Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр варринче картишне самантлӑха майкӑпа кӑна сиксе тухасси пулать-ха, анчах унта та шӑнса ӗлкӗреймӗн.

Помоги переводом

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Выльӑх-чӗрлӗх умӗнчен тутлӑхлӑ апат самантлӑха та татӑлмасан тата вӗсене тивӗҫлӗ условисенче тытсан курӑмлӑ ҫитӗнӳ пулатех.

Помоги переводом

Никоновсем районта кӑтартуллӑ ӗҫлесе пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%bd%d0% ... %8b%d1%80/

Хан ҫакна пӗр самантлӑха та манма пултараймасть: Крымра престолшӑн ҫапӑҫу пӗтмен.

Помоги переводом

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑн хӑйӗн ҫулне кура мар тӗреклӗ те яштак кӗлетки, ват ҫынла кӑшӑлласа кастарнӑ сарӑ ҫӳҫӗ, кулнӑ чухне сар ҫу пек ирӗлсе, ҫиҫсе тӑракан сӑн-сӑпачӗ самантлӑха та куҫ умӗнчен кайма пӗлмест.

Помоги переводом

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Лӑпланӑр-ха самантлӑха, тӑвансем! — сылтӑм аллипе сулчӗ делегатсем еннелле.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Самантлӑха пӳлӗм шӑпланчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Урбанов пӗр самантлӑха ҫухалса кайрӗ, вара сиксе тӑма хӑтланчӗ, ҫумри браунингне кӑларчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр самантлӑха Соня тӗнчере нихҫан та пулман пекех туйӑнса кайрӗ Мишӑна.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пачӑшкӑ кӗлтуса кайнӑ хыҫҫӑн Укҫине самантлӑха тӑна кӗчӗ, пухӑннӑ тӑванӗсем ҫине чылайччен пӑхса выртрӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Раман Раманчран тилмӗрсе ыйтсан тин ӑна халат, урисене калуш тӑхӑнтарса пӗр самантлӑха кӗртнӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑй самантлӑха пӳлӗмрен тухрӗ…

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр самантлӑха пӳртре ним майлӑ пулчӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗсле ялне качча тухрӗ… хи-хи-хи! — хуйхи-суйхине самантлӑха манса, кулса ячӗ Микула кум та.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Джесси ун хыҫҫӑн пырать, Детрей пӑхӑнуллӑн хупма тӑрӑшнине пӑхмасӑр алӑка тытса чарчӗ те — коридоралла, каяканскере, тертленсе самантлӑха чарӑннӑскере, каласа хучӗ:

Джесси шла за ним и, придержав дверь, которую он хотел покорно закрыть, сказала с порога, в коридор, — уходящему, остановившемуся в мучениях:

ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

…Кӑкӑрӗ умне хӗрлӗ розӑсем ҫупӑрласа тытнӑ хура тумлӑ хӗрарӑм, масар хапхи патне ҫитсен, сывлӑш ҫавӑрас тесе-ши е урах сӑлтавпа — самантлӑха чарӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Алӑк тӗлне ҫитсен, самантлӑха шӑп пулчӗ: итлесе тӑчӗ-ши е тӗм шухӑша кайрӗ?

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эсӗ вара самантлӑха та, пӗртте мӗн асран каймастӑн.

Помоги переводом

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эверкки самантлӑха куҫне хупрӗ: ылтӑн шывӗпе ӳкерӗччӗ вӑл тӗнчери ҫак чи чаплӑ та тутлӑ ҫӑкӑра, кукамӑшӗ тур кӗтессинче тытакан турӑш пек упрӗччӗ.

Помоги переводом

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эверкки, сывлӑш ҫавӑрса илмелле, йӗлтӗр туйи ҫине пӑхса тӑчӗ самантлӑха, унтан — малалла калаҫрӗ:

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Сунарҫӑсем ҫӑткӑнлӑхпа антӑхса хыттӑн кӑшкӑрса ячӗҫ, Гента самантлӑха манӑҫа хӑварчӗҫ.

Громкий крик жадного восторга вырвался у охотников. На мгновенье Гент был забыт.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней