Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тӑватӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Тӑватӑ (тĕпĕ: тӑватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫатан урапа сад варринче ларакан, тӑватӑ чӳречипе савӑнӑҫлӑн урамалла пӑхакан ҫӳллӗ чул ҫурт патне ҫитсе тӑчӗ.

Вскоре шарабан подкатил к высокому, стоявшему в саду, каменному дому с окнами, смотревшими на улицу.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл тӑватӑ ҫул хушшинче юлташӗсемпе пӗр тӑван пек пулса кайнӑ, вӗсене чунтан юратнӑ, ун пек вӑйлӑ юрату вӑрҫӑра анчах пулма пултарать.

За четыре года он и сроднился с ними и полюбил их той особенной любовью, которая рождается только на войне.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗлӗнмелле те, тахҫан ӗлӗк ҫӗр ҫинче тата та пысӑкрах тимӗр шапасем пулнӑ — сӑмахран, океансенче ҫитмӗл миллион ҫул каялла пурӑннӑ архелонсен тӑршшӗ тӑватӑ метр ҫурӑна ҫитнӗ.

Удивительно, но когда-то на Земле существовали и более крупные черепахи — например, архелоны, которые жили в океанах семьдесят миллионов лет назад, дорастали до четырех с половиной метров в длину.

Авалхи тем пысӑкӑш тимӗр шапа юлашкийӗсене тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24404.html

Stupendemys geographicus пысӑк тимӗр шапан тӑршшӗ тӑватӑ метр таран пулма пултарнӑ, шуса ҫӳрекен чӗрчунӑн йывӑрӑшӗ вара 1200 килограммран кая мар пулнӑ.

Длина взрослой черепахи вида Stupendemys geographicus могла достигать четырех метров, а масса пресмыкающегося составляла не менее 1200 килограммов.

Авалхи тем пысӑкӑш тимӗр шапа юлашкийӗсене тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24404.html

Агрофирмӑра вӑрлӑха кондицие лартассипе харӑсах тӑватӑ звено ӗҫлет.

В агрофирме одновременно работают четыре звена по подготовке кондиционных семян.

Ҫур аки ҫывхарать, хире тухма хатӗр-и? // Антонина Тямина. http://kanashen.ru/2020/02/07/c%d1%83%d1 ... 80-%d0%b8/

Тӑватӑ казак тупӑка ҫӗклеҫҫӗ те шӑтӑка антараҫҫӗ.

Четверо казаков подымают гроб и опускают его в могилу.

Хир, аслӑ хир // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Сылтӑм питҫӑмартийӗ тӑрӑх тӑватӑ пӳрне хулӑнӑш ҫӗвӗ пур.

Вдоль правой щеки пальца в четыре шрам.

Савелий Лаптевран салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Кунта йӑнӑшӗсем тӑватӑ хут та ытларах.

Повторяем в квадрате-с.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӑрӑш айӗнче, шӑпӑрт шарламасӑр, сывлама чарӑнса, тӑватӑ казак выртаҫҫӗ.

Четверо лежали под сосной молча, тая дыхание.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каменка-Струмилово ятлӑ хула тӗлӗнче виҫҫӗмӗш взвод взводнӑй офицерпа пӗрле пӗтӗмӗшпех разведкӑна тухса кайрӗ: ҫакӑн умӗн ик-виҫ кун малтан чикӗ урлӑ тарса килнӗ чех салтакӗ командование Австри ҫарӗсен чаҫӗсем ӑҫта тӑни ҫинчен тата Гороши — Ставинцкий линийӗ тӑрӑх контрнаступлени тума шутласа хуни ҫинчен пӗлтерчӗ; тӑшман чаҫӗсем шӑвӑнса килме шутласа хунӑ ҫулсене яланах сӑнаса тӑма тивет; ҫак шутпа взводнӑй офицер вӑрман хӗррине тӑватӑ казакпа тепӗр взводнӑй офицере тӑратса хӑварчӗ, хӑй вара ыттисене сӑртлӑх хыҫӗнче курӑнса ларакан черепица витнӗ ҫурт-йӗрсемлӗ темле пӗчӗк ял патне ертсе кайрӗ.

Под городом Каменка-Струмилово третий взвод целиком со взводным офицером выехал в рекогносцировку: накануне чех-перебежчик сообщил командованию о дислокации австрийских частей и предполагаемом контрнаступлении по линии Гороши — Ставинцкий; требовалось постоянное наблюдение за дорогой, по которой предполагалось передвижение частей противника; с этой целью взводный офицер оставил на опушке леса четырех казаков со взводным урядником, а с остальными поехал к видневшимся за взгорьем черепичным крышам какого-то выселка.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑватӑ шӗнкӗрен туянтӑм», — тет.

Четыре картечины получил».

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Санитарсем, кулкаласа, тӑватӑ кустӑрмаллӑ урапа ҫинчи аманнӑ салтаксене пушатаҫҫӗ.

Санитары, разгружая одну четырехколку, посмеиваются.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сывпуллашса уйрӑлнӑ чухне Петро шӑллӗне тӑватӑ тӑваткал туса хутлатнӑ хут татӑкӗ тыттарчӗ.

При прощании Петро сунул брату в руки сложенный вчетверо листок бумаги.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑватӑ миля.

— Четыре мили.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Святой Дмитрий Сослуцкий, сыхла мана, туррӑн чурине, тата манӑн юлташӑмсене тӗнчен мӗнпур тӑватӑ кӗтессине ҫитсен те; хаяр этемсем ан перейччӗр, сӑнӑпа та ан чикейччӗр, вердышпа та ан касайччӑр, пуртӑ тӑршшипе те ан ҫапайччӑр, пуртӑпа та ан касайччӑр, хӗҫпе те ан витерейччӗр, ҫӗҫӗпе те ан касайччӑр, ан чикейччӗр; ни ват ҫын, ни яш ҫын, ни ҫырӑ ҫын, ни хура ҫын; ни еретик, ни тухатмӑш тата нимӗнле ӑрӑмҫӑ та ӑн тивейтӗр.

Святой Дмитрий Солунский, ущити меня, раба Божьего, и товарищей моих на все четыре стороны: лихим людям ни стрелять, ни рогаткою колоть и ни бердышом сечи, ни колоти, ни обухом прибити, ни топором рубити, ни саблями сечи, ни колоти, ни ножом не колоти и не резати, ни старому и ни малому, и ни смуглому и ни черному; ни еретику, ни колдуну и ни всякому чародею.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотник ӑна тӑватӑ тӑваткал туса хуҫлатнӑ хут тыттарчӗ.

Сотник подал ему сложенную вчетверо бумажку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑватӑ кунтан хӗрлӗ вагонлӑ составсем казаксене полксемпе тата батарейӑсемпе пӗрле Россия ҫӗршывӗпе Австри хушшинчи чикӗ еннелле илсе кайрӗҫ.

Через четыре дня красные составы увозили казаков с полками и батареями к русско-австрийской границе.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Франя нумайччен пӗр хускалмасӑр выртрӗ, унтан тӑватӑ ура ҫине тӑчӗ.

Франя лежала долго, потом встала на четвереньки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Радзивиллово именийӗ — полустанокран тӑватӑ ҫухрӑмра.

Имение Радзивиллово находилось в четырех верстах от полустанка.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халлӗхе Григорисен полкӗ Российӑпа Австри хушшинчи чикӗрен тӑватӑ ҫухрӑмра тӑрать, Радзивиллово ятлӑ местечкӑра.

Полк Григория стоял в четырех верстах от русско-австрийской границы, в местечке Радзивиллово.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней