Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аслашшӗ хӗвел йӗм-хӗрлӗ ҫӑра пӗлӗтсем хыҫне анса ларнине куратчӗ те: «Каларӗ тейӗн акӑ, хӗрӗм, е кӗҫӗр ҫӗрле, е ирпе ҫанталӑк пӑсӑлать», — тетчӗ.
X // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Эсӗ сӑрт айккипе ҫӳлерех улӑхатӑн та ыраш капанӗ е пӗр-пӗр йывӑҫ айне выртатӑн, вара, ҫӳлӗ тӳпене, ҫӳхе, йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ пӗлӗтсем ҫине пӑхса, иртнӗ пурнӑҫа аса илсе, пуласси ҫинчен ӗмӗтленме пуҫлатӑн…
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Е ирӗлсе кӑпӑшланнӑ юр евӗрлӗ, е тӑвӑл кӑпӑклатнӑ хумсем евӗрлӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, пӗрмай шӑваҫҫӗ.А облака все плывут, похожие то на подтаявший снег, то на вспененные бурей волны.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Акӑ уйӑха ҫӳхе те пӗчӗк пӗлӗтсем хупӑрлаҫҫӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫакӑнти пуян ҫынсене юратмасть вӑл, лешсем те хӑйне юратманнине те пӗлет-ха, анчах паянхи кун унӑн чӗринчи туйӑмсем пӗлӗтсем евӗрлех, пӗр ҫӗрелле пӗрлешсе, хура тӑхлан тӗслӗ, тӗтреллӗ капланчӑк пулса, шӑвӑнса иртеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Шурлӑхран ӗнтӗ тахҫанах ҫӑра пӗлӗтсем ҫӗкленсе хӑпарса хулана нӳрӗ шӑналӑкпала чӗркесе илчӗҫ.Уже давно с болот встали густые тучи и окутали город сырым пологом.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пӗлӗтсем чупаҫҫӗ суккӑр уйӑх хыҫӗнчен, Ман хыҫран такам мӗлки йӑпшӑнать хуллен…В небе тучи гонятся за слепой луной, Полем тихо крадётся чья-то тень за мной…
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, вӗсем хушшинче — уйӑх, мӗнпур тӳпе вара, татӑлса анас пек — чӗтренсе тӑрать…Бегут тучи, а между них — луна, и всё небо вздрагивает, будто ломается…
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Унтан тата пӗлӗтсем, тетӗн, вара — уйӑх та курӑнать-и?
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Акӑ тата тепӗр сӑвӑ, хула ҫинченех: Пӗлӗтсем чупаҫҫӗ ав, шурлӑх урлӑ ҫул тытнӑ, Тарӑн шӑплӑх сарӑлнӑ ӗнтӗ пӗтӗм хулипех.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Ну-ка, татах кала-ха! — ыйтать Четыхер, ҫӑмламас хӗрлӗ куҫхаршисем айӗн ҫӳлти Хуркайӑк Ҫулӗн кӗмӗл йӑлтӑрккине, ҫӑлтӑрсем савӑнӑҫлӑн ҫунса ҫиҫнине, уйӑхӑн пӑхӑр ҫаврашки вӑрахӑн шунине е пӗлӗтсем хуллен кӑна чупса иртнине пӑхса ларнӑ хушӑра: Четыхер ҫавсем ҫине пӑхать, сӑвӑ итлет, ҫав самантрах тата хулпуҫҫисене сиктеркелесе ҫын сисмелле мар хӗрес хура-хура илет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кӗркунне хула ҫинче эрни-эрнипе хӑмӑр пӗлӗтсем капланса тӑраҫҫӗ, пӳрт-ҫуртсен ҫивиттисене вӗсем вӑйлӑ ҫумӑрсемпе шӑварса ислентереҫҫӗ, кӗрлесе юхакан пӗчӗк шыв юххисем ҫулсене ҫисе йӑтӑнтараҫҫӗ, ҫырмари шыв хӗп-хӗрлех хӗрелсе каять, тулашса юхать; хула шӑпланса ларать, ҫынсем чи кирлӗ чухне кӑна урамсене тухкалаҫҫӗ, вара, килтех ларса, ирӗксӗрех хӑҫан малтанхи юр ҫуса лартасса кӗтеҫҫӗ, картсем тытса качакалла, ухмахла, хӑйсен козырӗлле выляҫҫӗ, прологпа минея вуланине, хӑш-пӗр ҫӗрте тата — гражданла кӗнекесем вуланине итлеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тӳпене хупӑрласа тӑнӑ тӗксӗм пӗлӗтсем, ялтӑркка иртен именнӗ пек, хуллен горизонт хыҫне кайса ҫухалчӗҫ.Заслонявшие небо мрачные тучи будто устыдились сияющего утра, запрятались за горизонт.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пӗлӗтсем хушшинчен, унта та кунта, ҫӑлтӑрсем пӑха-пӑха илеҫҫӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хура пӗлӗтсем, пӗр-пӗрне хӑваласа, хӗвелтухӑҫнелле шӑваҫҫӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Пӗлӗтсем тикӗт пекех хура.
XI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Костин, ҫур тӳпене хупласа хунӑ хура пӗлӗтсем ҫине пӑхса, кӑмӑллӑн калаҫрӗ.Костин, довольный, смотрел на заслонившие полнеба черные тучи.
XI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Унта та кунта ҫеҫ курӑнкалакан шурӑ пӗлӗтсем ҫурхи хӗвел айӗнчи юр пек, ирӗлсе пӗтрӗҫ.Редкие белые облака растаяли, словно снег под весенним солнцем.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Кӑн-кӑвак тӳпере шурӑ пӗлӗтсем ишкелеҫҫӗ.
«Ҫитрӗ май — хаваслӑ, чаплӑ…» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ытах та эсир ҫак ункӑ ҫаврӑмне каҫпулттипе килсе тухсассӑн, — вӑл вӑхӑтра кунта йӗри-тавраллах шӑпланать, сирень чечекӗ тӗслӗ пӗлӗтсем анӑҫра тӑпах тӑраҫҫӗ, — сылтӑм енчи чӑнкӑ ҫыранта тӑнӑ май тӗпсӗр юханшыва ӳкнӗ пӗлӗтсене куратӑр — вара тӳсеймесӗр каҫхи юмахӑн ытамне кӗрсе ӳкетӗр: ӑҫта тӳпе, ӑҫта юханшыв — уйӑрса та илеймӗр, ӑҫта чӑн-чӑн пурнӑҫ, ӑҫта унӑн палӑрӑмӗ.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.