Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑварнӑ (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӑшавӑш ялӗ ҫывӑхӗнче кӑҫал 500 хыр хунавӗ лартса хӑварнӑ, Кӑрмӑш ялӗ тата Мӑнал сали ҫывӑхӗнче тепӗр 300 тӗм лартма палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Юлашкинчен вара райадминистрацин пуҫлӑхӗ А.Тихонов асӑннӑ обществӑри ӗҫсем чӑннипех те аван пынине, ҫӗвӗ продукцийӗ пысӑк пахалӑхлӑ пулнине, ҫавна май Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтессенчен курттӑм майӗпе саккас паракансем те йышлӑ пулнине палӑртса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Кӑҫал сеялкӑпа тӳрремӗн 184 гектар ҫинче акса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхра 97 гектар ҫурхи тулӑ, 101 гектар урпа, 70 гектар пӑрҫа, 97 гектар вика, 8 гектар йӳҫ кӑшман, 4 гектар соя акса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кун кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, акӑ вӑл 1951 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Купӑрля шкулне кайнӑ, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗн Юлия Михайловӑн урокӗнче пулнӑ.

Помоги переводом

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Эппин — шӑтрех, сая каймарӗ Эсир акса хӑварнӑ вӑрлӑх.

Помоги переводом

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Асӑннӑ тӗллевсем валли республика бюджетӗнче 80 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ку укҫа-тенкӗ 150 картиш территорийӗпе вӗсем патне пымалли ҫулсене юсаса йӗркене кӗртме май парать.

На эти цели в бюджете республики предусмотрено 80 млн рублей, что позволит отремонтировать 150 дворовых территорий и проездов к ним.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫакӑ вӗсене агропромышленноҫ комплексне аталантармалли патшалӑх программи шайӗнче пӑхса хӑварнӑ пулӑшӑвӑн ытти мелӗпе усӑ курма май туса пачӗ.

Это дало им возможность получить доступ к другим мерам поддержки, предусмотренным в государственной программе развития агропромышленного комплекса.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Финанс лару-тӑрӑвӗ ҫӑмӑлах пулманнине пӑхмасӑр 2016 ҫулхи бюджетра патшалӑх пулӑшӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене мӗнпур формӑллӑ хуҫалӑхсем валли сыхласа хӑварнӑ.

Несмотря на непростую финансовую ситуацию, все основные направления государственной поддержки в бюджете 2016 года сохранены для всех форм хозяйствования.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежский ячӗпе Шупашкарта лартакан чиркӳ никӗсне капсула хывса хӑварнӑ вӑхӑтра вара Святейший Кирилл Патриарх: «Чиркӳсем чӑннипех те кирлӗ чухне ҫӗкленеҫҫӗ. Халӑха чиркӳсем кирлӗ пулсан, ӗненӳ пирӗн чӗресенче пурӑнать. Апла-тӑк халӑх пурнӑҫне хӑватлӑ ӑс-хакӑл вӑйӗ чӗм парса тӑрать», – терӗ.

Во время закладки капсулы под строительство Большого Соборного храма в честь Преподобного Сергия Радонежского Святейший Патриарх Кирилл сказал: «Храмы строятся тогда, когда в них есть потребность. А если потребность есть, значит, вера живет в сердцах. Значит, мощная духовная энергия присутствует в недрах народной жизни».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Унсӑр пуҫне ҫакӑ эпӗ маларах асӑнса хӑварнӑ ҫивӗч ыйтӑва – ҫул ҫитмен ҫамрӑксем преступлени тӑвассине чакарассине – татса парас ӗҫре пулӑшать.

Кроме того, это поможет и в решении проблемы, о которой я говорил ранее, - подростковой преступности

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн ӑру тивӗҫлӗ тӗслӗхсене ӑша хывса ҫитӗннӗ: эпир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсене чӑтса ирттернӗ, Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлесе хӑварнӑ, халӑх хуҫалӑхне чӗртсе тӑратнӑ ҫынсене сӑнран пӗлетпӗр.

Наше поколение воспитывалось на достойных примерах: мы лично знакомы с теми, кто пережил военное лихолетье, отстаивал независимость нашей Родины, восстанавливал народное хозяйство страны.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн та вӗсен чаҫне ҫав вырӑнтах хӑварнӑ, Тӑван ҫӗршыв чиккине хуралланӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Кун йӗркинче ҫарпа патриот клубӑн пӗр пӗрлӗхлӗ ӗҫӗ пулмалли, асӑннӑ организацисен ӗҫӗ-хӗлӗнче вӗренӗве кирлӗ шайра йӗркелемелли ҫинчен те каласа хӑварнӑ.

Помоги переводом

Чи тӑрӑшуллисене чысланӑ // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Кӗркунне сухаласа хӑварнӑ ҫӗрсен 17637 гектарне сӳреленӗ, 8040 гектарне культивациленӗ.

Из полей, вспаханных осенью, 17637 гектара бороновали, 8040 гектара культивировали.

Уй-хирте // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Ку тӑрӑхра чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑ «Родина» хуҫалӑх арканни чылай ҫынна ӗҫсӗр тӑратса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫӗнӗ Чалкасси шкулӗнче те /вӑл Малти Тукайра вырнаҫнӑ/ улшӑну пулнӑ: ача йышӗ сахалланнине, инҫех мар, Шӑхасанта, вӗренӗвӗн ресурс центрӗ туса хунине кура 2009 ҫулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула реорганизациленӗ, тӗп шкул ҫеҫ хӑварнӑ.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Энӗшпуҫне газ пӑрӑхне хывнӑ чухне ҫула май пире кӗртсе хӑварнӑ.

Когда прокладывали газовые трубы в Шоркистры, по пути и нам провели.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе И.Я.Яковлев историре вӑйлӑ йӗр хӑварнӑ.

В истории просвещения народов Поволжья роль И.Я. Яковлева огромна.

Чӑваш чӗлхи кунне Чӗмпӗрте те палӑртнӑ // Николай Кондрашкин. http://chuvash.org/news/12214.html

Унсӑр пуҫне хуҫалӑх кӗркунне 110 гектар кӗрхи культурӑсем акса хӑварнӑ пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней