Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Том Сойер, Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер этем.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав вӑхӑтра Томӑн юлташӗсем ҫӗнӗ вӑйӑ вӗренчӗҫ: кушак виллисене тӗпчесе ҫӳреме тапратрӗҫ, ҫав вӑйӑ кашни хутӗнчех Тома тискер ӗҫ пулса иртни ҫинчен астутарчӗ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Май килсен, Джо хыҫҫӑн ҫӗрлехи каҫсенче астукаласа ҫӳрес тесе шут тытрӗҫ вӗсем хӑйсен ӑссӗн, унӑн тискер хуҫине епле те пулин пӑртак курма пулмӗ-ши, терӗҫ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Хӑй тунӑ тискер ӗҫе канлӗн пӑхса савӑнса тӑма килнӗ вӑл… кунта ҫынсем пулассине шутламан та вӑл.— Захотелось взглянуть на свою работу; не ожидал, верно, что тут народ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах ҫынсем вӗсене асӑрхамарӗҫ те, пурте пӗр-пӗринпе калаҫса, ҫав тискер япаларан куҫӗсене илмесӗр пӑхса тӑчӗҫ.Но все в толпе разговаривали, не отрывая глаз от страшной картины.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав хӑрушӑ вырӑна ҫитсе, вӑл хӑй пӗчӗк пулнипе малалла хӗсӗнсе кӗрсе кайрӗ те каллех ҫав тискер япалана курчӗ.Добравшись до страшного места, он пробрался сквозь толпу и увидел мрачное зрелище.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ох, мӗнле тискер!
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер тавӑракан!» — тесе пӑшӑлтатӗҫ.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Фашизм ҫынран та тискер кайӑк тӑвать иккен.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Тискер кайӑксене вӑрҫтарсан, вӗсен куҫӗ ҫавӑн пек ҫуталса илекенччӗ.У нее глаза светили таким светом, которое бывает у зверей, когда их специально доводят до злости.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Тискер тӑшмана ҫӗнтерессишӗн паттӑрлӑх кӑтартса пурнӑҫӗсене шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ салтаксем ҫинчен кашни ӑрӑвах каласа памалла.
Полкри салтаксен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр // А.СИЛИВЕСТРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/polkri-saltaksen-pattarlaxe-vilemser.html
Тискер те хӑрушӑ уголовлӑ ӗҫе Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗ Патӑрьелне тухса суд ларӑвне ирттерчӗ.
Ан илӗрттӗр преступлени сукмакӗ // Н. ОСИПОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/11451-an-il ... eni-sukmak
Кунта тискер кайӑксем те пулма пултараҫҫӗ.
Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955
Ҫак идеологи, искусствӑ чаршавӗпе витӗнсе, этемӗн чи тискер инстинкчӗсене сисӗнмелле мар вӑрттӑн чӗртсе, ҫамрӑксен юнне наркӑмӑш сӑрхӑнтарса кӗртесшӗн.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Тӳпенелле пӑхрӗ те Йӑлӑм енчен тискер хура пӗлӗтсем хӑвӑрттӑн шуса килнине курчӗ.Он посмотрел вверх и увидел, как быстро скользят по небу со стороны Йылым черные тучи.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
«Тискер» пӗлтерӗшпе мар, паллах.
Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1
Нушара ҫуралса ҫитӗннӗ Юрӑна тискер вилӗм кӗтнӗ.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Тискер ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн Руслан килне кайнӑ, арӑмне чӗнсе тухнӑ.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Красноармейски район прокуратури тӗпченӗ тискер преступленисен йышӗнче ҫак синкерлӗ пӑтӑрмах пӗрре кӑна та мар.
Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11
Анчах вӗсем читлӗхри тискер чӗрчунсем пек унталла-кунталла чупкалаҫҫӗ-тӗк эсӗ пӗр-пӗр самантра кӗтменлӗхпе тӗлӗнтерме пултаратӑн.
Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№