Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурнӑҫ вӑл — илемлӗ япала, вӑл парнесем, йӑпанмаллисем, тӗрлӗрен вӑйӑсем ыйтать, пурнӑҫа кӑмӑла килентерсе пурӑнас пулать.Жизнь — красавица, она требует подарков, развлечений, всякой игры, жить надо с удовольствием.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков диван ҫинче чӗлӗм туртса выртнӑ, вӑл хӑй пуринпе те тӑраннипе, тек нимӗн те тӑвас килмен туйӑмпа киленнӗ; ҫак туйӑма вӑл пурнӑҫра нимрен те хакла хунӑ, уншӑн пулсан, пӗтӗм пурнӑҫ тӗллевӗ ҫакӑнта пулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӳсӗрӗлме пуҫланӑ пирвайхи минутсем аван мар пулнӑ, эрех Петр хӑй ҫинчен, ҫынсем ҫинчен шухӑшланисене тата хаяртарах, йӳҫекрех тунӑ, пӗтӗм пурнӑҫа усал, темле шурлӑхри пек симӗс тӗслӗ туса хунӑ, ӑна вӗресе тӑнӑ пек хӑвӑртлатнӑ; Артамонова пурнӑҫ ҫавӑн пек вӗрени хӑйне ҫавӑрнӑ, пӑтратнӑ пек, ҫитес минутра ӑна таҫта кӑларса ывӑтас пек туйӑннӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пурнӑҫ — кӗрешӳ, пурнӑҫра лирика, пуҫа ҫухатса ҫуйӑхни — вырӑнсӑр тата кулӑшла та…Жизнь — борьба; лирика, истерика неуместны в ней и даже смешны…
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Малтанах ку пурнӑҫ ӑна хӑйӗн астарса яракан чарусӑр та намӑссӑр сӑмахӗсемпе тата туйӑмӗсемпе тӗлӗнтерчӗ, — ун ҫинчен вӑл унчченех илтнӗччӗ, анчах куҫпа тата та ытлараххине курчӗ: ку пурнӑҫра пӗтӗмпех ытлашши чарусӑр та ирӗклӗ пулнӑ, пӗтӗм ирсӗрлӗхпе намӑссӑрлӑх йӗрӗнмелле уҫҫӑн курӑнса тӑнӑ, ҫав намӑссӑрлӑх ҫинчен хурлӑхлӑ юрӑсем юрланӑ, Зинаидӑпа унӑн юлташ-хӗрӗсем ҫав намӑссӑрлӑха — юрату тенӗ, ҫав намӑссӑрлӑхра темле ҫивӗч, йӳҫӗрех эрехрен те хытӑрах ӳсӗртекен япала пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Упӑшки сахал калаҫнӑ, калаҫсан та — килти ӗҫсем ҫинчен ҫеҫ калаҫнӑ, сайра хутра кӑна Наталья ӑнланман пурнӑҫ — хресченсен, помещиксен пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Боринӑн пурнӑҫӗ — хаклӑ пурнӑҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫав урамсемех вӑл хӑй ҫуркунне, Севастопольре пурӑннӑ чух курнӑ урамсемех, ҫав-ҫавах, ӗлӗкхинчен те тӑтӑшрах, ҫутӑсем чуласа иртеҫҫӗ, шилетнӗ, йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, аманнисем тӗл пулаҫҫӗ, батарейӗсем те, брустверӗсем те, траншейӗсем те ҫав-ҫавах, унчченхисемех; анчах та темшӗн халь кусем пурте салхуллӑрах пек, ҫав хушӑрах тата пурнӑҫ тени вӑйлӑнрах тапса тӑрать пек, — ҫуртсене ытларах шӑтӑкласа пӗтернӗ, чӳречесенче ӗнтӗ, Кушин ҫуртне (госпитале) шута илмесен, ҫутӑсем пачах курӑнмаҫҫӗ, хӗрарӑмсене курма ҫук, — халӗ ӗнтӗ унчченхилле пӗр хуйхӑ суйхӑсӑр тенӗ пек, пӗрре хӑнӑхнӑ пек пурӑнни мар, пур ҫӗрте те темӗскере йывӑррӑн кӗтни, ывӑнни, пурнӑҫ тӑвӑнса тӑни палӑрать.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн чирӗ сарӑлни пурнӑҫ юхӑмне пӑтраштарса ячӗ, ҫавна май пирӗн маларах палӑртса хунӑ плансене васкавлӑн тӳрлетӳсем кӗртме, пурнӑҫӑн ҫӗнӗ условийӗсене хӑнӑхма тиврӗ.
Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе саламлани // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2020/12/30/glava- ... et-s-novim
Енчен те Ҫӗнӗ ҫултан пӗтӗм киввине, усӑсӑррине, лайӑх маррине пӑрахса ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫлама май килсен, ун чухне вара ку уяв пулӗччӗ, хӑвна яланхи пекех кичем тата усӑсӑр пурнӑҫ кӗтнине пӗлетӗн те мӗн савӑнасси вара…
Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ӑна, Бена, хӑйне ывӑлӗ парнеленӗ пӗтӗм пурнӑҫ, пӗтӗм пурнӑҫ кирлӗ пулнӑ.Ему, Бену, теперь понадобится вся жизнь, вся жизнь, которую подарил ему мальчик.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Ӗҫ пурнӑҫ саккунӗ пулнине мӗн ачаран пӗлекен, ҫӑкӑра тар юхтарса тупмаллине (библире ҫакӑн пек калани пӗтӗм этемлӗхшӗн йӗрке пулса тӑчӗ) ҫамрӑкран ӑнланнӑ ҫынна пурнӑҫра пысӑк ӗҫ тума пӳрнӗ, мӗншӗн тесен кирлӗ кунра, кирлӗ вӑхӑтра унӑн ҫак ӗҫе тума вӑй та, хал та ҫителӗклӗ туйӑнать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе шухӑшласа пурӑннӑ ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗчӗ унӑн — вӑл хулара паллӑ ҫын пулса тӑчӗ.Он достиг того, к чему стремился всю жизнь, — власти, стал видным человеком в городе.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫак пурнӑҫра вилес тени вӑл ҫӗнӗ мар, анчах пурнӑҫ тӑвасси нумай йывӑртарах.В этой жизни помереть не трудно. Сделать жизнь значительно трудней.
Сергей Есенина // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 58–64 с.
— Пурнӑҫ шкулӗнче вӗренетӗн, — ӑнлантарчӗ Матюшкин, шӗвӗр вӗҫлӗ пирус чӗркесе, — пурнӑҫ ав мӗнле пирӗн.— Жизни учиться будешь, — пояснил Матюшкин, свертывая козью ножку, — жизнь-то наша вот какая.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
«Ылханлӑ тӑшман пурнӑҫа йӑлтах пӑтраштарса ячӗ. Самана чипер пулнӑ пулсан, халӗ савӑнса ҫеҫ пурӑнмаллаччӗ ӗнтӗ. Пурнӑҫ мӗн тери лайӑхланса ҫитнӗччӗ! Халӗ акӑ вӑрҫӑ пуҫланчӗ…» — шухӑшларӗ Надежда Самойловна, тавралла пӑхса.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ эсир, пирӗн пурнӑҫ авӑ, ҫӑлкуҫ пек вӗресе тӑрать.
34 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ялта пурнӑҫ ҫав тери хӑрушланса кайрӗ, ҫынсем ку пурнӑҫпа ниепле те килӗштереймеҫҫӗ.
23 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
— Эпир вӗсене хамӑр пурнӑҫ ҫинчен, вӗсем пире хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парӗҫ, — терӗ Митя.— Мы расскажем им о нашей жизни, а они нам о своей, — говорил Митя.
3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пурнӑҫшӑн хӑрушӑ та тискеррӗн курӑнакан космосра пурнӑҫ усӑ куракан хӗсӗк коридорсем кӑна, ҫав коридорсем вӗсен пит-куҫне, сӑн-сӑпатне палӑртаҫҫӗ те.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.