Поиск
Шырав ĕçĕ:
12. Эпӗ шӑпӑрт тӑнӑ чухне вӗсем кӗтсе тӑрӗҫ, калаҫма пуҫласассӑн тимлесе итлӗҫ, калаҫӑва малалла тӑссассӑн ҫӑварне аллипе хуплӗҫ.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакна пурне те чӗремпе тимлесе тӗпчесессӗн пӗлтӗм вара: сӑваплисем те, ӑслисем те, вӗсенӗн ӗҫӗ те — Турӑ аллинче, этем хӑйне малашлӑхра мӗн кӗтнине — юрату-и, курайманлӑх-и — пачах та пӗлмест.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тимлесе пӑхрӑм та — ҫӗр ҫинче тепӗр харамлӑх куртӑм: 8. пӗччен ҫын, урӑх никам та ҫук; ывӑлӗ те, тӑванӗ те ҫук унӑн, ӗҫӗ-терчӗ вара вӗҫӗмсӗр, куҫӗ те пуянлӑхпа тӑрана пӗлмест.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тимлесе пӑхрӑм та — ҫак ҫӗр ҫинче пулакан тем тӗрлӗ пусмӑра куртӑм: акӑ пусмӑртисенӗн куҫҫулӗ, анчах вӗсене йӑпатаканӗ ҫук; пусмӑрҫисен аллинче — вӑй, ӗнтӗ асапланакансене йӑпатаканӗ ҫук.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тимлесе ӗҫлекенӗн алли хуҫа пулӗ, кахал алли чуралӑха лекӗ.24. Рука прилежных будет господствовать, а ленивая будет под данью.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Манӑн сӑмахӑма, эпӗ ӑнлантарнине эсир тимлесе итлӗр.17. Выслушайте внимательно слово мое и объяснение мое ушами вашими.
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иодай ӗнтӗ, Давид хушса хӑварнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тимлесе тытса тӑма священниксемпе левитсене хушнӑ, [священниксемпе левитсем унччен кунсеренех черетленсе ӗҫленине те каялла тавӑрнӑ,] вӗсен, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑмалла пулнӑ, Давид хушса хӑварнӑ пек, парнесене савӑнса, юрласа кӳмелле пулнӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.