Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Тӗрӗс, ларӑр, — Виктор каллех Хворостянкин ҫине пӑхса илчӗ; лешӗ сарлака кӑкӑрӗпе парта ҫине ӳпӗнсе темскер аран-аран ҫырать, унӑн ҫамки тӑрӑх, ҫутӑ ҫинче йӑлтӑртатса пысӑк тар тумламӗсем юхаҫҫӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗлӗтрен ҫумӑр тумламӗсем вӗтӗ ала витӗр юхнӑ пек пӗрӗхсе тӑраҫҫӗ; кӑнтӑртан уҫӑ сывлӑш вӗрсе тӑрать — тусем ҫине юр ӳкнӗ пулмалла — сивӗннӗ сывлӑшра хӗллехи сивӗ те кӗҫ-вӗҫех ҫитесси сисӗнет.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хворостянкин, хулпуҫҫи ҫине уртса янӑ йӗпе те йывӑр буркине хывма ӗлкӗрсе, ӑна кӑнт тӑратса ячӗ — вӑл алӑк патӗнче ӳпле пек саркаланса тӑрать; ҫӗлӗкне хывса, ӑна пӗтӗм вӑйран алтупанӗ ҫине ҫапрӗ, вара шутсӑр нумай шыв тумламӗсем пӗтӗм кабинета сирпӗнчӗҫ; пысӑк утӑмсемпе шавлӑн утса пынӑ чухне урайне пылчӑклӑ атӑ йӗрне хӑварса, хӑйӗн хытӑ та йӗпе аллипе Сергей аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чӳрече кантӑкӗсем тӑрӑх шыв тумламӗсем йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн юхса анаҫҫӗ, хунар шурӑ хӑван йӗпе вуллисене ҫутатать.По стеклу окна текли буграстые струйки, свет фонаря освещал мокрые стволы белолисток.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа Татьяна ӑнланса илме пултараймарӗ: те унӑн ыйтӑвӗнчен, те ҫумӑрӑн сайра та, анчах шултра тумламӗсем кантӑк ҫинче, пӳрт тӑрринче шӑпӑртатма пуҫланинчен кулчӗ Кондратьев, — пирӗн йӑнӑш ҫавӑнта: Хворостянкин ҫумӗнче нумай вӑхӑт хушши парти руководителӗ мар, ҫемҫешке ҫын, хӑравҫӑ, йӑпӑлти, пӗр сӑмахпа каласан, парти ӗҫне ертсе пыма ниепле те шанса пама ҫук ҫын пулнӑ, анчах эпир, — куншӑн пире намӑс, — ҫав ҫынна шаннӑ… —
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Акӑ таҫтан килсе тухнӑ пӗлӗт ҫунат айӗнчен хӳреллӗ кайӑк пек иртрӗ, унтан тепри иртрӗ, вара чӳрече тӗттӗмленчӗ, ҫӗр таҫта кайса ҫухалчӗ те самолет шурӑ ваткӑ ӑшне кӗрсе ӳкрӗ, кантӑк ҫинче шыв тумламӗсем чупма пуҫларӗҫ…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тепӗр ҫултан Кнышев хӑй те паллаймиех улшӑнса кайнӑ: ҫӑра та вӑрӑм сухал кӑвакарнӑ, сӑн-пичӗ тӗксӗмленнӗ; вӑл палӑрмаллах ватӑлнӑ, ҫынсемпе хутшӑнман, калаҫман, вӑрман ҫине хурланса пӑхнӑ, вара унӑн куҫӗсенче чунтан хурланнипе куҫҫуль тумламӗсем палӑрнӑ…
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халӗ ҫавсем пӗтӗмпех тахҫанах манӑҫа тухнӑ ӗнтӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте кӑна, ту тӑрринче усӑнса тӑракан чулсем ҫинче хура та тӗксӗм, ҫумӑр тумламӗсем ҫисе ҫийӗнтернӗ, ҫурма арканнӑ, никама та кирлӗ мар хуралҫӑ башнисем тинӗс ҫинчи пӗчӗк утравсем пек лараҫҫӗ…
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Куратӑн-и? — вӑл куҫ хӑрпӑкӗсене мӑчлаттарса илчӗ те, унӑн питҫӑмартисем тӑрӑх шултра куҫҫуль тумламӗсем чупса анчӗҫ.— Видишь? — И она замигала ресницами, и по щекам ее потекли слезы.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Соня пуҫне ун еннелле ҫавӑрчӗ, хунар ҫути унӑн шурӑ мар, темӗнле кӑвакарнӑ тӗслӗ йӗпе пичӗ ҫине ӳкрӗ, халӗ ӗнтӗ Виктор унӑн куҫӗсенче ҫумӑр тумламӗсем мар, куҫҫуль асӑрхарӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫумӑр тумламӗсем каллех ӳкме пуҫларӗҫ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӳп-тӳррӗн ҫӑвакан ҫумӑрӑн шултра тумламӗсем машина тӑрринче хыттӑн шакӑртатма пуҫларӗҫ, унтан ҫумӑр айккинчен, кантӑк ҫине ҫаптарса ҫума пуҫларӗ те, вара ҫул ҫинчи тусан сирпӗне-сирпӗне илсе чӑмаккаланчӗ, ҫийӗнчех хуралса кайрӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шыв тумламӗсем унӑн куҫхаршийӗсемпе ҫӳҫӗ ҫинче тата хӑлха шӑтӑкӗнче йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.С капельками воды на бровях и на волосах, торчавших из ушей.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Иринӑн йӗпеннӗ пит-куҫӗ хумханса, савнӑҫлӑн йӑлтӑртатса илет; унӑн куҫхаршийӗ ҫинче те, куҫ хӑрпӑкӗ ҫинче те, ҫӳлти тути хӗрри ҫинче те шыв тумламӗсем курӑнаҫҫӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Арӑмӗпе ывӑлӗн сӑн-ӳкерчӗкӗсем ҫинче те пӑт-пат юн тумламӗсем пур.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Питҫӑмартийӗсем тӑрӑх шултра тар тумламӗсем юха-юха анаҫҫӗ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Юр шыв тумламӗсем ҫеҫ, чул витӗр сӑрхӑнса кӗрсе, айне лартнӑ лаххансемпе тазсем ҫине тумлани илтӗнет.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ылттӑн чӗкеҫӗмсем, тӑван юн тумламӗсем…
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Эпӗ халь анне патӗнче пурӑнатӑп, ун патне куҫрӑм, — пӳлӗнсе сывласа, ачасене хӑлхаран пӑшӑлтатать Ланкина, пуҫне путмар ҫинчен усса, вӗсен пичӗсем ҫине тӗттӗмре вӗри куҫҫуль тумламӗсем юхтарать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑшпӗр тумламӗсем магазин витринисене пырса ҫапӑнаҫҫӗ те, кантӑк тӑрах юхса анаҫҫӗ; кантӑк ҫинче вара куҫа йӑмӑхтаракан Крым хӗвелӗ ҫап-ҫуттӑн ялкӑшса илемлӗ асамат кӗперӗ туса хурать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.