Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вилӗм умӗнхи мӑнаҫлӑ та ҫиллес шӑплӑх ҫеҫенхирпе тип вар хушшине пӗлӗт мӗлки пек сапӑррӑн та ҫемҫен кӗрсе выртрӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чукаринпа Кружилин ҫулӗсем юпленнӗ тӗлте, сенкер ҫутӑ тӳпе айӗнче, часавай юпин тӗтреллӗ мӗлки курӑнчӗ; ун тӗлӗнче кирпӗч тӗслӗ хӑмӑр кӑтра пӗлӗтсен пӗр ҫӗре капланса тулнӑ пысӑк катрамӗ кӗҫ-вӗҫ татӑлса анас пек тӳп-тӳрӗ усӑнса тӑрать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫеҫенхир тӑрӑх кӑлкан куҫа йӑмӑхтармалла йӑлтӑртатать, тӗве тирӗ тӗслӗ вӗри курӑк йӑсӑрланать; хӑлат, ҫунаттисене чалӑштарса, сенкер тӳпере ярӑнать, — аялта, курӑк тӑрӑх, унӑн пысӑк мӗлки сасӑсӑр шуса иртет.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Листницкий унӑн фарфор пек ҫӑмӑл алли ҫумне тутипе сӗртӗнчӗ те, парӑнса пӑхакан куҫӗсене ҫӗклесен, Ольга тути тӑрӑх кулӑ мӗлки шӑвӑнса иртнине курчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вара пралуксем карӑнса тӑнӑран, ешӗл ҫӑра курӑк ҫине юпасен мӗлки ӳкнӗрен, Куркульчиха аслӑрах та ешӗлрех пек курӑнать.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫутӑ горизонтра Кавказ ту хырҫи тӑрать, — вӑл питӗ патӗнче пек, ахаль куҫпах ту урлӑ выртакан ҫулсене те, шӗвӗр шӑрчӗсене те, юр ҫине шупка мӗлки ӳкнӗ чӑнкӑ тӑвайккисене те, шупка кӑвак хут ҫине хура йӗр туртнӑ евӗр хушӑксене те куратӑн.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унта хӳме пек вӑрман ӳссе ларнӑ, ун мӗлки шывра чӳхенет.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пур ҫӗрте те тырӑ пусси, хутран-ситрен ҫеҫ хӗвел ҫинче сарӑ хӗвелҫаврӑнӑш чечекӗсем йӑлтӑртатса илеҫҫӗ, е пӗлӗт мӗлки пек тӗттӗм кукуруза, е хӳхӗм пустав евӗрлӗ хуп-хура ҫӗртме пусси курӑнса каять.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл пынӑ ҫын ҫине, ҫын та мар, кӗрсе тӑнӑ ҫын мӗлки ҫине пӑхнӑ пек, сиввӗн пӑхса илчӗ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗтӗм вӑйне пухса, вӑл хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ: аллӑ-утмӑл утӑмра йывӑҫ мӗлки сӗмленет, вӑл ҫав йывӑҫ айӗнче ӑнтан кайса хытса выртнӑ иккен.Насилуя себя, оглянулся, — шагах в пятидесяти чернело дерево, под которым холодел он в беспамятстве.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак ахаль салтакӑн, тӗсрен пӑхсан нимӗнпе те палӑрса тӑман этемӗн сӑн-сӑпатне, ҫумӑр пӗлӗчӗ евӗр, вӑрттӑнлӑх мӗлки хупласа тӑрать.Скрытность висела тучевой тенью на лице такого простого с виду человека.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн тӗксӗм мӗлки каҫ тӗттӗмӗнче ҫухалать.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Урайӗнчи чӳречен хӗреслӗ читлӗхӗпе касӑланса выртакан ылтӑн уйӑх мӗлки курӑнать.На полу — перерезанная крестом оконного переплета золотая дрема лунного света.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Каҫ пулса тӗттӗмленме пуҫлать кӑна, вӑл каллех курӑнса каять, каллех кӳлӗсенчи шывра курӑнать, ун хыҫҫӑн, чӗтре-чӗтре, мӗлки ыткӑнса пырать.Чуть же ночь наведет темноту, снова он виден и отдается в озерах, и за ним, дрожа, скачет тень его.
XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кун ҫути ҫиҫсе илет, хӗвел тухать, вӑл курӑнмасть; тусем хушшинче пурӑнакан ҫынсем сайра-хутра ҫеҫ такамӑн вӑрӑм мӗлки вӗлтлетсе иртнине асӑрхаҫҫӗ, анчах тӳпе янкӑр тӑрӑ, пӗр пӗлӗт татки те шуса иртмест ун ҫийӗпе.
XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мӗнле тӑрать-ха вӑл, ҫӗре те перӗнмест, тӗревӗ те ҫук, ун витӗрех шупкарах хӗрлӗ ҫутӑ йӑлкӑшса курӑнать, стена ҫинче мӗлки вылять.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кӑлӑхах тинкерсе пӑхать Левко: лешне пӗтӗмӗшпех йывӑҫ мӗлки хупӑрласа илнӗ.Напрасно обсматривал он: тень покрывала его с ног до головы.
III. Кӗтмен йӗкӗт. Кавар // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑрман ҫывӑхӗнче, сӑрт ҫинче, пӗр кивелсе кайнӑ йывӑҫ пӳрт тӗлӗрсе ларать; унӑн чӳречисем хупӑ; тӑррине мӑк тата тӗрлӗ курӑксем пусса илнӗ; чӳречисем умӗнче кӑтра улмуҫҫисем сарӑлса лараҫҫӗ; пӳрт ҫине вӑрман мӗлки ӳкнӗ, ҫавӑнпа та вӑл темскерле, ытла тӗксӗм те тискер пек курӑнать; шӗшкӗ вӑрманӗ ҫав пӳрт патӗнчен пуҫланса каять те пӗве патне ҫитиех кӑтраланса анать.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗрмай пӑхать, йывӑҫ мӗлки вӑрӑмланмасть-ши, анма пуҫланӑ хӗвел хӗрелме тытӑнмасть-ши, мӗн чухлӗ ытларах кӗтет, ҫавӑн чухлӗ чӑтӑмӗ сахалтарах.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Лешӗ кӗҫех ҫатан карта ҫине улӑхса тӑчӗ те, ӑҫтарах сиксен меллӗрех пулӗ-ши тесе, чылайччен, хӑшпӗр чухне куҫа курӑнса каякан хӑрушла вӑрӑм виле мӗлки пек, нимӗн тума аптраса тӑчӗ, унтан вара, юлашкинчен, мӑянпа вӗлтӗрен хушшине хыттӑн кӑштӑртатса йӑтӑнса анчӗ.
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.