Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыратнипе (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та Митька ури ыратнине чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерсе ячӗ, алӑка талпӑнса тӗртсе уҫрӗ, унтан, кӳреннипе тата ыратнипе ӑншӑртланса, шӑлӗсене йӗрсе, кӑшкӑрашма тытӑнчӗ:

Но Митька стойко выдержал боль и, рывком распахнув дверь, выкрикивал, скалясь, наглея от обиды и боли:

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крыльца ҫинче ӑна такам хӑлха чиккинчен ҫапса ураран ӳкерчӗ; вӑл ыратнипе кӑшкӑрса ячӗ, винтовкине аллинчен пӑрахрӗ те юр ӑшне кӗрсе выртрӗ…

На крыльце кто-то сильным ударом в ухо сшиб его с ног; он вскрикнул от боли, выронил винтовку и слетел в снег…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ирина ӑна лӑплантарчӗ, анчах хӑйӗн те чӗри ыратнипе макӑрас килчӗ.

Ирина успокаивала, а у самой болело сердце, и ей тоже хотелось разреветься.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Арӑмӗ ҫивӗтне ун аллинчен туртса кӑларчӗ, ыратнипе унӑн пичӗ темле чалӑшса кайнӑ пек пулчӗ.

Она выдернула у него из руки косу, лицо ее скосилось от боли.

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Ыратнипе асапланакан сӑн-питӗнче вара, вилес умӗнхи сӑн витӗрех, эпӗ вӑл мана унчченхи пекех сиввӗн те выльӑхла кураймасӑр пӑхнине куртӑм.

И в лице ее, сквозь физические страдания и даже близость смерти, выразилась та же старая, знакомая мне холодная животная ненависть.

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Швейцар ӑна пӗрремӗш кун ирхине хӑйӗн пӳлӗмӗнче курнӑ: «вӑл ыратнипе шалтах халран кайнӑччӗ», тет.

Утром первого дня швейцар нашел бедного старика на полу в его комнате, он был без сознания.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Аран-аран, ыратнипе час-часах кӑшкӑркаласа илсе, вӑл крыльца ҫине сӗтӗрӗнкелесе хӑпарчӗ те, кӑшт тӑхтасан, пӳрт алӑкне уҫрӗ.

С большим трудом, поминутно вскрикивая, он затащил себя на крыльцо и, помедлив, открыл дверь.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Семён кӑшкӑрса ячӗ те, ыратнипе ӑнран кайнӑ пек пулса, урине хӑй патнерех туртса илчӗ.

Семен вскрикнул и — почти без памяти — поддернул ногу ближе.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах нумайччен шухӑшлама пултараймарӗ вӑл, — ытла хытӑ ыратнипе шухӑшсем пӑтранаҫҫӗ.

Но долго думать он не мог, — боль была такой сильной, что путала мысли.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Чирлисемпе аманнисем вырнаҫса ҫитсе пӗртак лӑплансан, вӑл Андрее чӗнсе илчӗ те ыратнипе питне чалӑштарчӗ.

Когда больные и раненые успокоились, он позвал Андрея и от боли исказил лицо.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ҫакса вӗлерчӗҫ-и? — терӗ те вӑл тепӗр хут, ҫаплах-ха ҫаврӑнса пӑхса, унтан вара сасартӑк чунӗ ыратнипе ҫав тери хытӑ ҫухӑрса, кӑшкӑрса ячӗ:

— Повесили, да? — повторила она, все еще оглядываясь, и вдруг крикнула с такой силой и болью:

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑнпа та вӑл халь, ҫак каҫ, чун-чӗри чӑтма ҫук ыратнипе, урӑх ним ҫинчен те шухӑшламан, халь ӗнтӗ пӗтӗмпех пӗтрӗ, пӗтӗмпех пӗтрӗ, тенӗ ҫеҫ.

И он, ошеломленный, в эту ночь с душевной болью думал лишь о том, что теперь все пропало, все, все!…

XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унӑн пуҫӗ ыратнӑ, сӗрӗм тивнӗ чухнехи пек, касса ыратнӑ, пилӗкӗ сурса, пӗҫерсе пынӑ, ыратнипе татӑлса каяссӑнах туйӑннӑ.

У него болела голова, как после угара, болела резью, в поясницу стреляло, жгло, от боли казалось, что оторвется.

XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапах та кайран, кӑнтӑрла, партизансем нумайӑшӗ куҫ касса ыратнипе, куҫҫуль юхнипе асапланчӗҫ.

И все же потом днем у многих из партизан началась мучительная резь в глазах, слезотечение.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володя ӳкерчӗк ҫинчен куҫне илчӗ те суранланнӑ ҫыннӑн пуҫне каҫӑртнӑ, сухаллӑ, ыратнипе пӗркеленнӗ пичӗ ҫине пӑхрӗ, унтан тепӗр хут морякпа хӗр тӑракан ӳкерчӗк ҫине пӑхрӗ.

Володя перевел взор от карточки на запрокинутое обросшее, изглоданное болью лицо раненого, потом еще раз посмотрел на фотографию, где был изображен моряк с девушкой.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Толя ура ҫине тӑраймасӑрах, кӑлтӑрмач пек, тӑвайккипе, шӑлне шатӑртаттарса, ыратнипе, кӳреннипе, тавӑрма вӑй ҫитменнипе макӑрса, чикелене-чикелене, хӑйпе пӗрле вак чулсене шутарса, аялалла йӑванса анчӗ.

Толя не успел встать с корточек и кубарем покатился по склону горы, увлекая за собой мелкие камешки, скрипя зубами, плача от боли, обиды и бессилия.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Нимӗҫӗн йывӑр пушмакӗ Тольӑна аяккинчен лекрӗ, ыратнипе вӑл кукленсе ларчӗ.

Зверский удар тяжелого немецкого ботинка пришелся ему в бок.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кардиолог мӗн ыратнипе кӑсӑкланчӗ, анализсемпе, ультрасасӑ тӗрӗслевӗпе (унччен тӗрӗсленнӗччӗ эпӗ) паллашрӗ.

Кардиолог поинтересовался что болит, познакомился с анализами, результатами ультразвуковой проверки (ранее я проходила проверку).

Уҫӑ алӑксен кунӗнче алӑк уҫах-и? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23929.html

Ромашов вара, хӑй халсӑрлӑхӗпе те аптӑраса юлнине, Шурочкӑна кӳрентернӗшӗн чӗри ыратнипе те хӑлхана хупласла кӗрлекен кадриле пула пӗр сӑмах хушса хурайманшӑн эрленнипе, пуринчен ытла — ҫынсем хӑйсем ҫине пӑхма пуҫланине асӑрханипе, чӑн-чан куҫҫуль тухмаллах хӗрелсе кайрӗ.

Ромашов же краснел до настоящих слез от своего бессилия и растерянности, и от боли за оскорбляемую Шурочку, и оттого, что ему сквозь оглушительные звуки кадрили не удавалось вставить ни одного слова, а главное — потому, что на них уже начинали обращать внимание.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Арӑслан ҫухӑрса сиксе тӑчӗ, анчах ури ыратнипе йӑтӑнса анчӗ.

Лез зарычал и вскочил, но, почувствовав боль, свалился.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней