Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хама (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫак сехет ҫине пӑхатӑп та хама виҫҫӗмӗш класра, Кораблев урокӗнче, Ромашкӑпа пӗр парта хушшинче ларнине куратӑп.

Полный круг — и я вижу себя в третьем классе, на уроке Кораблева, на одной парте с Ромашкой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ман урасене ҫыпҫӑннӑ пулас, халь ӗнтӗ хам урасем хама тытса параҫҫӗ.

Я, видно, измазала в ней ноги, и теперь следы выдавали меня.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре ҫапла эп чӑтаймарӑм, Расщепей хама урӑхла вӗрентни ҫинчен, шикленсе те пулин, каласа патӑм.

А когда я однажды, не вытерпев, робко напомнила ему, что Расщепей учил меня действовать совсем не так.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Питӗ путсӗр пек туйӑнчӗ мана Причалин, анчах эп хама хам хытартӑм.

Причалин был мне очень противен в эти минуты, но я сдержала себя.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапах та, хама тыткӑна илнӗ кӑмӑлтан хӑтӑлма пултараймарӑм: ман ӳкерӗнмеллех!

Но мне так хотелось сниматься.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Часах эп хама алла илтӗм, вӗренес ӗҫпе юлашки вӑхӑтра юларах пынине ҫийӗнчех тӳрлетрӗм.

Я взяла себя в руки, стала подгонять упущенное за последние дни в школе.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сирӗн урлӑ пӗтӗм тӗнче мана урӑхла курӑна пуҫларӗ, хама та эп халӗ урӑхларах куратӑп.

Через вас мне все на свете теперь по-другому выглядит, я и себя по-иному рассмотрела.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӑвайт ҫунса шӑранать, салтаксем обоз патнелле уттарчӗҫ, вара эп, хама пӗччен хӑварнине кура, майӗпен аяккалла упаленме пуҫларӑм, унтан, сиксе тӑрса, вӑрман урлӑ хамӑрӑннисем еннелле чавтартӑм…

Костер догорает, солдаты бредут к обозу, и я, пользуясь тем, что меня оставили одну, тихонько отползаю подальше, потом вскакиваю и бегу через лес к своим.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑйсӑррӑн, арпашӑнса кӑйнӑн, нимӗн те ӑнланман пек туятӑп эп хама хам.

Такой беспомощной, вконец запутавшейся и ничего не понимающей чувствую я сама себя.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара эпӗ, хама театрта вӗрентнӗ пек, позицине тӑрса, кӗтӳҫ хӗрӗ ҫинчен юрласа ятӑм.

И я, встав в позицию, как учили меня на театре, пою песенку о пастушке.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хама ертсе килнӗ офицер мана урайӗнчен сӗтӗрсе тӑратрӗ, силлесе илчӗ.

Офицер, пришедший со мной, рывком подымает меня с пола, жестоко встряхивает.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ чӗтресе, такӑнса, сӑмахсемпе чӑлханса, ҫиллес мадам хама мӗн-мӗн вӗрентнине аса илме тӑрӑшса, пӗли-пӗлми чӗлхене калаҫа пуҫларӑм.

И я, дрожа, запинаюсь, путаюсь в словах, стараясь припомнить все, чему меня обучала в усадьбе сердитая мадам, начинаю говорить.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хама та ярса илчӗ.

На самого нашло.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мана тыткӑна илеҫҫӗ, вӗлерме пӑхаҫҫӗ, анчах эп хама паттӑр тытатӑп, тарса хӑтӑлатӑп, унтан хамӑн юлташсене, тантӑш хӗрсене хамӑра чура тума тӑрӑшакан вӑрӑ-хураха хирӗҫ ҫапӑҫӑва ҫӗклетӗп.

Я попадаю в плен, мне грозит смерть, но я держусь мужественно, потом спасаюсь бегством, потом поднимаю моих товарищей и подруг на борьбу с поработителем-разбойником.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӗкӗр ҫине пӑхсан, эпӗ хама палласа та.

Взглянув в зеркало, я уже себя узнать-то.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасем кӑна питех ӗненмерӗҫ, анчах вӑл маншӑн пулсан ӗнтӗ, пурӗпӗрех, эпӗ хама ҫирӗп тытрӑм, вара вӗсем хӑйсемех ҫулӑхма пӑрахрӗҫ.

Ребята, кажется, не очень поверили, но мне теперь было все это безразлично, и я держалась так спокойно, что они сами отстали.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ хама шеллес ҫук.

А я себя не пожалею.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ ӗнтӗ эп юпитерӑн хӗрӳ ҫутти ҫинчен, хама мӗнпур тӗнчерен уйӑрса тӑракан ҫутӑ ҫинчен астумарӑм та.

На этот раз я уже не думала о жарком свете юпитера, об ослепительно молочной стене, которая отделяла меня от всего мира.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ пуҫланиччен малтан сехет ытла пӗччен пӗр пӳлӗмре лартӑм, шав партизанка Устя портречӗ ҫине пӑхрӑм: ҫак вӑл — эпӗ манӑн Расщепее, ҫук, ӑна мар, Денис Давыдова (пурпӗрех, вӗсем иккӗш те пӗр) йӑлӑнса, епле те пулсан хама отряда илтерме тӑрӑшмалла.

Я целый час сидела одна в комнате, глядела на портрет Усти-партизанки, стараясь представить себе: вот это я, и я хочу, чтобы Расщепей… нет, не Расщепей — Денис Давыдов (но это все равно) принял меня к себе в отряд.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хама тиркесрен манӑн чунӑм ҫук.

Я все боялась.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней