Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытӑнса (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурлӑхан тӗмӗ патӗнчи вӗлле кӑна, саланса пыракан пурнӑҫа пӑхӑнасшӑн мар пулнӑ пек, чалӑшса ларнӑ та ҫаплах ҫирӗппӗн тытӑнса тӑрать-ха.

Один только улей, словно сопротивляясь судьбе, хоть и косо, но крепко висел на старой черемухе.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Итле-ха, — тет вӑл ҫӑвар тулли кавлеме тытӑнса, — мӗншӗн сирӗн яланах мӗн те пулин ҫук?

— Послушай, Ухтиван, почему у вас всегда чего-то не хватает?

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хытӑрах утма тытӑнса вӑл кӗҫех лавран иртсе кайрӗ, темиҫе минутран вара кая юлнӑ ҫынсен ушкӑнне ҫитсе хутшӑнчӗ.

Прибавив шагу, он оставил телегу позади и вскоре слился с людьми, отставшими от передней группы.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑвӑрах шухӑшлӑр, пирӗн пурнӑҫ малашне пӗтӗмпех электричество ҫинче тытӑнса тӑракан пулать — электричество вӑйӗпе сухалатпӑр, акатпӑр, выратпӑр, ҫапатпӑр, электричествӑпа ӗне сӑватпӑр, кӗле ҫӑватпар, уй-хире шӑваратпӑр — мӗнпур ӗҫе каласа та пӗтерес ҫук.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун пек каласан, Ятман тин кӑна Марине ывӑлӗ Сехрене ӑс панине аса илчӗ те хӑй те кун пек вӗрентессинчен тытӑнса тӑраймарӗ.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тен, эпӗ вире ҫӑлса хӑварнӑ пулӑттӑм, кам пӗлет-ха, акнӑ пӑтӑ шӑтать-и вӑл сирӗн? — хӑйне тӳрре кӑларма тытӑнса пӑхрӗ Сехре Иванӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ун вырӑнне сана эпӗ хам хӗрхенетӗп, — терӗ Левентей, унпа юнашар чавма тытӑнса.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ваттисем каласа пама тытӑнса, ҫамрӑксем вӗсене тӗлӗнсе итлеҫҫӗ: мӗнле-ха ӗлӗк ҫак икӗ ял вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫса пурӑннӑ, мӗн ҫитмен ҫынсене?

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ирхине тракторне мотора чӗртме те тытӑнса пӑхрӗ, моторӗ пӗр-икӗ хутчен шаккакаласа та илчӗ, анчах темле пайӗ пӑсӑлнӑ пек пулчӗ те, Карачӑм ӑна тӗрӗслемесӗрех курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куннинче алӑсенче черккесем ытларах тытӑнса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, хӗрпе каччӑ алла-аллӑн тытӑнса тӑнине курса, хыттӑнах кӑшкӑрса ячӗ:

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку ыйтупа вӑл влаҫсен ячӗпе 2015 ҫултан тытӑнса пӗрре кӑна мар ҫыру ҫырнӑ-мӗн…

По этому вопросу с 2015 года она не раз писала письма от имени властей…

Хусанушкӑньпе Тури Ҫӗрпӳкасси хушшинчи ҫула ҫитес ҫул юсӗҫ // Николай Коновалов. http://hypar.ru/cv/news/husanushkanpe-tu ... -cul-yusec

Мӗн пирки тытӑнса тӑни паллӑ: ҫак ахӑр саманаллӑ вӑхӑтра ӑна эпир ҫӑла-ҫӑла хӑваратпӑр.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрӗссипе каласан вӑл ӗнтӗ паянхи кун хӑй тӗллӗн аран-аран тытӑнса тӑрать.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак эп астӑвассах миҫе хан ҫапла тытӑнса тӑчӗҫ унта.

Помоги переводом

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пек хирӗҫет пулсан Сафа-Гирей Хусанта нумай тытӑнса тӑрас ҫук теҫҫӗ Хусанти паллӑ ҫынсем те.

Помоги переводом

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай тытӑнса тӑрасшӑн-и вӑл ун пек?

Помоги переводом

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн ҫинче тытӑнса тӑрать сирӗн ханлӑх — пӗтӗмпех ултав ҫинче-и?

Помоги переводом

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Князь Чулхулара чылайччен тытӑнса тӑчӗ: ӑна III Василий Хусантан Андрей Пильменовран хыпар киличчен тӑхтама хушнӑ.

Помоги переводом

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухай орди хӑй тӗллӗн тытӑнса тӑрасшӑн, Хусан аллине кӗрсе ӳкесшӗн мар.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней