Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Аврам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫула ҫитсессӗн, ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; Манӑн умӑмра ҫӳре, айӑпсӑр пул; 2. Эпӗ санпа Хам хушшӑма Хамӑн халалӑма хыватӑп, сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, тенӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӗвел анса тӗттӗм пулса ҫитсессӗн, акӑ кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм тата вут ҫулӑмӗ касса ҫурнӑ выльӑхсем хушшинчен иртсе кайнӑ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, 14. анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; 15. эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ; 16. кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫаплах пулнӑ: Аврам Египета ҫитсессӗн, Египет ҫыннисем Сара питӗ илемлӗ хӗрарӑм иккенне курнӑ; 15. ӑна фараонӑн аслӑ улпучӗсем те курнӑ та ӑна фараон умӗнче мухтанӑ; вара ӑна фараон ҫуртне илсе пынӑ.
Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Фарра хӑйӗн ывӑлне Аврама, хӑйӗн мӑнукне — Лота, Аран ывӑлне — тата Сарӑна — хӑйӗн кинне, хӑй ывӑлӗн Аврамӑн арӑмне — ертнӗ те, вӗсемпе пӗрле Ханаан ҫӗрне кайма тесе, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ; анчах Харрана ҫитсессӗн, вӗсем ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ.
Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Пилӗкҫӗр ҫула ҫитсессӗн Нойӑн [виҫӗ ывӑл] Сим, Хам тата Иафет ҫуралнӑ.32. Ною было пятьсот лет и родил Ной [трех сынов]: Сима, Хама и Иафета.
Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.