком вырнаҫнӑ йывӑҫ ҫурт тӗлне чарӑннӑ.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ирӗке кӑларнӑ хуласенчен поляксен гарнизонӗсем епле тарнине, намӑса пӗлмен арендатор-жидсене епле ҫака-ҫака вӗлерсе пӗтернине, ҫак парӑнтарма май ҫук вӑя хирӗҫ кӗрешнӗ чухне коронӑланӑ гетман Николай Потоцкипе унӑн йышлӑ ҫарӗ вӑйсӑр пулнине, вӑл хӑйне аркатса тӑкса хыҫран хӑваласа пынӑ чухне пысӑк мар юханшыв ҫинче хӑйӗн ҫарӗн чи лайӑх пайне путарса пӗтернине, ӑна козаксен хаяр полкӗсем Полонный ятлӑ пысӑк мар местечкӑра епле хупӑрласа илнине, поляксен ҫак гетманӗ ним тӑвайман енне козаксене корольпа государство чиновникӗсем вӗсем ыйтнине пӗтӗмпех пурӑнӑҫлӗҫ, вӗсен унчченхи прависемпе хӑйне уйрӑм ирӗклӗхӗсене каялла тавӑрса парӗҫ тесе тупа туса сӑмах панине летопись страницисенче тӗплӗн кӑтартса панӑ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Ах, мӗнле асаплантараҫҫӗ!» куҫӗсене хупса, тепӗр енне ҫаврӑнса тӑрса тата макӑрнӑ чухнехи пек чӗтресе кӑшкӑраҫҫӗ вӗсенчен нумайӑшӗсем, анчах хӑйсем тепӗр чухне нумай пӑхса тӑраҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ку тепӗр чухне ҫын нимӗн тума аптранӑ, сехӗрленсе ӳкнӗ чухне ҫуралакан шанчӑк пулчӗ.надежды той, которая посещает иногда человека в последнем градусе отчаяния;
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӗр чухне темле ӑслӑ ҫын шутласа кӑларайман ӗҫсем тунӑ, тепӗр чухне козак ытахальтенех ухмаха ернӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Пур чухне те мар вӗсем, илсе кайма май килмен чухне ҫеҫ ҫӗр айне чавса хунӑ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Йӗмпӗҫҫине вара, ӗҫ-пуҫ мӗнлине кура, хӑш чухне чӗркуҫҫи таран тавӑрса, хӑш чухне — ура тупанӗ таранах антарса ҫӳренӗ.Штанишки, смотря по обстоятельствам, были или закатаны до колен, или спущены по самые пятки.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пирӗн ҫарсен хулана хамӑр алӑра тытса тӑма май килмерӗ, — тӑшман ун чухне вӑйлӑрахчӗ, вӑл ӑнсӑртран пырса тапӑнчӗ; эпир ун чухне хамӑр вӑйсене пӗтӗҫтерсе пухаттӑмӑр ҫеҫ-ха, тӑшман вӑй-халне оборона чиккисенче хавшатса, каялла чакаттӑмӑр.
Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ку повеҫе эпӗ: «Ленька хӑй пӗчӗк чухне…» тенӗ сӑмахсемпе пуҫласшӑнччӗ, унтан вара унӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ ҫинчен тата вӑл хӑй пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ.
Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хӑйӗн полкӗ патне кайнӑ чухне Тарас Андрий ӑҫта кайса кӗме пултарни ҫинчен шутларӗ, анчах нимӗн те шутласа кӑлараймарӗ: ӑна ыттисемпе пӗрле тыткӑна илсе кайрӗҫ-ши, ҫывӑрнӑ чухне ҫыхрӗҫ-ши?
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫынсем ҫук чухне тутарсем те килсе тапӑнма пултараҫҫӗ, — вӗсем, туроксен йыттисем, куратӑркачах тата хуҫи килте чухнех килме хӑяс ҫук, анчах хыҫалтан, ура тупанӗнчен ҫыртса илӗҫ, ыраттармаллах та ҫыртса илӗҫ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.