Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хама (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур ҫӗрте те эпир ӗҫнӗ, ҫинӗ, эпӗ пур ҫӗрте те Иван Иваныч ҫинчен кала-кала кӑтартрӑм, каланӑ май юлашкинчен мана хама та Иван Иваныч ӗҫлемен пулсан Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗсене сыхлас ӗҫ пит ӑнӑҫман та пулӗччӗ пек туйӑнчӗ.

Везде мы что-то ели и пили, и везде я рассказывал об Иване Иваныче, так что в конце концов мне самому стало казаться, что без участия Ивана Иваныча защита наших северных морских путей могла бы, пожалуй, потерпеть неудачу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑннипе каласан, кунта нимӗн кулмалли те ҫукчӗ ӗнтӗ, хама хирӗҫ тарӑн шухӑшлӑн ларакан ман штурман, чӗлӗмне туртнӑ май, эпӗ тӗрӗсех калатӑп, терӗ.

В сущности, здесь не было ничего смешного, и мой штурман, например, который, задумчиво посасывая трубочку, сидел напротив меня, сказал, что я совершенно прав.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗлместӗп ӗнтӗ, темле майпа ӑнлантарса парас манӑн ҫав асӑнуран хама темӗн канӑҫ паманни пур иккенне.

Не знаю, как это объяснить, но что-то неясное и как бы давно беспокоившее меня почудилось мне в этом воспоминании.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ку туслӑх хама тунсӑхлатаканни марччӗ-ха.

Но это была не та дружба, по которой я тосковал.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗл ҫине хама мӗнле мелпе кӑларни те мана килӗшет.

Мне нравилась его манера выводить на цель.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмах вакласах каймасть вӑл, вӗҫнӗ чух сӑмах та хушмасть; анчах: «Ӑҫта эпир?» тесе ыйтсан, вӑл яланах хама тӗлӗнтерекен тӗрӗслӗхпе каласа парать.

Правда, он говорил немного, а в полёте и вообще не говорил, но зато на вопрос: «Где мы?» — всегда отвечал с точностью, которая меня поражала.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кайран, хамӑр вӗҫнине пӑхса тухнӑ чух, эскадрилья командирӗ сӑмахӗпе пур кӑмӑлранах килӗшрӗм (тахҫан Балашовра вӗреннӗ чух, ӑна эпӗ самолетпа тӗл ҫине ҫаврӑнса кӗме пултарайманшӑн шкултан кӑларса ярасса ҫитнӗччӗ), вӑл мана «транспортсене шӑпах ҫавӑн пек путарма юрамасть» тесе хама пӗр иккӗленмесӗр ӗнентерсе кӑтартса пачӗ.

Я был доволен, хотя на разборе полётов командир эскадрильи (некогда в Балашове я чуть не отчислил его от школы, потому что у него никак не выходил разворот) с неопровержимой ясностью доказал, что именно так «не следует топить транспорты».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫав ҫапӑҫура эпӗ хама пур енчен те тӗрӗслерӗм, манӑн аманнӑ ура та хӑйне питӗ чипер тыткаларӗ.

Но всё было проверено в этом бою, в том числе и раненая нога, которая вела себя превосходно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Августра хама «ирӗк ухутана» ямашкӑн ыйтса полк командирне чӑрмантартӑм.

В начале августа я уговорил командира полка отпустить меня на «свободную охоту» — 

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку, чӑн та ҫаплаччӗ, ҫаплах та марччӗ — ҫурҫӗрте эпӗ хама кирек хӑҫан та кӑнтӑртинчен те, хӗвеланӑҫринчен те, хӗвелтухӑҫринчен те лайӑхрах туяттӑм.

Это была правда или почти правда — на Севере я всегда чувствовал себя лучше, чем на Юге, Западе и Востоке.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кадрсен пайӗн начальникӗ патне виҫҫӗмӗш хут та пырсан, эпӗ хама полка яма ыйтрӑм, унта яраймасан, ҫурҫӗр флочӗн ВВС-не яма ыйтрӑм.

