Поиск
Шырав ĕçĕ:
25. Хӑйсене хушса янӑ ӗҫе туса пӗтерсессӗн, Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохие таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле Марк теекен Иоана та илсе килнӗ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара хурал пуҫлӑхӗ тарҫӑсемпе кайса апостолсене пӗр ирӗксӗрлемесӗр илсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем халӑх хӑйсене чулпа персе вӗлересрен хӑранӑ; 27. илсе килсен вӗсене синедрион умне тӑратнӑ та, аслӑ священник вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: 28. эпир сире ҫак ят ҫинчен вӗрентме хытарсах чармарӑмӑр-и? акӑ ӗнтӗ эсир хӑвӑр вӗрентӗве пӗтӗм Иерусалима сартӑр, Ҫав Ҫыннӑн юнне пирӗн ҫине ҫитересшӗн тӑрӑшатӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кӑларса ярсассӑн, Петрпа Иоанн хӑйсеннисем патне пынӑ та аслӑ священниксем, халӑх пуҫлӑхӗсем хӑйсене мӗн-мӗн каланине вӗсене каласа кӑтартнӑ.23. Быв отпущены, они пришли к своим и пересказали, что говорили им первосвященники и старейшины.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара вӗсем пурте Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ та, хӑйсене Сывлӑш мӗнле калама хушнӑ пек, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫа пуҫланӑ.4. И исполнились все Духа Святого, и начали говорить на иных языках, как Дух давал им провещевать.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Пӗтӗм халӑх итлесе тӑнӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 46. кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ; 47. вӗсем тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑваҫҫӗ, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ; ҫавӑншӑн вӗсем пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тата хӑшӗ-пӗрисене — хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ тесе шутлакансене, ыттисене хурлакансене — ҫак ытарӑша каласа панӑ: 10. икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ, пӗри фарисей, тепӗри куланай пухакан пулнӑ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ку ытарӑш акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх — Турӑ сӑмахӗ вӑл; 12. ҫул хӗррине ӳкни — сӑмаха итлекенсене пӗлтерет; анчах ӗненсе ан ҫӑлӑнайччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те вӗсен чӗринчен сӑмаха илсе каять; 13. чул ҫине ӳкни — сӑмаха илтсе ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, анчах вӗсем тымарланайман, ҫавӑнпа пӗр вӑхӑт ӗненеҫҫӗ, анчах хӑйсене сӑнанӑ-илӗртнӗ чухне каялла чакаҫҫӗ; 14. ҫумлӑ ҫӗре ӳкни — сӑмаха илтекен ҫынсенех пӗлтерет, анчах та вӗсем пӑрӑнса кайса пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе, пурӑнӑҫ киленӗҫӗпе хупланаҫҫӗ те ҫимӗҫ кӳреймеҫҫӗ; 15. лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара — сӑмаха илтсе ӑна ырӑ та таса чӗрере упракана, тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрекене пӗлтерет, тенӗ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑвӑра юратакансене ҫеҫ юратсан, сире уншӑн мӗн сӑвап пулӗ? хӑйсене юратакансене ҫылӑхлӑ ҫынсем те юратаҫҫӗ.32. И если любите любящих вас, какая вам за то благодарность? ибо и грешники любящих их любят.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ; лешӗсем пырсан, икӗ киммине те туллиех тултарнӑ та, киммисем те пута пуҫланӑ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кӗтӳҫӗсем ӗнтӗ хӑйсене мӗн каланине пӗтӗмпе курнӑшӑн, илтнӗшӗн Турра аслӑласа, мухтаса каялла таврӑннӑ.20. И возвратились пастухи, славя и хваля Бога за все то, что слышали и видели, как им сказано было.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавна курсассӑн вӗсем Ҫак Ача ҫинчен хӑйсене мӗн пӗлтернине каласа кӑтартнӑ.17. Увидев же, рассказали о том, что было возвещено им о Младенце Сем.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене тата ҫапла каланӑ: кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, 39. синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл Иисуса хӑйсене ҫав ҫӗршывран хӑваласа ан ятӑр тесе тархасланӑ.10. И много просили Его, чтобы не высылал их вон из страны той.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек каланӑ.
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем ҫыхаҫҫӗ те ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ, хӑйсем вара ӑна пӳрнипе те тӗртӗнсе пӑхасшӑн мар; 5. вӗсем пур ӗҫне те ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ; саккун сӑмахӗсене ҫырса хумалли туртмине сарлакарах тӑваҫҫӗ, тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине те вӑрӑмлатсах тӑраҫҫӗ; 6. ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ, 7. халӑх пухӑвӗнче хӑйсене саламланине, хӑйсене ҫынсем: «вӗрентекен! вӗрентекен!» тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иерусалималла улӑхнӑ чухне ҫул ҫинче Иисус вуникӗ вӗренекенне хӑйсене ҫеҫ чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: 18. акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлермелле сут тӑвӗҫ; 19. унтан Ӑна мӑшкӑл кӑтартма, хӗнеме, хӗрес ҫумне пӑталама суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ; виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара вӗренекенӗсем хӑйсене Вӑл Шыва кӗртекен Иоанн ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ.13. Тогда ученики поняли, что Он говорил им об Иоанне Крестителе.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна сӑнаса-тӗрӗслесе, хӑйсене тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.1. И приступили фарисеи и саддукеи и, искушая Его, просили показать им знамение с неба.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.