Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Ҫылӑх парнине вӑл сурӑх кӗтӗвӗнчен кӳрес тесессӗн, айӑпсӑр ама выльӑх кӳтӗр, 33. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна ҫылӑх парни памашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр; 34. священник ҫак ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 35. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ сурӑх ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак ҫӗрти халӑх хушшинчен кам та пулин йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 28. вӑл, хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, тунӑ ҫылӑхӗшӗн парне кӳме айӑпсӑр качака илсе пытӑр, 29. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ҫылӑхшӑн парне кӳме [качакана] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене [пусакан ҫӗрте] пусса пӑрахчӑр; 30. унтан священник унӑн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 31. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 17. унтан священник хӑйӗн пӳрнине [пӑру] юнӗ ӑшне чиксе кӑлартӑр та [сӑваплӑ пӳлӗмӗн] чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр, 18. унтан пуху чатӑрӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ларакан [ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли] парне вырӑнӗн мӑйракисене ҫав юнпа сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 19. ун ӑшӗнчен мӗнпур ҫӑвне кӑларса илтӗр те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 20. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру тӗлӗшӗнчен мӗнле тунӑ, ҫак пӑру тӗлӗшӗнчен те ҫапла тутӑр: ӑна ҫапла тумалла, священник вӗсене ҫапла туса тасатӗ, вара вӗсен ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; 21. пӑрӑвне тапӑр тулашне илсе тухтӑр та малтанхи пӑрӑвне ҫунтарса янӑ пек ҫунтарса ятӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Парнине вӑл качака кӳрет пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа умне илсе пытӑр, 13. аллине унӑн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пуху чатӑрӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр, Аарон ывӑлӗсем унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 14. ҫак парнинчен вар ӳчӗ ҫумӗнчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 15. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 16. вара священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ вут-ҫулӑм апачӗ — [Ҫӳлхуҫашӑн] кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; пӗтӗм ҫӑвӗ Ҫӳлхуҫана.
Лев 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑй парас парнене вӑл сурӑх кӳрет пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа умне илсе пытӑр, 8. аллине парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пуху чатӑрӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр, Аарон ывӑлӗсем унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 9. канӑҫлӑх парнинчен вӑл унӑн ҫӑвне, вӗче шӑмми таранах касса кӑларнӑ хӳре чикки ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 10. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 11. священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; ҫакӑ вут-ҫулӑм апачӗ — Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне.
Лев 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫана малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсенчен тырӑ-пулӑ парни кӳретӗн пулсассӑн, малтан ӗлкӗрнӗ тыррун пучахӗсене вут-ҫулӑм ҫинче типӗтсе, пӗрчисене тӳсе парне кӳр; 15. ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтар, ун ҫине ливан хур: ку — тырӑ-пулӑ парни; 16. священник, ҫав пӗрчӗсемпе йывӑҫ ҫӑвӗнчен асӑнмалӑх пай илсе, ӑна мӗнпур ливанӗпе пӗрле ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ хӑвӑн тырӑ-пулӑ парнине чӳлмекре пӗҫерсе паратӑн пулсассӑн, ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тумалла, 8. ҫакӑн пек тунӑ парнӳне Ҫӳлхуҫана кӳр; ӑна священника кӳрсе пар, вӑл ӑна парне вырӑнӗ умне илсе пырӗ; 9. священник ҫак парнерен асӑнмалӑх пай илӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; 10. ытти, тырӑ-пулӑ парнинчен юлни, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ: Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесенчен ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ парне.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ хӑвӑн тырӑ-пулӑ парнине ҫатма ҫинче пӗҫернӗ ҫимӗҫ кӳретӗн пулсассӑн, ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫермелле; 6. ӑна татӑкӑн-татӑкӑн хуҫ та ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтар: ҫакӑ [Ҫӳлхуҫана] кӳнӗ тырӑ-пулӑ парни пулӗ.