Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах халӗ вӑл Андрее суккӑрла мар, ӑнланса илсе ӗненчӗ, Андрей уншӑн чи лайӑх арҫын идеалӗ пулса тӑчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ун чухне вӑл хӑюллӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ марччӗ; вӑл пурнӑҫа тинкерме, ӑнланса илме пикенетчӗ кӑна, хӑйӗн ӑсӗпе кӑмӑлне тӗрӗслеме тытӑнатчӗ кӑна; пурнӑҫ тума тытӑнманччӗ, пурнӑҫ ҫулӗсене пӗлменччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав ҫулӑм кайран Ольга куҫӗсенче йӑлкӑшнине, хӑйӗн шухӑшӗ Ольга сӑмахӗсенче палӑрнине, хӑйӗн шухӑшӗсене Ольга ӑнланса илнине курсан, Штольц мӑнкӑмӑллӑн та телейлӗн савӑнать; Штольц кӗскен те кичеммӗн калани, вӑл каланинчен мӗн те пулин асра юлни кайран Ольга хӗрарӑмла илемлӗ каланӑран пушшех илӗртӳллӗ пек туйӑнать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илеме ӑнланса та ӑнланмасӑр, вӑл мӗнле шухӑш-ӗмӗт ҫуратнипе савӑннӑҫемӗн, йӗри-тавра мӗн пулнине курса пурӑннӑҫемӗн вӑл ҫакна ӑнланнӑ: юрату Архимед рычакӗн вӑйӗпе тӗнчене ҫавӑрать, юратура мӗн чухлӗ ултавпа киревсӗрлӗх, ҫавӑн чухлех — никам пӗтерсе хумалла мар чӑнлӑхпа ырлӑх.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каччӑ чухне хӑйӗн ҫамрӑк вӑй-халне ним шухӑшламасӑр упранӑ, кайран вӑл ҫакна ӑнланса илнӗ: ҫав вӑй-хал сывлӑхпа хаваслӑх ҫуратать, хӑюллӑ пулма пулӑшать; пурнӑҫ темле йывӑр пулин те, ӑна йывӑрлӑх, асап вырӑнне йышӑнма мар, тивӗҫ вырӑнне ҫеҫ йышӑнма, пурнӑҫри йывӑрлӑхсенчен хӑрамасӑр тӑма, тивӗҫлӗн кӗрешме вӗрентет.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр кунне Илья Ильич, ним ӑнланса илмесӗр, хурлӑхан эрехӗ ӗҫрӗ, семга пулӑ ҫырткаларӗ, хӑй юратнӑ пыршӑ-пакарта, шурӑ пӑчӑр ашӗ ҫирӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак пурнӑҫ урокӗ гениллӗ хозяйкӑна тепӗр чухне ним чухлӗ те ӑс парайман пулӗччӗҫ, нимле майпа та ӑна тавҫӑруллӑ тӑваяс ҫукчӗ, анчах халӗ вӑл, чӗри-ӑсӗпе ӑнланса, йӑлтах тавҫӑрса илчӗ те… хӑйне качча тухнӑ чухне парнеленӗ ахаха аса илчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Телейлӗ Ольга хӑй мӗн туйнине те ӑнланса илеймерӗ.Она испытывала счастье и не могла определить, где границы, что оно такое.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ман пуҫа ниепле те кӗмест, ниепле ӑнланса илейместӗп: Обломов мӗнле…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Штольца лӑплантарасшӑн, «асаплантӑм» тенӗ сӑмаха каялла илсе, урӑхла ӑнлантарса парасшӑн ҫунчӗ; анчах мӗнлерех ӑнлантарасса хӑй те пӗлмерӗ, уҫӑмсӑррӑн ҫакна ҫеҫ ӑнланчӗ: вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрине тӗрӗс ӑнланса илеймеҫҫӗ, харпӑр хӑйне ултавлӑ тыткалаҫҫӗ, ҫавӑнпа иккӗшне те йывӑр; пулни-иртнине те, хальхине те тӗрес ӑнланса илесси, йӗркелесси иккӗшӗнчен кӑна килет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак сӑлтава пула Штольц Ольгӑн сӑнӗнчен те, сӑмахӗсенчен те вӑл кӑшт та пулин юратнине ниепле те ӑнланса илеймест.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц халиччен хӑй пӗлменнине — ҫак куҫа курӑнми чунпа туйӑм кӗрешӗвӗнче вӑй-хал мӗнле иксӗлнине, чӗре юнланмасӑр, ҫапах та сурса ыратмалла мӗнле суранланнине, пурнӑҫ та мӗнле иртсе пынине йӑлт ӑнланса илчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
..» Ольгӑна ӑнланса илеймесӗр, вӑл тепӗр кунне каллех ун патне чупать, асӑрханса та шикленсе, ун пит-куҫне сӑнать; Ольгӑн пит-куҫӗнче палӑракан ыйтусене, иккӗленӳсене, хушусене вӑл йӑлтах тертлӗн туйса илет, вӗсене хӑйӗн ӑсӗпе кӑна, пурнӑҫа пӗлнипе кӑна пӗтерсе пырать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тӳрех, хӑй йӑнӑшне ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн, — каласа пӗтерчӗ Штольц.— Вскоре после того, как узнала свою ошибку, — договорил Штольц.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья Матвеевна Обломов умӗнче курнӑҫланма е хӑй ӑшӗнче мӗн пулса иртнине палӑртма кӑна мар, паҫӑр каларӑшле, кун ҫинчен шухӑшлама та, ӑнланса илме те пултараймасть; кун пек туйӑм хӑйӗн халиччен пулнине те астумасть; унӑн юратӑвӗ хӑй Обломова мӗн виличченех пӑхӑнма хатӗрринчен ҫеҫ палӑрать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн пуҫӗнче йӗркесӗр усал, ӑнланса илейми шухӑшсем пӑтранчӗҫ; вӗсем, тӳпери пӗлӗт татӑкӗсем пек, ним тӗллевсӗр, ҫыхӑнусӑр шӑвӑнса иртрӗҫ, Обломов пӗр шухӑшне те асра тытса юлаймарӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов, ун шухӑшне малтанах ӑнланса илчӗ пулин те, халӗ шуралса кайрӗ, хӗр умӗнче тапранмасӑр тӑчӗ.Он хотя до этого угадал ее мысль, но побледнел и все стоял перед ней.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ урӑхла шут турӑм: пачах урӑхла тӑвас пулать, — терӗ вӑл кайран, сассине йӑвашлатса; хӑй Ольгӑн куҫӗсем, тути, вылякан куҫхаршийӗсем мӗне пӗлтересшӗн пулнине ӑнланса илме тӑрӑшрӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫук, ӑнланса илес пулать малтан; туй хӑҫан пулассине инкене каласах пулать-ҫке.Нет; а все нужно для соображений; надо же будет сказать тетке, когда свадьба.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ хамран хам именетӗп: эсӗ ҫамрӑк, ҫынсене те, обществӑна та сахал пӗлетӗн тата эсӗ питӗ таса, питӗ хытӑ юрататӑн, ҫавӑнпа та хамӑр мӗнле ырӑ мар ӗҫ тунине те ӑнланса илейместӗн, пуринчен ытла куншӑн эпӗ айӑплӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956