Явившись в третий раз к начальнику отдела кадров, я попросил его послать меня в полк или, если это невозможно, направить в распоряжение командования ВВС Северного флота.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах, хама Испание ӑсатнӑ чухнехи пек вӑл мана халь те ӑсататчӗ пулсан, ӗнтӗ чунне епле ҫавӑрмаллаччӗ-ши вӑл?

Что же нужно было переломить в душе, чтобы проводить меня, как она проводила меня в Испанию!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗрле, ҫуллахи майлах лӑпкӑ уй-хирсем хӗррипе, хуланалла утса пынӑн куратӑп эпӗ хама.

Я вижу себя шагающим в город вдоль ночных, по-летнему тихих полей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп хӑтартӑм ӑна, — терӗ те вӑл салхуллӑн, хама ӗнентерме пултараймасран тем пек хӑрани каллех ӑна ӑсран ячӗ, — хам вилмен пулсан, эпӗ уншӑн та, саншӑн та кирлӗ пулассине пӗлсех тӑтӑм.

Я спас её, — мрачно повторил он, как будто страшная мысль, что я могу не поверить, снова поразила его, — и если сам не погиб, то лишь потому, что твёрдо знал, что нужен ей и тебе.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ Мускава таврӑнтӑм, — терӗ малалла, — ҫинчех вара хама Ленинграда куҫарттарасшӑн ӗҫ ҫӳретме тытӑнтӑм.

— Я вернулся в Москву, — продолжал он, — и сразу же стал хлопотать, чтобы меня перевели в Ленинград.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗнчере нихҫан та ӑвӑслӑх кати те, йӗпе ҫулҫа куписем те, хама сулӑнса ҫапма кансӗрлекен вутӑ сыпписем те пулман тейӗн ҫав, ал вӑйӗпе ҫӗре тӗренсе «Ромашов, ҫаврӑн!» тесе калас мар тесе тӑрӑшса эпӗ пӗртте выртман тейӗн ҫав.

Как будто и не было никогда на свете осиновой рощи, кучи мокрых листьев и поленницы, которая помешала мне размахнуться, как будто я не лежал, опершись руками о землю и стараясь не крикнуть ему: «Вернись, Ромашов!» — 

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах хам кирек ӑҫта пулсан та, хама мӗн пулсан та ирӗккӗн е ирӗксӗрех шухӑшланисем тепӗр майӑн ҫуталса курӑнчӗҫ.

Но как бы обратным светом озарилось всё, о чём волей-неволей думалось мне, где бы я ни был и что бы ни случалось со мною.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ӑшӑм вӗресе тӑратчӗ хамӑн; «Халех пурне те пӗлсе ҫитен, сыхланса кӑна тӑр», терӗм хама хам.

в то время как всё дрожало во мне и я думал: «Сейчас всё узнаешь, но будь осторожен».

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурнӑҫ вӗҫсе пынӑ ҫӗртен чарӑннӑ пекех пулса тӑчӗ, хам пынин инерцине вӑхӑтра шута илеймерӗм пек те ҫамкампа тӳрех стенана пырса ҫапӑннӑ пек туйрӑм хама, — ҫакӑн пек кӑмӑлпа пӑхрӑм эпӗ ҫак хӑйне кура ӑслӑ старик ҫине, хамӑн Катьӑна шырас ӗҫе Ромашов та тунине пӗлсен.

Как будто жизнь остановилась с разбегу и, не рассчитав инерции движения, я крепко стукнулся лбом о воображаемую стену, с таким чувством смотрел я на старого, в общем нормального человека, стоявшего передо мной в светлой, тоже нормальной комнате и сообщившего, что Ромашов разыскивает Катю, то есть делает то же, что я.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун патне манӑн е шӑпах кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, ӑҫта та пулин театрта чухне-и, хама курас тенине асне те илмен чухне кӗрес килетчӗ.

То хотелось мне явиться перед ним в лёгкую минуту его жизни, где-нибудь в театре, когда самая мысль обо мне будет бесконечно далека от него.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней