Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫатан урапи ҫемҫен айккинчен айккинелле сулӑнса пырать.а шарабан покачивался так мягко и так удивительно плавно клонился то в одну, то в другую сторону.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсенчен пӗри чӑхӑмласа тӑнӑ утсене йӗвенӗсенчен туртать, иккӗмӗшӗ вӗсене палашпа хӗнет, ыттисем, учӗсем ҫинчен аннӑскерсем, тупӑ урапи шӑлӗсенчен уртӑннӑ та, ӑна вырӑнтан тапратасшӑн термекленеҫҫӗ.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗрринчи тупӑ урапи кутӗнче Венгри гусарӗсем улттӑн тӗрмешеҫҫӗ.Возле запряжки крайнего орудия суетилось человек шесть венгерских гусар.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ман лашам ӗнер уксахлама пуҫларӗ, урине походнӑй кухня урапи ҫумне перӗнтерсе ыраттарнӑ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тачка, хисеплӗ шляхтич, урапи ҫинчен анса, ҫывӑрса кайнӑ урисене ҫемҫеткелет, унтан «козаксене» яланах хӑйӗн лакпа сӑрланӑ сӑмсаллӑ шурӑ картузӗпе сулласа саламлать.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Икӗ тенкӗ ҫинчен килӗшрӗҫ те, Федот лашине хӑйне лава тытакан этем хваттерне — шушкӑ пӗҫерекен Фроська патне кӗртрӗ, хыткан та шур ӳтлӗ хӗрарӑма лав ҫине майлаштарса лартрӗ, тимӗрленӗ арчасене урапи хыҫнерех вырнаҫтарса хучӗ.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Иккӗмӗш урапи ҫинче Михей, хыҫалалла кайса ӳксех, тилхеписене тапса туртать, сиккипе килекен утсене юртӑ ҫине куҫарас тесе тертленет.На второй Михей, падая назад, передергивал вожжами, силился перевести скакавших лошадей на рысь.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан малти ларкӑч ҫине брезент плащ ывӑтрӗ; унтан урапи ҫине улӑхса ларчӗ, тилхепине карӑнтарчӗ.Степан кинул на переднее сиденье брезентовый плащ; усаживаясь, расправил вожжи.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан аялти кӗпе вӗҫҫӗн кӑна хӑй урапи айӗнче ларать, — шурӑ чехоллӑ картузӗ урапа ҫӑвӗ ҫумне сӗртӗнсе вараланать, — тутине мӑкӑртаттарса, сӗлӗхсем, унӑн ӳтне епле ӗмсе кӗрсе кайни, вӗсем хура юнпала кӳпчесе мӑнтӑрланни ҫине пӑхать.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан, пӗтӗм пичӗ-куҫӗпе йӑлтӑртатса кулса, хулпуҫҫийӗсене чарусӑррӑн вылянтарать; ҫул тӑрӑх тӗмескеленсе тусан шӑвӑнать, питӗ вӑрӑм та йӳле пилӗк кӗпеллӗ Христоня, тӑрмаланчӑк та йӗпе тара ӳкнӗскер, куклене-куклене ташша ҫапать, сулмак урапи пек ҫаврӑнать, курнӑҫланкаласа та ахлатса, «казачока» тӗпретет, ҫул тусанӗн сӑрӑ пурҫӑнӗ ҫине унӑн ҫара урисен тӗлӗнмелле лаптӑм-лаптӑм йӗрӗсем юлаҫҫӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Христоня урапи — пуринчен малта.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫавӑнпа та кам та пулин тепӗр урапана Адам урапи тесе калать пулсан, ку вара чӑн чӑн суя тата урапи те ҫавӑн пек тӑвас тесе тунӑскер кӑна пулать.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Час-часах шӑхӑрнӑ сасӑ илтӗнет Карпатра, темиҫе пин арман урапи шывра ҫаврӑннӑ чухнехи пек шав илтӗнет: ку вӑл — тӗпсӗр шырланра, ҫын халиччен курман шырланра, хӑраканни ун патӗнчен пӑрӑнса иртет, вилесем виле кышланӑ сасӑ илтӗнет.
XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах ун урлӑ пӗртен-пӗр шуйттан урапи ҫеҫ каҫма пултарӗ.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Савва йывӑррӑн ура ҫине тӑчӗ, ача урапи патне пырса, ӑна ярӑнтарса пӑхрӗ.Савва с трудом подошел к детской коляске, покачал ее и отошел.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫапла, Сергей, — шухӑшлӑн каларӗ Савва, халлӗхе алӑк хыҫӗнче ахаль ларакан ача урапи ҫине пӑхса, — халӗ сана икӗ урапа кирлӗ пулать ӗнтӗ, унсӑр пуҫне тата ача-пӑча валли мӗн кирлине пурне те икӗ хут ӳстерме тивет.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Устьневинецсемпе юнашар «Дружба земледельца» колхозӑн вӑрӑм урапи тӑрать.В соседстве с устьневинцами стояла линейка «Дружбы земледельца».
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кунта, телее пулнӑ пекех, Стефан Петрович Рагулин хӑйӗн лайӑх ярӑнтаракан рессорлӑ урапи ҫинче ларса пынӑ.И, как на счастье, навстречу ему ехал Стефан Петрович Рагулин на своей мягкорессорной линейке.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем йӗтемрен инҫех мар ларакан шыв урапи патне пырса, сӳсмен ҫакӑнса тӑракан турта ҫине ларчӗҫ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Урапи шывпа чыхӑннӑ пек, ирӗксӗррӗн йӑраланкаласа ҫаврӑнать, айлӑмра вара вӗҫӗмсӗрех чӗриклетекен-халтӑртатакан шав янӑраса тӑрать.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.