Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутласан (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр шутласан, аптӑранӑ енне, куншӑн, ҫапла пулса тухнӑшӑн, кама айӑйламалла тет-ха тата Кулян?

И если подумать, кто виноват, что так вышло?

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йывӑҫ краватьне ӑна, пӗр те пӗр шутласан, ашшӗ япалине вутта пӑрахма шел теесрен, ҫулласенче вырткаласа тӑма, пӑта ҫапса унтан-кунтан хытарсан, кайран верандӑна, курӑнман ҫӗререх те вырнаҫтарма пулӗ-ха.

А деревянную кровать ее, если подумать, можно было бы поставить на веранде, в неприметном месте, если жаль отцовскую вещь выбросить на дрова, летом лежать иногда, только укрепить, там-сям подбить гвоздями.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫнелтен ҫеҫ шутлани те ҫыран хӗрне сакӑрвунӑ пин чураран кая мар хуса тухнине кӑтартать, хупӑрласа тытнӑ чухне вӗлернӗ ҫынсене шутласан, ҫак хисеп, тен, вунӑ хут та ытла пуль.

По самым осторожным подсчетам, не менее восьмидесяти тысяч рабов приводят на побережье, а число убитых во время облав, видимо, вдесятеро больше.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сайра хутра унран илтнӗ сӑмахсем тӑрӑх шутласан, вӗреннӗскер пек туйӑнать.

По-видимому, да, если судить по замечаниям, которые у него изредка вырывались.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

1873 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче «Пилигрим» ятлӑ тонселлӗ шхуна, Гринвичран шутласан, кӑнтӑр широтин 43°57', хӗвеланӑҫ долготин 165°19' тӗлӗнче ишрӗ.

Второго февраля 1873 года шхуна-бриг «Пилигрим» находилась под 43°57' южной широты и 165°19' западной долготы от Гринвича.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пӗрремӗшӗнчен, хӗвелрен илекен ӑшӑ энергийӗ енчен шутласан, вӗсен хӗвелӗ пирӗннинчен пысӑкрах тата хӗрӳллӗрех пулсан, планета унтан аяккарах пулмалла, хӗвелӗ пӗчӗкрех тата сивӗрех пулсан, Ҫӗре ӑшӑтакан условисем пӗр пекрех пулсан, планета хӗвел ҫывӑхнелле пулмалла.

Во-первых, в смысле тепловой энергии, получаемой от своего солнца; если оно больше и ярче нашего, эта планета должна быть дальше; если солнце меньше и холоднее, условия нагрева могут быть на более близкой к нему планете.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Апла пулсан, пурнӑҫ пултӑр тесен, ун валли ҫирӗп те вӑхӑтпа шутласан вӑрӑм условисем кирлӗ, температура, пусӑм, ҫутӑ, пӗр сӑмахпа каласан, эпир Ҫӗр ҫийӗнче физикӑлла условисем тесе ӑнланакан пур япаласем те пӗр виҫеллӗ пулмалла.

Следовательно, условия, необходимые для ее существования, должны быть устойчивыми, длительными во времени, в узких пределах температуры, давления, излучения и всего того, что мы понимаем под физическими условиями на поверхности Земли.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Ҫав орбита, пирӗн галактикӑн ҫӑлтӑрлӑ «кустӑрмин» горизонталлӗ лаптӑкӑшӗнчен шутласан, кӑшт хӑяккӑнрах.

Эта орбита несколько наклонена относительно горизонтальной плоскости — экватора звездного «колеса» нашей Галактики.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Ҫав аякри ҫӑлтӑрсен ҫуттине хӑй ҫине илекен тусан пӗлӗчӗн калама ҫук пысӑк калӑпӑшӗ ҫинчен шутласан, ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмалла.

Жутко было представить себе огромные размеры этого облака пылевой материи, отражавшего свет дальних звезд.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Вӑл сахалтан та утмӑл ҫултан кая мар, хӑй каласа панӑ тӑрӑх шутласан, вӑл Калевала вӑхӑтӗнчен пуҫласах пурӑнать.

Ей было не меньше шестидесяти лет, и уцелела она, если судить по ее речи, со времен «Калевалы».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

— Флагӗ акӑлчансен, анчах корпуссем тӑрӑх шутласан, пӗрре те акӑлчансен карапӗсем пек мар.

— Флаг английский, а, судя по корпусу, не похоже на англичан.

Капитан Вильям Бредаль // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Йӗр тӑрӑх шутласан, ахӑртнех, ҫирӗммӗн те пуль хӑйсем.

Судя по числу следов, зверей было, вероятно, больше двадцати.

Тайгари каҫ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 16–22 с.

Пӗр шутласан, эс ҫавна хисепе илетӗн ӗнтӗ.

Но ты не учитываешь одного.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӑхӑр-кӗмӗлпе шутласан та, пӗр ывӑҫ пухӑнать!

Ежели мелочью, это поди целая горсть выйдет!

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шутласан та, шутламасан та пӗр ҫул: эпӗ санпа пымастӑп, Петенька, мӗнпур шутлани те ҫавӑ ҫеҫ.

Тут решай не решай — один путь: не поеду я с тобой, Петенька, вот и все решение.

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Вӗсен калаҫӑвӗ тӑрӑх шутласан, хӑрах алӑлли леш ҫыннине пӗлмен, анчах та темшӗн чемодана ахалех, уншӑн ним илмесӗрех парса ячӗ.

Судя по их разговору, однорукий не знал этого человека, но почему-то отдал чемодан, не получив взамен ничего.

4. Вӑрлани // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

— Утмӑл пиллӗк, командир юлташ, — вӗҫен кайӑксен ҫулӗпе шутласан.

— Шестьдесят пять, товарищ командир, по линии полета птицы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Пирӗн ҫулсем виҫсӗмӗрӗнне пӗрле шутласан та, ҫитмӗл пиллӗке ҫитмест пулин те, эпир ҫӗр ҫулхи стариксенчен те ытларах курса тӳснӗ.

И, хотя нам всем трем вместе не было и семидесяти пяти лет, нам пришлось увидать больше, чем столетним старикам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Эсир кӗпер ҫине тапӑнас пулсан, хӑвӑрах замока вут тӗртетӗр; пире ик енчен те тапӑнма шутласан, эпир замока пӗрле вут чӗртетпӗр.

Если вы пойдете штурмом со стороны моста — вы сами подожжете замок; если вы нападете на нас сразу и через мост и через пролом — значит, подожжем мы с вами одновременно.

X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫичӗ барабанщике шутласан, мӗн пурӗ вунтӑхӑр ҫынлӑ отряд пуҫтарӑнчӗ.

Вместе с семью барабанщиками составился отряд из девятнадцати человек.

III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней