Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ лашана тилхепе вӗҫӗпе ҫапрӑм та ҫырмана антӑм, йӑлт ҫӳҫе хупланӑ типӗ ҫырма урлӑ каҫса, тӑвайккинчен хӑпартӑм, вӑрмана кӗрсе кайрӑм.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Сире юратмастӑп-им эпӗ? — терӗ те вӑл мана сӑмсаран перчетке вӗҫӗпе хуллен ҫапса илчӗ.Разве я вас не люблю? — сказала она и ударила меня по носу концом перчатки.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл мана ытлашши тимлемесӗр итлерӗ, сак ҫинче лараканскер, чӗн пушӑ вӗҫӗпе хӑйӑр ҫине тем ҫыркаларӗ.Он полувнимательно, полурассеянно слушал меня, сидя на скамье и рисуя концом хлыстика на песке.
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Тимофее курсанах, Акулина кашни утӑмрах ахлаткаласа ун патне пырса тӑчӗ, суккӑрлана пуҫланӑ куҫӗсене тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илчӗ те тутине хаяррӑн чӗпӗтрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫунат вӗҫӗпе ҫапӑнчӗ те карапа ӳпӗнтерсе хучӗ.
Карап тусни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Гимнастёрка ҫанни ҫинче юн хӗрелсе тӑрать, ӑна вӑл пӳрне вӗҫӗпе сӑтӑрса илчӗ.На рукаве гимнастерки алело пятнышко крови, она потерла его кончиками пальцев.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Юланут патне ҫитме пилӗк чалӑш пек юлсан, Григорий пӗррех сулахаялла сулӑнчӗ, пуҫ тӑрринчен хӗҫ ҫивӗччӗн вӑйкӑнса иртнине илтрӗ те, йӗнер ҫинче вӗлт! ҫеҫ тӳрленсе ларса, хӑйӗнчен иртсе кайнӑ хӗрлӗармееца пуҫӗнчен хӗҫ вӗҫӗпе кӑна тӗртсе илчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Конвоир Григорие хӗҫ вӗҫӗпе хуллен тӗксе илчӗ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Андрей ҫилленет, кантӑри вӗҫӗпе йыттине ҫатлаттаркаласа пӑхать.
VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Дима картузӗпе сулкаларӗ, Нюша тутӑр вӗҫӗпе авӑсрӗ, Вася питне пилоткӑпа шӑла-шӑла илчӗ.Дима помахал фуражкой, Нюша замахала концом платком, Вася вытирал лицо пилоткой.
Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.
Чамасӑр вӑрӑм пуҫ пӳрни, темӗнле чӗпӗтсе тытнӑн, вӗҫӗпе ҫеҫ шӗвӗрри ҫумне ҫыпӑҫнӑ та илемсӗррӗн курӑнать.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Шӑлӗсене хӗҫ вӗҫӗпе хирсе уҫаттӑмччӗ…
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Прохор тутине чаплаттаркаласа, хушшӑн-хушшӑн шӑнса пӑсӑлнӑ сасӑпа хӑркӑлтатса: «Ну-у-у, хӑлинсем!» — тесе кӑшкӑрать те чӑпӑрккипе хӑмсарса илет, Григорий пушӑ чӑвӑшлатса шӑхӑрнине илтет, лашасем, хушмачсене нӑчӑрт-начӑрт! тутарса, пичев пӑявне туртӑнтарнине, умра пыракан урапан хыҫалти ӳречине хушӑран турта вӗҫӗпе тӑк-так ҫапӑнса, лав хӑвӑртрах шунине туять.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Наталья тӑна кӗчӗ, куҫне уҫрӗ, типшӗрсе сарӑхнӑ тути хӗррисене чӗлхе вӗҫӗпе ҫулласа илсе, шыв ыйтрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑмӑр кӑвак тӗтӗм юпи, тӳпере карӑннӑ асамат кӗперне хӑйӗн пуклак вӗҫӗпе кӗҫ-вӗҫ перӗнес пек, питӗ ҫӳле ҫӗкленнӗ.Высоко поднимался лиловый столб дыма, почти касаясь верхушкой распростертой по небу радуги.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Чун сиснӗччӗ… — терӗ шӑппӑн Наталья, куҫне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса.— Догадывалась… — тихо сказала Наталья, вытирая глаза кончиком платка.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Шӑллӑм хутне кӗместӗп эпӗ, анне… — терӗ ҫеҫ Наталья, тутӑр вӗҫӗпе куҫҫульне шӑлса.— Я за брата и не стою, маманя… — только и сказала Наталья, кончиком платка вытирая слезы.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Силантипе пӗрле ним шарламасӑр пӳрт никӗсӗ тавра пӑхса ҫӳрерӗ, пушар вӑхӑтӗнче шӑранса ирӗлнӗ, мерчен пек йӑлтӑртатакан кантӑк чӑмаккине чӑпӑркка вӗҫӗпе тӗртсе пӑхрӗ те тарӑхнипе хӑйӑлтатма тытӑннӑ сасӑпа каларӗ:
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сӑмахран, культурӑллӑ ҫынсем пурте сӑмса тутрипе усӑ кураҫҫӗ пулсан, эсӗ, ав, икӗ пӳрне пулӑшнипе сӑмсуна шӑнкартатӑн, апат ҫинӗ чух аллусене е атӑ кунчисем е ҫӳҫӳ ҫумне шӑла-шӑла илетӗн, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн лаша ашӑкӗпе пит шӑлма та тиркесе тӑмастӑн, алӑ чӗрнисене е шӑлпа ҫыртса кӗскетен е хӗҫ вӗҫӗпе касатӑн.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лешӗ сивӗ шыв ҫатӑрах пӗҫертсе кайнӑ, кирпӗч пек хӗрлӗ питне алшӑлли вӗҫӗпе ҫилӗллӗн сӑтӑрса шӑлчӗ.Тот яростно потер концом рушника кирпично-красное, обожженное холодной водой лицо.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.