Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алексей комиссар Воробьева, унӑн пысӑк, шыҫса кайнӑ, шурӑ простыня ҫинче сарӑхнӑ тӗслӗн курӑнакан кӗлеткине, ун умӗнче тӳсмелле мар хуйхӑра тӑракан хӗрарӑма, комиссар красноармеецсем пушӑ хир тӑрӑх мӗнле пыни ҫинчен каласа кӑтартнине аса илчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Икӗ алӑк хушшинчен сулхӑнра тӑракан ҫимӗҫсем тултарнӑ сумкӑсем, мискӑсемпе кастрюльсем урлӑ каҫса вӗсем тӗттӗм, пушӑ кухньӑна, унтан шӑршӑллӑ ӑпӑр-тапӑрпа тултарнӑ коридора кӗрсе пысӑках мар алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Апла пулсан, атьӑр ман пата, эпӗ дежурствӑран тухрӑм ӗнтӗ, пӗр талӑк пушӑ пулатӑп.Пойдемте ко мне, я уже отдежурила, у меня целые сутки свободные.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей Кремль ҫуммипе, шыв хӗрринчи пушӑ урам тӑрӑх утса тухрӗ, гранитран тунӑ сивӗрех парапет патне ларса, чул стена ҫуммипе юхакан шыв ҫине пӑхса канчӗ, унтан вӑраххӑн Хӗрлӗ площаделле хӑпарма тытӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пушӑ сехетсенче ҫывӑрма май ҫук пулсан йрӗксӗртенех ҫывӑрас пулать; унӑн хулара пӗр хӗр пур, унран лайӑххине шухӑшласа та кӑларас ҫук…
«Флинк» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Алексей халӗ ҫав ҫула аса илчӗ: вӑл ялти ишӗлсе аннӑ кив чиркӳ ҫумӗпе, кирпӗчрен тунӑ, анчах нимӗҫсем ҫунтарса янӑ, пушӑ чӳрече шӑтӑкӗсемпе ҫул ҫинелле пӑхса ларакан шкул ҫумӗпе иртсе пӗчӗк вӑрман урлӑ каҫнӑ (ку вӑрманта чӑрӑш тураттисемпе витнӗ бензовозсем пытанса тӑнӑ), малалла команднӑй пункт землянкисем умӗпе иртсе хӑмасенчен ҫапса тунӑ пӗчӗкҫеҫ будка тӗлӗпе (ку будкӑра Метеорологи сержанчӗ картӑсемпе, схемӑсемпе тӑрмашса пурӑннӑ) тӑсӑлса выртнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сайра хутра пулакан пушӑ минутсенче вӑл Гриша Гвоздевпа иккӗшин хушшинче пулса пыракан ӗҫсем ҫинчен шухӑшланӑ.В редкие свободные минуты она обдумывала свои отношения с Гришей Гвоздевым.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сивӗ те пушӑ чиркӗве кӗчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн чиркӳ алӑкӗсене питӗрсе илчӗҫ.Они вместе вошли в холодную, пустую церковь; за ними заперли двери.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӗр хутах вӑл унта пулчӗ, ирхине вара, чемодансӑр-мӗнсӗр, шыҫӑнса хӗрелнӗ пит-куҫпала тухса, пушӑ тройкипе кӑна хӑйӗн ҫулӗпе вӗҫтерчӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак вӑхӑтра яланах пушӑ пулакан урамсенче халӑх нумай ҫӳрени курӑнчӗ, ҫынсем ларса тулнӑ икӗ грузовик иртсе кайрӗҫ ун хыҫҫӑнах пӗр ушкӑн ҫынсем иртни курӑнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн темӗн пысӑкӑш пушӑ хваттерӗнчен госпитале куҫса кабинетра, клеёнкӑпа витнӗ кушетка ҫинче ҫывӑрса пурӑнакан Василий Васильевич ҫакӑн ҫинчен пӗлсенех чупса пычӗ те Комиссара ыттисенчен ширмӑпа уйӑрма хушрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Палатӑра вара тӳрех темле шӑп та пушӑ пек пулса тӑчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ирхи апат ҫинӗ чух вӑл хӑйне сиделка илсе пырса панине пӗтӗмпех ҫисе ячӗ, — пушӑ тарелкӑсем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ те татах илсе пырса пама ыйтрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Выҫӑхса ҫитнӗ упана пӗр-пӗр пушӑ пӳлӗме, стена ҫумне винтӑланӑ ункӑран, вӗренпе кӑкарса янӑ.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хушӑран упа ҫурисене улпут ҫурчӗн кантӑкӗнчен курӑнмалла тӗле илсе тухнӑ, вӗсем ҫине ятарласах тӑрӑнмалла пӑта ҫапса тултарнӑ пушӑ эрех пичкисем кустарса янӑ.Изредка выводили пред окна барского дома и подкатывали им порожнюю винную бочку, утыканную гвоздями.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн аллисем пушӑ вырӑна хыпашларӗҫ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таптаса пӗтернӗ хирсем, Белоруссин ҫунтарса янӑ пушӑ ялӗсем тӑрӑх тискер кайӑк пек пытанса, хуласенчен пӑрӑнса, ҫын ҫӳрекен ҫулсенчен аяккарах пырса, вӑл хӑйӗн тӑван килӗнче мӗн курма пултарасси ҫинчен салхуллӑн шухӑшласа утнӑ: унӑн ҫывӑх ҫыннисем кунтан тухса кайма пултарнӑ-ши, тата, вӗсем каяйман пулсан, вӗсене мӗн тунӑ-ши? — тесе шухӑшланӑ вӑл.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑш чухне пӗр канмасӑр икшер, виҫшер смена дежурить тунӑ сиделкӑсем, кашни пушӑ минутрах палатӑсене тасатма, ҫума, хырса илме тӑрӑшнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Джек Лондон калавӗнчи пекех!» шутларӗ те Алексей, ҫав самантрах ӑна хӑйӗн ачалӑхӗ аса килчӗ, унпа пӗрлех Джек Лондон калавӗнчи: «…аманнӑ ураллӑ этем пушӑ хир урлӑ шӑвать, ӑна чирлӗ те выҫӑ тискер кайӑк хӑвалать», тени асне килсе тухрӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей хӑйӗн пушӑ хырӑмӗ туртса ыратма пуҫланине туйрӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950