Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уҫса (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, ачасен шухӑшӗ — часрах нӳхрепе чупасси, гороскопсене уҫса, часрах-часрах вуласа пӑхасси.

Конечно, ребятам не терпелось скорее спуститься в подземелье и вскрыть наш тайник, чтобы прочесть «загадалки».

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хуранпа ҫӗрулми ҫакрӑмӑр, консервӑсем уҫса чатӑр алӑкӗ умне апата лартӑмӑр.

Мы сварили в котелке картошку, открыли консервы, сели в кружок у входа в палатку.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Асторире» пусма тӑрӑх улӑхнӑ чух Саня килте-ши тесе пӑшӑрханаттӑм, вӑл килте пуррине, ҫуккине алӑк уҫса хупаканран та ыйтса пӗлме юратчӗ.

Поднимаясь по лестнице в «Асторию», я гадала, дома ли Саня, хотя это можно было просто узнать у портье, без гаданья.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сашӑна итлесе пӑхмашкӑн виҫҫӗмӗш сехетре вӑрантӑм пулмалла эпӗ, вӑл куҫне уҫса выртнине курах кайрӑм.

Должно быть, в третьем часу я встала, чтобы послушать Сашу, и увидела, что она лежит с открытыми глазами.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кукамай, доктор пулчӗ-и? — ыйтрӑм эпӗ, вӑл куҫне уҫса юри анасласа илсен.

— Бабушка, а доктор был? — спросила я, когда она наконец открыла глаза и фальшиво громко зевнула.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вырӑн сарса хунӑ кравата кукамайӑн авалхи шӑтӑклипе витнӗ, чӳрече карӑмӗсем шап-шурӑ, чӑкӑртатса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, пӗтӗмпех тирпейлесе тасатнӑ, хам каяс умӗн темшӗн вуланӑ энциклопеди томӗ те хам уҫса хӑварнипех тӑрать.

Кровать была покрыта бабушкиным старинным кружевным покрывалом, занавески белые-пребелые и даже топорщились от крахмала, всё чисто прибрано, и том энциклопедии, который я зачем-то читала перед отъездом, остался открытым на той же странице.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тетрадь вӗҫне тухичченех васкаса уҫса пӑхрӑм, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш тетрачӗсене те пӑхса тухрӑм.

Я быстро перелистала тетрадь до конца, потом вторую, третью.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла калани те тӗрӗс марччӗ пулӗ, мӗншӗн тесен алла илнӗ тетрачӗсенчен пӗрне уҫса пӑхрӑм та темӗн пичетленине асӑрхарӑм — кӗнекерен ҫурса илнӗ страница пек, — анчах халь унпа калаҫма юрамастчӗ-ха, вара эпӗ хисеплӗн пуҫӑма тайса: — Тавтапуҫ, Миша, — терӗм.

Возможно, что это снова была неправда, потому что я наудачу открыла одну тетрадь, и там оказалось что-то печатное — точно вырванная из книги страница, — но теперь с ним больше нельзя было говорить, и я только поблагодарила очень вежливо: — Спасибо, Миша.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫак ӗҫре мана пурпӗрех хам айӑпа кӗнӗ пек туйӑнчӗ, вӑл вӗт ҫӑвар уҫса сӑмах калаймасӑр нушаланать.

Но у меня было такое чувство, как будто я всё-таки виновата, что он так мучится и не может даже заставить себя сказать ни слова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ун патне пырса кӗрсенех вӑл епле аптраса ӳкессе сӗметлерӗм эпӗ, пӗр юмах-сӑмах уҫмасӑр вӑл ман ҫине темӗнччен пӑхса тӑрӗ те шурса кайӗ, коридор тӑрӑх чупса хӑй пӳлӗмӗн алӑкне яри уҫса ярӗ те эпӗ ӑна мӑнкӑмӑллӑн: — Миша, эпӗ сирӗн пата ӗҫпе килтӗм, — тейӗттӗм.

Я представляла себе, как я войду и он растеряется и долго будет смотреть на меня, не говоря ни слова, как он потом побледнеет, бросится по коридору и распахнёт дверь в свою комнату, а я скажу хладнокровно: «Миша, я пришла к вам по делу».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанласа ҫав ҫырусене вулаттӑм эпӗ, унтан конвертне уҫса пӑхмасӑрах каялла яраттӑм, пыра-киле вулами те, каялла ями те пултӑм.

Сперва я читала эти письма, потом стала возвращать нераспечатанными, а потом перестала читать и возвращать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана пӗр палламан хулӑнламас хӗр, сарӑ ҫиптунисене пуҫне ҫавӑрса ҫыхнӑскер, алӑк уҫса кӗртрӗ.

Совершенно незнакомая девушка, довольно толстая, с белокурыми косами вокруг головы, открыла мне

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна Нина Капитоновна уҫса кӗртрӗ, алӑк патӗнче чухнех ӑна кӑмӑлсӑррӑн: — Пирӗн хӑна пур, — терӗ.

Нина Капитоновна открыла ему, и я слышал, как она сказала в передней с робким ехидством: — А у нас гость!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя пирӗн ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ, кукамӑшӗ ним пӗлми куҫне уҫса хупкаларӗ, анчах ман чунӑм пите савӑнӑҫлӑ, халӗ эпӗ Николай Антонычпа мӗн чухлӗ калаҫас тенӗ, ҫавӑн чухлӗ калаҫма пултаратӑп.

Катя смотрела на нас с удивлением, старушка растерянно хлопала глазами, но мне было очень весело, и я мог теперь разговаривать с Николаем Антонычем сколько угодно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Горьки урамӗнчи кӗнеке магазинӗнче «Совет Арктикин» пӗлтӗрхи пур номерӗсене те уҫса пӑхрӑм.

В книжном магазине на улице Горького я перелистал все номера «Советской Арктики» за прошлый год.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ ҫӑматӑ ҫумӗнчи юра шаккакаласа алӑка уҫса аслӑ та лутрарах пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ маях манӑн сӑмсана ирсӗр шӑршӑ, шӑши шӑрши кӗрсе кайрӗ.

Мне показалось даже, что я слышу тот же довольно противный мышиный запах, когда, отряхнув с валенок снег, я открыл дверь и очутился в большой, но низкой комнате, выходившей в другую, ещё большую.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Швабрин куҫне уҫса ӗшенчӗклӗн пӑхса илчӗ.

Швабрин открыл томный взгляд.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Мӗскер ку? — терӗм эпӗ, тӗлӗрсе пынӑ пек ҫӗртен куҫсене уҫса.

— Что такое? — спросил я, очнувшись.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав ҫуртсенче Азири майлӑ тунӑ ҫырла-ҫимӗҫ склачӗсем пек, алӑкӗсене яриех уҫса пӑрахнипе тутлӑ-тутлӑ шӑршӑ, пиҫсе ҫитнӗ тата типӗтнӗ ҫырла-ҫимӗҫ шӑрши сӑмсана ҫапать.

В этих домах азиатские фруктовые склады, двери раскрыты настежь, и слышен ароматный, пряный запах свежих и сухих фруктов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Володя, ҫав шатӑртатакан крават сассине илтсе, самантлӑха кӑна пысӑк сенкер куҫӗсене уҫса, темскер мӑкӑртатса илчӗ.

Володя, услышав как кровать громко заскрипела, на мгновение открыл большие синие глаза и что-то пробормотал не просыпаясь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней