Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗччен сăмах пирĕн базăра пур.
пӗччен (тĕпĕ: пӗччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук, эп пӗччен кӑна.

— Нет, я одна.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман пӗччен пулмаллине пӗлетчӗ вӑл, хам ӑна ҫав самантра кирек мӗнле ҫывӑх курсан та пурпӗрех унран акӑш-макӑш инҫетреччӗ-ха, мӗншӗн тесен вӑл тӳрре тухрӗ, эпӗ йӑнӑшрӑм, Кораблев каланине илтнипе вӑтанмалла пулчӗ манӑн…

Он понял, что мне нужно побыть одной и что, как бы я ни была близка к нему в эту минуту, а всё-таки страшно далека, потому что он оказался прав, а я — неправа и оскорблена тем, чтó узнала от Кораблёва…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗччен.

– Один.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя сӗтел хушшине ларсах та каймарӗ, текех кухньӑна кая-кая ларатчӗ, вӑл мана пӗччен ларса шухӑшланӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑн пек курӑнчӗ вӑл кашни хут пирӗн хушша килмессерен.

Катя почти не сидела за столом — всё вставала и подолгу пропадала на кухне. И мне казалось, что она уходит, просто чтобы остаться одной и немного подумать: такое у неё было выражение, когда она возвращалась.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ кам кӗтет иккен мана — Кораблев юлташ, — терӗ вӑл, — пӗччен кӑна та мар иккен-ха, ывӑлӗпех.

— Вот, оказывается, кто меня ждёт — товарищ Кораблёв, — сказал он, — да ещё не один, а с сыном.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкхи пекех пӗччен пурӑнать вӑл, анчах унӑн кивӗ те чӗрӗ хваттерӗнче халь тирпейлӗрех пек курӑнчӗ, ытла чӗрех те мар иккен.

По-прежнему он жил один, но в старой сырой квартире стало уютнее и, кажется, не так сыро.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗччен пулнипе хама кӳрентернипе манӑн чӗрӗ ыратать.

Чувствовал, что у меня сердце ноет от одиночества и обиды.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ пур ҫав питӗ тарӑн шӑтӑкра пӗр пӗччен выртатӑп.

А я лежу один в этой глубине.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗр пӗччен кайма хӑрушӑ.

— Одному ехать опасно.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Иккӗн ҫӳренӗ ҫӗрте нихҫан та пӗччен ҫӳреме юрамасть иккен, Мускав варринчи чӑн-чӑн сад пахчи те тӗнчери чи кичем вырӑн пек туйӑнса каять.

Никогда не следует одному бродить по тем местам, где вы были вдвоём, обыкновенный сквер в центре Москвы кажется самым грустным местом в мире.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑ пӗччен ҫеҫ пурӑнмалли кичем номерте эпӗ урӑх тытӑнса тӑма пултараймарӑм, икӗ сехетчен, Главсевморпуть секретарӗ йышӑниччен вӑхӑт чылай-ха.

Больше я не мог оставаться в этом скучном номере совершенно один, а до двух часов, когда меня должен был принять секретарь Главсевморпути, было ещё далеко.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ пӗтӗм йӗркелӗхе, тӗлӗнмелле ирӗклӗхе туйса, пӗр пӗччен вӗҫетӗп.

С прекрасным чувством полной свободы я лечу совершенно один.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ малтанхи хут пӗччен вӗҫетӗп.

Итак, впервые я лечу один.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Халӗ ӗнтӗ пӗччен вӗҫӗр.

— А теперь летите один.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ Энскра унсӑр пуҫне хама кичем пулни ҫинчен, ҫав кичемлӗх иртнинче пӗрле ҫӳренӗ вырӑнсенче пӗччен ҫапкаланнӑ чухне пушшех те пусса илни ҫинчен, Петька пӗр вӗҫӗмрен хавхаланса ҫӳрени ҫинчен пӗр сӑмах та шарламарӑм.

Но я ничего не сказал о том, как мне было скучно без нее в Энске, особенно когда я один бродил по нашим местам, о том, как Петька много ел и все время чувствовал вдохновение, и о том, что у них это не так необыкновенно.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тӑп-тӑр пӗччен тӑрса юлтӑм.

Я был одинок, как никогда.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кораблева вара эпӗ, нихҫан та иртсе каймасла ывӑннӑскерне, сивӗ хваттерте тӑп-тӑр пӗччен тӑратса хӑвартӑм.

а он был в безнадежной усталости, старый и совершенно один в пустой, холодной квартире.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ пӗччен ҫеҫ калаҫрӑм, Кораблев ҫӑвар уҫса та чӗнмерӗ-ха.

Я один говорил, Кораблев еще не проронил ни слова.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр хупса хунӑ алӑклӑ пӳлӗм умне пырса тӑрсан, лакей, ун ҫинчен кӗрсе пӗлтерем тесе, ӑна пӗччен тӑратса хӑварнӑ.

Наконец, подошед к запертым дверям, он объявил, что сейчас об ней доложит, и оставил ее одну.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗччен!

— Одна!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней