Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫын (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, шалти туйӑмӗсем енӗпе пысӑк культурӑллӑ пулма вӗрентсе ӳстермен ҫын общество пурнӑҫӗн сферисенче ҫитӗнӳ тӑваймасть.

Конечно, без воспитания высокой внутренней культуры человека, невозможны его достижения во всех сферах общественной жизни.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586

Ҫапла вара 6200 ҫын ыйтӑвне татса парасшӑн.

Помоги переводом

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур халӑх йышӗнчен 39,2 проценчӗ /460 пине яхӑн ҫын/ физкультурӑпа тата спортпа туслӑ.

Помоги переводом

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Наркотикпе минренӗ ҫын вӗлерме те, вӑрлама-ҫаратма та пултарать.

Помоги переводом

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Ҫын пуҫне уйӑхсерен 6,3 пин тенкӗ ытла тӳлемелле. Тӗрӗссипе, сывлӑшшӑн тӳлемелле. Кун пирки ҫур ҫул калаҫатпӑр — улшӑну ҫук», — кӑмӑлсӑрланчӗ вӑл.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анчах, министр палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ йышри кашни ҫын шӑпах ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курасси иккӗленӳллӗ, вӗсем пӗр-пӗр урӑх ҫӑмӑллӑхпа усӑ кураҫҫӗ-тӗк /тӗслӗхрен, ӗҫ ветеранӗ пулнӑ май ҫакӑншӑн пособи илсе тӑрсан/ — капиталлӑ юсав тӳлевне саплаштармалли компенсацие илеймӗ.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Компенсаци илмешкӗн ҫавӑн пекех хваттер ватӑ ҫын харпӑрлӑхӗнче пулмалла, вӑл хайхи хваттерте пӗччен пурӑнмалла.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Виҫҫӗмӗш улшӑну республика Пуҫлӑхӗн тата Патшалӑх Канашӗн РФ Генпрокурорӗ сӗннипе ЧР прокурорне, ҫын прависем тата ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйсене ҫирӗплетмелли полномочийӗсемпе ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Хӑйсен программисене пурнӑҫламашкӑн ӑнтӑлакан профессионалсене эпир яланах пулӑшатпӑр. Чӑваш Ен шкул вӗренӗвӗн программине палӑртнӑ тата ку енӗпе ӗҫлемешкӗн хатӗр чухне асӑннӑ пуҫарӑва тулли кӑмӑлпа ырларӑмӑр. Кӑҫал вӑй илекен проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе каясса тата ҫывӑх вунӑ ҫуллӑхра ӑна туллин пурнӑҫласса шанатӑп. Регионта пурӑнакан кашни ҫын унӑн уссине туйса илме пултаракан чӑннипех пысӑк та хӑватлӑ программа вӑл», — тенӗ Раҫҫей вице-премьерӗ.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫын хӑпармаллине малтан — алӑ, кайран электричество вӑйӗпе ҫавӑрса хӑпартнӑ.

Помоги переводом

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Геннадий Медведевӑн докладӗнчен тата ҫакна пӗлтӗмӗр: вӑл ертсе пыракан союзра 216 ҫын.

Помоги переводом

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кану ҫурчӗ ҫумӗнче 12 клуб-кружок ӗҫлет, унта 120 яхӑн ҫын ҫӳрет.

Помоги переводом

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Ман патра сипленнӗ пациентсем халӗ те килеҫҫӗ. Манӑн шухӑшӑмпа — чӑн-чӑн тухтӑр пулас тесен участок терапевтӗнче ӗҫлемеллех. Участок врачӗ уйрӑм ҫын сывлӑхӗшӗн яваплӑ. Стационарта чирли сипленет те каять, эсӗ унӑн сывлӑхӗпе тек интересленместӗн. Участокри пациент вара кайран пӗрех сан патнах пырать. 2000 ҫулта поликлиникӑн заведующийӗ Галина Волкова мана кӑнтӑрлахи стационара чӗнчӗ. 16-мӗш ҫул ӗнтӗ заведующире вӑй хуратӑп», — чунне уҫрӗ Валентина Алексеевна.

Помоги переводом

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Валентина Алексеевна хӑйӗн профессине чӑннипех парӑннӑ ҫын.

Валентина Алексеевна человек действительно полностью предана своей професси.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ырӑ кӑмӑллӑ та вашаватскер, ялта хисеплӗ ҫын пулнӑ.

Помоги переводом

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Мӗн чухлӗ юн тӑкса хӑвартӑмӑр эпир унта, мӗн чухлӗ ҫамрӑк ҫын ӗмӗрӗ вӑхӑтсӑр татӑлчӗ...

Помоги переводом

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх — Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Хурамалтан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 400 яхӑн ҫын тухса кайнӑ.

Помоги переводом

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республикӑн наукӑпа техника отраслӗнче тӑватӑ пин ытла ҫын вӑй хурать, вӗсенчен ытларахӑшӗ наука докторӗн е кандидачӗн ятне тивӗҫнӗ.

В научно-техническом секторе республики занято более четырех тысяч работников, большинство из которых имеют ученые степени докторов и кандидатов наук.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505

2012 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Енри 62 ҫын «Вӗренӳ» приоритетлӑ наци проекчӗ шайӗнче «Пултаруллӑ яш-кӗрӗм» ҫул-йӗр енӗпе талантлӑ ҫамрӑксене хавхалантарма паракан преми лауреачӗ пулса тӑнӑ.

По итогам 2012 года 62 представителя Чувашии стали лауреатами премии для поддержки талантливой молодежи в рамках приоритетного национального проекта «Образование» по направлению «Талантливая молодежь».

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1577767

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инвали-чӗсене илес-тӗк - 5,7 пин ытла ҫын пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней