Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫак сӑмахсем Олоферна тата унӑн тарҫисене пурне те килӗшнӗ, вара вӑл хӑйне мӗнле канаш панӑ, ҫавӑн пек тума шут тытнӑ.16. Понравились эти слова их Олоферну и всем слугам его, и он решил поступить так, как они сказали.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Лешӗ питӗ вӑйлӑ ҫилленнӗ те Моав ҫӗрӗн мӗнпур пуҫлӑхне, Аммон ҫулпуҫӗсене тата тинӗс хӗрринчи ҫӗршывӑн пур аслӑ ҫыннине чӗнтерсе ҫапла каланӑ: 3. Ханаан ывӑлӗсем, калӑр-ха мана, ту-сӑртлӑ ҫӗршывра мӗнле халӑх пурӑнать, вӗсем пурӑнакан хуласем мӗнлерех, вӗсен ҫарӗ пысӑк-и, мӗнре вӗсен вӑйӗ-тӗрекӗ, вӗсен патши кам пулать, вӗсен ҫарне кам ертсе пырать, 4. мӗншӗн-ха анӑҫ енче пурӑнакансенчен вӗсем пуринчен ытларах хирӗҫ тӑраҫҫӗ, мана хапӑл тумаҫҫӗ? тенӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ пурте санӑн умӑнта: пирӗн ялсем те, пирӗн ҫӗрсем те, пӗтӗм тулӑ уйӗсем те, сурӑх тата ӗне кӗтӗвӗсем те, пирӗн пӗтӗм кил-ҫурт та; вӗсемпе мӗнле усӑ курас тетӗн, ҫавӑн пек ту.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл хӑйне ӗҫлесе тӑракан мӗнпур ҫыннине, хӑйӗн пур аслӑ ҫыннине чӗнсе илнӗ те вӗсене хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшне пӗлтернӗ, ҫав ҫӗре мӗнле шар кӑтартмаллине палӑртса каланӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗпӗртеннӗ ывӑлӗ вара пӳрте кӗнӗ те Миди ҫӗрӗнче мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем пулни ҫинчен ашшӗне каласа кӑтартнӑ.--И вошел сын его радостно и рассказал отцу своему о чудных делах, бывших с ним в Мидии.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Товит унран ыйтнӑ: каласам мана, тӑванӑм, мӗнле йӑхран, кам таврашӗ эсӗ? тенӗ.11. Товит спросил: скажи мне, брат, из какого ты колена и из какого рода?
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав путеке ман патӑма ҫӗклесе кӗчӗҫ те, вӑл макӑра пуҫларӗ; эпӗ арӑмран ыйтрӑм: мӗнле качака путекки ку? вӑрланӑскер мар-и? хуҫине леҫсе пар ӑна! вӑрланине ҫиме юрамасть, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49-50. Вара Турӑран хамӑршӑн, хамӑрпа пӗрле пыракансемшӗн, хамӑр ачасемшӗн, выльӑх-чӗрлӗхшӗн ӑнӑҫлӑ ҫул ыйтмашкӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче типӗ тытмалли ҫинчен пӗлтертӗм: 51. ӗнтӗ хамӑра тӑшмансенчен сыхласа пыма эпӗ патшаран ҫуран ҫарпа утлӑ ҫар, ҫул кӑтартакансем ыйтма иментӗм; 52. эпир патшана ҫапла каланӑччӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗ кирек мӗнле ырӑ ӗҫре те Хӑйне шыракансемпе пӗрле пулать» тенӗччӗ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Анчах Хӑйӗн халӑхӗ тыткӑнра мӗнле пурӑннине курнӑ Ҫӳлхуҫа Иудейӑн аслӑ ҫыннисене ырӑлӑх панӑ, 6. вара вӗсем ҫинчен Дарий патшана пӗлтериччен вӗсене Турӑ Ҫуртне тума чарман.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вара яш ача патшана каланӑ: хӑвӑн патшалӑхна йышӑннӑ кунхине панӑ сӑмахна — Иерусалим хулине ҫӗнӗрен туса лартма, 44. Иерусалимран илсе кайнӑ савӑтсене каялла тавӑрма пулнине — асна илсемччӗ, тата Кир мӗнле сӑмах панине те асна илсемччӗ: вӑл Вавилона тустарса тухнӑ хыҫҫӑн ҫав суйласа илнӗ савӑтсене ҫавӑнтах ӑсатма пулнӑччӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл хӑйне ӗҫекен мӗнпур ҫынна ӑсран кӑларать; 19. вӑл патшапа тӑлӑх-турат ӑсне те, чурапа ирӗклӗ ҫын ӑсне те, пуянпа чухӑн ӑсне те пӗр пек тӑвать; 20. кирек мӗнле ӑса та хӗпӗртӳпе савӑнӑҫа ҫавӑрать, ҫын вара нимӗнле хуйӑха та, нимӗнле тивӗҫе те астумасть, 21. пур чӗрене те пуян туса ярать вӑл, вара никам та патша ҫинчен те, пуҫлӑх ҫинчен те шухӑшламасть; кирек кама та вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗ ҫинчен калаҫма хистет.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17-18. Иосия патша хушнипе ҫав кун пасха ирттернӗ чухне Ҫӳлхуҫана мӗнле парне кӳмеллине, Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмеллине пӗтӗмпе пурӑнӑҫа килтернӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта виҫӗ кун пурӑнсассӑн 12. хамӑн темиҫе ҫыннӑмпа пӗрле ҫӗрле тӑрса тухрӑм, Туррӑм хушнипе чӗремре Иерусалим валли мӗнле ӗҫ тума шухӑшласа хунине никама та каламарӑм; хам ларса пыракан ашаксӑр пуҫне пирӗн урӑх выльӑх ҫукчӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иудейӑн аслӑ ҫыннисене хӑйсен Турри хӳтӗлесе тӑнӑ, кусем вара вӗсене ӗҫлеме чарман, ку ӗҫ пирки Дарий патне ҫыру янӑ, ӗҫе мӗнле татса парассине кӗтнӗ.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ҫырура акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Артаксеркс патшана — санӑн чурусем, юханшыв леш енче пурӑнакансем» тата ытти те.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсемех йывӑр япаласене йӑтакансем, урӑх йышши ӗҫсене тӑвакансем мӗнле вӑй хунине сӑнаса тӑнӑ; левитсем хушшинчех ҫыруҫӑсем те, пӑхавҫӑсем те, алӑк-хапха хуралҫисем те пулнӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл мӗнле кӗлтунине, ӑна Турӑ тӑнланине, чунӗпе йӑвашланиччен Манассия мӗнле-мӗнле ҫылӑх тунине, унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене, ӑҫта-ӑҫта тӳпем вырӑнсем туса унта Астартӑпа йӗрӗхсен кӗлеткисене лартса тухнине Хозай ҫырӑвӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Унӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн малтанхи тата юлашки ӗҫӗсене, вӑл мӗнле пурӑннине Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иоафамӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн вӑрҫисене тата вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ: 8. патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран мӗнле ҫулпа пӑрӑнса кайнӑ-ши вара? тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.