Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тупӑсем инҫетре кӗрлени халӗ тӑруках инҫетри тылра тӑрса юлнӑ аэродрома аран кӑна илтӗнчӗ, вӑл ҫав юрӑ кӗввине те, шӑпчӑксен юррине те, каҫхи вӑрман хуллен, ыйхӑ витӗр ҫемҫен кӑшӑлтатнине те хупласа лартмарӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каҫхи шӑплӑхра юрӑ уйрӑмӑнах ҫепӗҫҫӗн илтӗнчӗ, чӗрере савӑнӑҫлӑ хурлӑх — пулассине кӗтнин кичемлӗхне, шанчӑк кичемлӗхне ҫуратрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗрпӳртӗн уҫӑ алӑкӗнчен, хурӑнсемпе чечекленекен курӑксен нӳрӗ шӑршипе пӗрле, шӑпчӑксем каҫса кайсах юрлани илтӗнчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑлха патӗнче палламан хулӑм сасӑ илтӗнчӗ:
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Унта сан пирки… — калама тытӑнчӗ Алексее дежурнӑй, анчах аялтан командирӗн ҫирӗп сасси илтӗнчӗ:— Там о тебе… — начал было говорить Алексею дежурный, но снизу раздался голос командира.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кустӑрмасем айӗнче вӗтӗ чул кӑштӑртатни, курӑк чӑшлатни илтӗнчӗ, — ку сасӑ ҫав тери тӗлӗрмелле сасӑ пулчӗ, мӗншӗн тесен ӗҫлекен мотор шавне пула, лётчиксем ҫӗре ларнӑ чух ун пек сасса нихҫан та илтмен.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнмелле, ӳсӗрнӗ пек сасӑ илтӗнчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав самантрах мотор кӗрлени илтӗнчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑлхасенче янрарӗ, шатӑртатрӗ, юрларӗ, икӗ чӗлхепе те пӗрре савӑнӑҫлӑн, тепре хӑравҫӑн кӑшкӑрни, хӑрӑлтатни, шӑлсене шатӑртаттарни, вӑрҫни, йывӑррӑн сывлани илтӗнчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан, кӑшт тӑрсан, тепӗр сасӑ илтӗнчӗ, ҫав хӑйӑлтатакан хаяр сасӑ та нимӗҫле мӑкӑртатса илчӗ:И уже менее отчетливо другой голос, хриплый и сердитый, пробасил по-немецки.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл йӗнине хирӗҫ темӗнле кулса янӑ пек сасӑ илтӗнчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл хӑйӗн урхамахне, тӗрлӗрен ачаш ятсем парса, яка мӑйӗнчен аллипе лӑпкӑн ачашлани илтӗнчӗ.И слышно было, как он трепал рукою по гладкой шее своего скакуна, давая ему разные нежные названия.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Юлмастӑп, — илтӗнчӗ ҫӗр тӗслӗ шавпа кӗрлев ӑшӗнчен.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр ирхине, хӗвел пайӑркисем алӑка карнӑ шӑналӑк урлӑ ҫӗрпӳртӗн чӑрӑш тураттисемпе сарнӑ урайне ӳкнӗ вӑхӑтра, туссем иккӗшӗ те хӑйсен койкисем ҫинче карӑнкаласа выртнӑ чух, тулта, сукмак тӑрӑх, такам хӑвӑрт утса иртни, унтан фронтра чи пысӑк хисепре пулнӑ самах илтӗнчӗ: «Почтарь!»
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таврара ҫурхи хура нӑрӑсем нӑрлатни илтӗнчӗ, — вӗсем, вӑрҫӑ ҫине пӑхмасӑрах, ешӗрекен хурӑнсем хушшинче хӑйсен ӗҫӗсене тунӑ, — унтан вӗсен сассисем ҫумне каҫхи бомбардировщиксем ӗрлени хутшӑнчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Полкӑн пӗчӗкҫеҫ аэродромӗ ҫийӗпе умлӑн-хыҫлӑн бомбардировщиксем ярӑнса иртрӗҫ, вӗсен бомбисем ҫурӑлни артиллериллӗ ҫапӑҫӑвӑн пӗр майлӑ кӗрлевӗнче уйрӑмах хыттӑн, аслати авӑтнӑ пек илтӗнчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан моторсен кӗрлевӗ аяккалла кайрӗ, вара тӳрех хӑйсен парашючӗсемпе аялах аннӑ ҫутатакан ракетӑсем чашкӑрса ҫунса пӗтни, урамӑн тепӗр енче пуҫланса кайнӑ пушар кӗрлени илтӗнчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав вӑхӑтра каллех моторсем кӗрлени илтӗнчӗ, паҫӑрхи самолётсемех, ҫул ҫийӗпе аялтанах, пӗр ҫунат ҫинчен тепӗр ҫунат ҫинелле сулкаланса, ыткӑнса иртсе кайрӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унччен те пулмарӗ, моторсем калама ҫук вӑйлан ӗҫлени илтӗнчӗ те, темӗн пысӑкӑш икӗ мӗлке, сывлӑша чӗтрентерсе, тӗлӗнмелле шатӑртатса вӗсен пуҫӗсем ҫинченех иртсе кайрӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мотор темиҫе хутчен хыттӑн тулхӑрса илчӗ, унтан унӑн пӗчӗк поршенӗсем шакӑлтатма пуҫлани илтӗнчӗ.