Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Анания ятлӑ пӗр ҫын хӑйӗн арӑмӗпе Сапфирӑпа пӗрле ҫӗрне сутнӑ та, 2. арӑмне пӗлтерсех, укҫин пӗр пайне пытарса хӑварнӑ, юлашкине апостолсен ури умне пырса хунӑ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ пулса сывалнӑ ҫын хӗрӗхрен иртнӗскер пулнӑ.22. Ибо лет более сорока было тому человеку, над которым сделалось сие чудо исцеления.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем тӗлӗнмелле хӑват туни Иерусалимра пурӑнакан пур ҫынна та паллӑ, ҫакна эпир пулман теейместпӗр; 17. анчах ҫакӑн ҫинчен халӑх хушшинче хыпар ан сарӑлтӑрччӗ, ҫавӑнпа хӑратсах чарса лартар вӗсене — ҫак ят ҫинчен вӗсем пӗр ҫын умӗнче те ан калаҫчӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ури тӳрленнӗ уксах ҫын Петрпа Иоанн патӗнчен пӗр каймасӑр тӑнӑ та, унта, Соломон пӑлтӑрӗ теекен ҫӗре, вӗсем патне пӗтӗм халӑх пуҫтарӑннӑ, пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл ҫӳренине, Турра мухтанине пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ, 10. унтан ӑна палласа илнӗ те, ку Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ хапхи патӗнче ыйткаласа ларакан ҫын иккенне курса, ӑна мӗн пулнинчен сехӗрленсе, ӑсран кайса тӑнӑ.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ теекен хапхи патӗнче амӑшӗ варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын ларнӑ: Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ӑна кулленех ҫавӑнта йӑтса пырса лартнӑ.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл ҫӗкленсе кайнӑ вӑхӑтра, вӗсем тӳпенелле пӑхса тӑнӑ чухне, вӗсем патне сасартӑк шурӑ тумлӑ икӗ ҫын пырса тӑнӑ та 11. каланӑ: эй Галилея ҫыннисем, мӗншӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Ҫак хӑвӑр патӑртан тӳпене ҫӗкленсе кайнӑ Иисус килессе те ҫаплах, Вӑл тӳпене ҫӗкленсе кайнине хӑвӑр курнӑ пекех, килӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗрарӑмсем нимӗн шухӑшлама пӗлмесӗр тӑнӑ чухне сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ икӗ ҫын пырса тӑнӑ.4. Когда же недоумевали они о сем, вдруг предстали перед ними два мужа в одеждах блистающих.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Ҫавӑн чухне Иосиф ятлӑ пӗр тӳрӗ те ырӑ ҫын — канашра лараканскер, 51. анчах ун чухне ҫав канаш ӗҫне хутшӑнманскер, Иудейӑри Аримафея ҫынни, хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе тӑраканскер — 52. Пилат патне пырса Иисус Ӳтне ыйтнӑ; 53. вара Ӑна хӗрес ҫинчен антарса таса пирпе чӗркенӗ те чул тӑва касса кӗрсе тунӑ, унччен никама та пытарман тупӑклӑха хунӑ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫавӑнта мӗн пулнине курнӑ ҫӗрпӳ Турра мухтаса каланӑ: Ку чӑнах та сӑваплӑ Ҫын пулнӑ иккен, тенӗ.47. Сотник же, видев происходившее, прославил Бога и сказал: истинно человек этот был праведник.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пилат вара вӗсем ыйтнӑ пек тума пулнӑ: 25. халӑха пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмере лараканскере вӗсем ыйтнипе кӑларса янӑ; Иисуса вӗсен аллине панӑ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Варавва вӑл хулари халӑха пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмере лараканскер пулнӑ.19. Варавва был посажен в темницу за произведенное в городе возмущение и убийство.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Ирод тытса тӑракан ҫӗршыври ҫын иккенне пӗлсен, Пилат Ӑна Ирод патне янӑ; лешӗ ҫав кунсенче шӑпах Иерусалимра пулнӑ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл вӗсене каланӑ: акӑ эсир хулана пырса кӗнӗ чухне сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр та вӑл кӗнӗ ҫурта кӗрӗр, 11. вара ҫурт хуҫине калӑр: Вӗрентекен сана: «Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта?» тет, тейӗр.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «камӑн та пулин авланнӑ тӑванӗ ача-пӑча курмасӑр вилсен, ҫав ҫын тӑванӗ ун арӑмне качча илтӗр, ҫапла вилнӗ тӑванӗн йӑхне тӑстӑр» тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан Вӑл халӑха ҫак ытарӑша каласа панӑ: пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та, ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварса, хӑй нумай вӑхӑта тухса кайнӑ; 10. вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн чурине пахчаҫӑсем патне янӑ — пахчаҫӑсенчен иҫӗм ҫырли илсе килме хушнӑ; анчах пахчаҫӑсем ӑна хӗнесе пӗтерсе пуш алӑпах кӑларса янӑ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Елеон теекен ту тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: 30. ҫак хамӑр умри яла кайӑр; унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр; 31. кам та пулин сире: «мӗншӗн вӗҫертетӗр»? тесе ыйтсассӑн, эсир ӑна ҫапла калӑр: «вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хуҫи ӑна каланӑ: «эй усал чура, ху каланӑ сӑмахпах айӑплам сана: эпӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне, хумасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине пӗле тӑркач, 23. мӗншӗн-ха эсӗ ман кӗмӗле ӗҫе хывмарӑн — таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм» тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Виҫҫӗмӗшӗ пырса каланӑ: «хуҫамӑм! акӑ санӑн укҫу, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм, 21. мӗншӗн тесессӗн эпӗ санран хӑрарӑм: эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын, эсӗ хумасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн» тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл ҫапла каланӑ: ¦¦ пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе таврӑнас тесе, инҫетри ҫӗршыва кайма хатӗрленнӗ; 13. вӑл хӑйӗн вунӑ тарҫине чӗнсе илсе, вӗсене вунӑ мина парса каланӑ: «эпӗ таврӑниччен ҫакна ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр» тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.