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кам та пулин Ҫӳлхуҫана тырӑ-пулӑ парни кӳрес тесессӗн, тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе пытӑр, ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтартӑр, ун ҫине ливан хутӑр, 2. ӑна Аарон ывӑлӗсем, священниксем, патне илсе пытӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ ҫӑнӑха священник мӗнпур ливанӗпе пӗрле ывӑҫ тулли ӑсса илтӗр те ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче асӑнмалӑх ҫунтарса ятӑр; ҫакӑ — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; 3. ытти, тырӑ-пулӑ парнинчен юлни, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ: Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесенчен ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ парне.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса [Ҫӳлхуҫана] кӳмелли парни вак выльӑх, сурӑх е качака, пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр, [унӑн пуҫӗ ҫине хӑйӗн аллине хутӑр,] 11. ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче парне вырӑнӗн ҫурҫӗр енче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 12. вара унӑн пуҫне, ӑш ҫӑвне уйӑрса илсе, ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклаччӑр; ҫакна священник парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн сарса хутӑр, 13. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасаттӑр, вара священник ҫакна пурне те илсе пырса парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре чаршав карса хунӑ; 29. кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре — пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ лартнӑ, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ, тырӑ-пулӑ парни панӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӑл пуху чатӑрне, чаршав умне, ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ лартнӑ, 27. ун ҫинче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса хулӑн вӑчӑрасем тунӑ; 16. унтан икӗ ылтӑн харша тата икӗ ылтӑн ункӑ туса, икӗ ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса лартнӑ; 17. вара ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ вӑчӑрасене иккӗшне те кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫӗнчи икӗ ункине витӗрнӗ, 18. икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтарнӑ та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енчен ҫыхӑнтарнӑ; 19. тата икӗ ылтӑн ункӑ туса кӑкӑрлӑхӑн тепӗр икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтарса лартнӑ; 20. тата икӗ ылтӑн ункӑ туса вӗсене ефодӑн икӗ енне аялтан, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех, ҫирӗплетсе лартнӑ; 21. вара, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтарнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ефода хулпуҫҫи ҫинче ҫыхӑнтарма тӑхасем тунӑ; ҫапла унӑн икӗ вӗҫне те ҫыхӑнтарнӑ.4. И сделали у него нарамники связывающие; на обоих концах своих он был связан.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унтан сӗтел ҫинче тыткаламалли савӑтсем — тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, ӑсса ямалли куркасемпе чашӑксем — тунӑ, вӗсене таса ылтӑнран тунӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫакӑн хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем пурте [ун патне] ҫывӑхарнӑ, вӑл вӗсене Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫинче хӑйне мӗн каланине пӗтӗмпех каласа панӑ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче чи малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫе Ҫӳлхуҫа Туррун ҫуртне илсе пыр.26. Самые первые плоды земли твоей принеси в дом Господа Бога твоего.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. [Ҫӳлхуҫа Моисее] каланӑ: акӑ Эпӗ халал хыватӑп: санӑн пӗтӗм халӑху умӗнче халиччен пӗтӗм ҫӗр ҫинче те, нимӗнле халӑх умӗнче те пулман хӑватсем тӑвӑп; вара санпа пыракан пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫа ӗҫне курӗ; Эпӗ саншӑн тӑвасси хӑрушӑ пулӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса ту, [вара Ман патӑма ту ҫине улӑх,] Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; 2. ир тӗлне хатӗр пул, ирхине Синай тӑвӗ ҫине улӑх, унта, ту тӑрринче, Ман умӑма пырса тӑр; 3. санпа пӗрле никам та улӑхмалла мар, ту ҫинче нихӑш тӗлте те никам та ан курӑнтӑр; выльӑх таврашӗ те — вак выльӑх-и, шултӑра выльӑх-и — ҫак ту ҫывӑхӗнче ҫӳремелле мар, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кӗлӗ чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче тӑракан пӗлӗт юпана пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ; пӗтӗм халӑх ура ҫинче тӑнӑ, кашнийӗ хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче кӗлтуса тӑнӑ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.