Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татса (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Иван Фомич, эпир хамӑр ҫынсене парти юлашки пленумра лартнӑ тӗп задачӑна татса парассишӗн кӗрешме ҫӗклетпӗр, — хӑйне Пробатов каласа кӑтартакан секретарьпе танлаштарасран хӑранӑ пек, каллех тӳссе лараймарӗ Коробин.

— Мы нацеливаем своих людей, Иван Фомич, на решение главной задачи, поставленной партией на последнем Пленуме, — снова не выдержал Коробин, как будто опасался, что его сравнивают с тем секретарем, о котором рассказывал Пробатов.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫапла вара, эсир апат-ҫимӗҫ ыйтӑвне татса панӑ та райкома килнӗ тейӗпӗр.

— Итак, будем считать, что продовольственную проблему вы решили, явились в райком.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫамрӑк, хастар, политикӑна лайӑх ӑнланать, — ҫырса хатӗрленӗ характеристикӑна вуласа панӑ пек, татса каларӗ Коробин.

Молод, энергичен, политически зрелый товарищ, — словно зачитывая письменную характеристику, раздельно и четко выговаривал Коробин.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шухӑшласа ҫеҫ пӑх эсӗ — ӗмӗрхи тӗттӗмлӗхпе ҫуклӑхран мӗнле туртса кӑлартӑмӑр эпир ҫӗршыва, халӗ ӑна пӗтӗм тӗнче курса тӑрать, халӗ ӗнтӗ ку тӗнчере унсӑрӑн нимӗн те татса парайрас ҫук!

Ты подумай только, из какой вековой тьмы и нищеты мы вытащили страну, и она теперь стоит на виду у всего мира, и ничто в этом мире уже не может решиться без нее!

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн пур ыйтусемпе йывӑрлӑхсене хӑвӑрт, пӗр ӑстрӑмпах татса парас килнине те ӑнланмалла, анчах шел пулин те, ун пек тума май килмест…

— И желание решить все проблемы и трудности сразу, одним махом, тоже вполне понятно и даже закономерно, но, к сожалению, нереально…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Нумай пулмасть ҫак ҫын пурне те хӑйӗн чӗрӗлӗхӗпе тӗлӗнтернине, ун тавра иртен пуҫласа мӗн ҫӗрлечченех халӑх хӗвӗшнине, вӑл пурне те кирлӗ, усӑллӑ ҫын пулнине, районта унсӑрӑн нимӗн те татса паманнине кам ӗненӗ-ха?

Кто бы поверил, что еще недавно этот человек поражал всех своей живостью, вокруг него с утра до поздней ночи крутился народ, он всем был необходим, полезен, без его мнения ничто не решалось в районе?

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Серафимӑ тутисене йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарчӗ, питне тӑрӑхларах ҫаврака тӗкӗр патне ҫывхартрӗ, тӗкне татса хуратнӑ куҫ харшисене тикӗслесе тухрӗ те ӑна пӳрнипе сурчӑкласа якатрӗ.

Серафима презрительно скривила губы, приблизила лицо к овальному зеркалу, пощипала, выравнивая, черненые брови, примяла их, послюнявив палец.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑш-пӗр ыйтусене хӑйсем тӗллӗн татса пама хӑраман ҫынсене пуҫлӑхсем хисепленӗ!

Начальство уважало в меру самостоятельных людей!

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пире никам та ирӗксӗрлеме пултарайманнине эсир, Иван Фомич, хӑвӑрах ӑнланатӑр, эпӗ вара кунашкал ӗҫе хам пӗччен татса параймастӑп — ҫынсем ӑҫталла, эпӗ те унталла!

— Вы сами понимаете, Иван Фомич, что неволить нас никто не может, а я одна такое дело не решаю — куда люди, туда и я!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Пӗрре курсах ҫынсем ҫинчен мӗнле ҫапла пат татса калатпӑр-ха эпир? — шухӑшларӗ Пробатов.

«И откуда у нас эта категоричность и безапелляционность, когда мы судим о людях, да еще по первому впечатлению! — думал Пробатов.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ политикӑпа пӗр тан утатӑп, тата эпӗ турӑ мар, ун пек ыйтусене пӗччен татса пама!

Я каждый день политикой дышу и не бог, чтобы такие вопросы один решать!

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫапла, хирӗҫ, — пат татса хуравларӗ Мишка.

— Да, супротив, — отвечал Мишка.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр эрнерен Саккӑрмӗш Хӗрлӗ ҫарӑн фронтне татса кӗрсе каяҫҫӗ.

Через неделю порвут фронт Восьмой красной армии.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сафонов шухӑшланӑ тӑрӑх, командование ҫак резерв фронта татса кӗме май килсен кирлӗ пулма тивӗҫлӗ.

И должны были, по мысли Сафонова, составить тот резерв, который понадобился бы командованию в случае прорыва.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Эпир фронта татса кӗрӗпӗр-ха, анчах вӑл мӗнле? — унтан пӗр иккӗленмесӗр, пит шухӑшламасӑр, ҫапла шутласа хучӗ:

«Пойдем мы на прорыв, а она как же? — и без колебаний и долгих размышлений решил:

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр вӑраха ямасӑр пурнӑҫламалли задачӑна татса пама кунта чи лайӑх работник-организаторсене яраҫҫӗ.

Лучшие работники-организаторы направляются сюда для разрешения неотложной задачи.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӗп совет влаҫӗ ҫак задачӑна питӗ кӗске вӑхӑтра татса пама хушать.

Центральная Советская власть приказала эту задачу разрешить в кратчайший срок.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапла, Мелехов, ку енче тытӑнса тӑраймасан, фронта татса кӗретпӗр.

Так вот, Мелехов, если уж на этой стороне не удержимся, то тогда идем на прорыв.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малтан калаҫнӑ пекех, пӗтӗм вӑтӑр пинлӗ ҫарпа фронта татса кӗрсе кайма йышӑнтӑмӑр.

Решено, как и раньше говорили, всею тридцатитысячной армией идти на прорыв.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фронта татса кӗресси те ҫӑмӑл ӗҫ мар, пӗлетӗп, хам генерал Брусиловпа татса курнӑ.

И фронт порвать нелегкое дело, знаю, сам рвал с генералом Брусиловым.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней