Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗпеннӗ (тĕпĕ: йӗпен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалта, штрекӑн мал енче, йӗпеннӗ рельсӑна ҫирӗплеткӗҫӗн тайӑлса кайнӑ рами ҫине хӗрлӗрех ҫиҫӗнчӗксем сапаласа, ҫутӑ мӗлтлетрӗ.

В глубине штрека замерзал свез, бросая красноватые блики на мокрый рельс, покосившуюся раму крепления.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫил-тӑман айӗнче йӗпеннӗ тумтирсем ир еннелле шак шӑнса кӗчӗркерӗҫ, кӑшт хускалсанах кӑпӑр-кампӑр тӑвакан пулчӗҫ.

К утру намокшая во время метели одежда замерзла, покоробилась и гремела при каждом движении.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Игнат Савельевич тӗксӗмленнӗ, хӗрачин куҫҫульпе йӗпеннӗ питне тытса ҫӗкленӗ ывӑҫ тупанӗпе шӑлма пуҫланӑ.

Игнат Савельевич помрачнел, поднял мокрое от слез лицо дочери, стал вытирать ладонями.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ансӑр шурӑ ҫамки ун тарпа йӗпеннӗ, шуранка пичӗ ҫинче тарӑхса чарӑлнӑ куҫӗсем ниҫта кайса кӗрейми вӗри юратӑвӑн асапӗпе ҫуталса ҫунаҫҫӗ.

Узкий белый лоб ее был влажен от пота, а на бледном лице с такой исступленной страстью горели расширившиеся злые глаза.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий каҫхи апат ҫисе кашӑкне сӗтел ҫине хучӗ, шерпет шывӗпе йӗпеннӗ мӑйӑхне ҫулласа илсе ывӑҫ тупанӗпе шӑлчӗ.

Григорий кончил вечерять, он только что положил ложку, обсосал и вытер ладонью смоченные взваром усы.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ унта хырӑмпа шуса ҫитнӗ-ҫке-ха, сывлӑмпа ҫире мӗн пурри йӑлтах пӑрсан шыв тухмалла йӗпеннӗ, шӑрпӑк пуҫӗсене те нӳрӗ ҫапнӑ.

Я ведь на брюхе полз, мокрый от росы был — хоть выжми, головки отсырели.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр ҫамрӑк йӗкӗтӗн — вилнӗ Маныцков атаман ывӑлӗн — йӑрласа юхакан куҫҫульпе йӗпеннӗ пичӗ, ытла та хытӑ хӑранӑран, вӗттӗн тӑрӑлтатса чӗтрет.

У одного паренька, Маныцкова, сына покойного хуторского атамана, щеки, исполосованные мокрыми стежками бегущих слез, дрожали от великого испуга.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Авдеич Брех картиш тӑрӑх хыпӑнчӑклӑн утса ҫӳрерӗ, ним ахальтенех ҫӑлалла пӑхрӗ, е ҫӗрте выртакан пӗр-пӗр хӑйӑ татӑкне ҫӗклерӗ, унтан каллех, тарпа йӗпеннӗ панулми пек ҫаврака хӗрлӗ питне ҫаннипе шӑлса илсе, крыльца патӗнчен калинкке еннелле вӗткеленсе утса кайрӗ.

Авдеич Брех суетливо ходил по двору, то бесцельно заглядывал в колодец, то поднимал какую-нибудь щепку и опять метался от крыльца к калитке, утирая рукавом налитое, как яблоко, багровое, мокрое от пота лицо.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Телейлӗреххисем иккӗшӗ пулеметчик чӗрҫине хӑпарса ларнӑ; лешӗ граммофон йӗкине ҫавӑрман хушӑра кӗҫӗнреххин тирӗ виселеннӗ, сивӗпе тата виҫесӗр телейпе йӗпеннӗ сӑмсине алсишӗпе тӑрӑшса та сивлеккӗн шӑла-шӑла пычӗ.

Двое счастливейших сидели на коленях у пулеметчика, и тот в перерывах, когда не крутил ручки, заботливо и сурово вытирал варежкой младшему парнишке облупленный, мокрый от мороза и великого счастья нос.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑрт ҫинчен Григорий чармакласа хунӑ урасене, карттус тӑррисене, тусанпа сӑранланса ларнӑ гимнастеркӑллӑ ҫурӑмсен тарпа йӗпеннӗ лупашкисене тата хул калаккисене кӑна курчӗ.

Григорию сверху видны были одни раскоряченные ноги, верхи фуражек да спины в выдубленных пылью гимнастерках, с мокрыми от пота желобками и лопатками.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй вӑл макӑрса йӗпеннӗ куҫӗпе кулкаларӗ; килӗшӳсӗр кӳпчесе тӑртаннӑ тути пит-куҫне темле ачаллӑрах та ӑша вӑркаттармалла хурлӑхлӑ кӑтартрӗ.

Она улыбалась заплаканными глазами, некрасиво опухшие губы придавали ее лицу волнующе-трогательное, детское выражение.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, каҫӑрӑлса ӳкнӗ те, усӑнса пыракан урисемпе ҫӗре чӗрмелесе тапаҫланать, хӑйне сӗтӗрекен казаксенчен ҫакӑнса, куҫҫульпе йӗпеннӗ питне пӑркаласа, вӗсенчен вӗҫерӗнсе тарма тӗрмешет, урмӑшшӑн хӑркӑлтатса ҫухӑрать:

Он запрокидывался, чертил землю безжизненно висящими ногами и, цепляясь за волочивших его казаков, мотая залитым слезами лицом, вырывался, хрипел:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫынсем витӗрех йӗпеннӗ, сив чир тытнӑ пек сиксе чӗтреҫҫӗ.

Люди промокли и издрогли.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Витӗр йӗпеннӗ кӗпи ун хулпуҫҫийӗсем ҫумне, кӑкӑрӗ ҫумне ҫатах ҫыпҫӑнса ларнӑскер, хавас та савӑнӑҫлӑскер, вӑл халӗ Сергейшӗн тахҫан пӗрре ҫумӑртан пытанма чӑх фермине чупса кӗрсен алӑк умӗнче курнӑ Хуракуҫ хӗртен те ҫывӑхрах, хитререх пулнӑ…

Ее платье, пропитанное водой, липло к плечам, к груди, и вся она, облитая дождем, возбужденно-радостная, была для Сергея еще более милой и близкой Смуглянкой, чем в тот вечер, когда он, спасаясь от ливня, забежал на птичник и увидел ее на пороге…

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей ӑна машинӑра выртакан брезент татӑкӗпе витсе, хӑйпе юнашар лартсан, Ванюша пӗр ҫаврашка ҫаврӑнса ҫул ҫине тухсан, витӗрех йӗпеннӗ Ирина каларӗ:

А когда Сергей прикрыл ее лежавшим в машине лоскутком брезента и усадил рядом с собой, а Ванюша, сделав круг, выезжал на дорогу, Ирина, вся уже мокрая, сказала:

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Виктор, ҫӗлӗкне хывса, йӗпеннӗ ҫӳҫне аллипе шӑлса якатрӗ.

Виктор снял шапку и пригладил пальцами влажные волосы.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ниловна куҫҫулӗпе йӗпеннӗ телейлӗ куҫӗсемпе ывӑлӗ ҫине пӑхрӗ.

Ниловна смотрела на сына мокрыми и счастливыми глазами.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хапха умӗнчерехре пулеметчиксем хӑварнӑ пулеметсем лараҫҫӗ те, вӗсен питлӗхӗсем таҫта исленсе йӗпеннӗ пек тӗксӗммӗн йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Почти у самых ворот стояли брошенные пулеметчиками пулеметы, щиты их мокро тускнели.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лачакаллӑ лапампа шурлӑх тӑпри, ҫӗре пуҫланӑ хӑмӑш, сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑк шӑршисене ҫил варкӑштарса килет.

Смешанные запахи мочажинника, изопревшей куги, болотистой почвы, намокшей в росе травы нес к казачьему стану ветерок.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑмӑр тур паллийӗ тӗлӗнче куҫ хӑрпӑкӗн кӑвак кӑшӑлӗ усӑнса тӑрать, ҫӳлерехре, кӑшт хупӑнарах тӑракан хӑрах куҫӗ тӗлӗнче, куҫҫульпе исленсе йӗпеннӗ ҫутӑ пайӑрки чӗлтӗртетет.

Над коричневой родинкой тяжко висел синий ободок века, в профиле виден был увлажненный свет одного полузакрытого глаза.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней