Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр минутлӑха ҫеҫ кӗнӗ Ермолай: «Вӑл ухмах» (куратна, мӗнле сӑмаха юратать! — тесе илчӗ Филофей ҫур сасӑпа) — «вӑл ухмахскер укҫан шутне пачах та пӗлмест», тесе ӗнентерме тытӑнчӗ, — сӑмах май вара, вӑл мана акӑ мӗне асаилтерчӗ: пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗк халӑх нумай иртсе ҫӳрекен вырӑнта, икӗ пысӑк ҫул тӑваткалӗнче, манӑн аннеҫӗм тунӑ постоялӑй двор, — унта хуҫа пулса тӑма лартнӑ дворовӑй чӑнахах та укҫасен шутне пӗлмен пирки, — пӗтӗмпех саланса кайрӗ, ҫав дворовӑй укҫасене вӗсем миҫе пулни тӑрӑх хаклатчӗ, урӑхла каласан, сӑмахран, четвертак кӗмӗл укҫана ултӑ пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫалла паратчӗ, хӑй ҫапах та хытӑ ятлаҫатчӗ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Вӑл кӑшт кӑна Павел Петровичпа пулнӑ дуэль ҫинчен каласа паратчӗ, анчах хӑй кун пеккипе интересленет тесе шутласран ҫеҫ чарӑнса тӑчӗ, вара ку вӑхӑтра эпӗ пӗтӗмпех ӗҫлерӗм тесе ответлерӗ.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Суворов патӗнче пулнӑ, Альпа урлӑ каҫни ҫинчен ҫаплах каласа паратчӗ.При Суворове служил и все рассказывал о переходе через Альпы.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Мана мӗн тери усӑллӑ канашсем паратчӗ… пуринчен ытла… пуринчен ытла хӗрарӑмсем тӗлӗшпе.Какие он мне давал полезные советы… особенно… особенно насчет отношений к женщинам.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫынсене сӑнасси киленӗҫ паратчӗ мана — тӗрессипе эпӗ вӗсене сӑнамастӑм, эпӗ, темӗнле пит савӑнса, виҫесӗр кӑсӑкланса тӗпчеттӗм.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Манӑн атте ун пек хитре пикене хӑй ӗмӗрӗнче нихҫан та курман тесе каласа паратчӗ.Отец мой признавался, что никогда он не видывал во всю жизнь свою ничего подобного.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Юратакан упӑшка аллинче вӑл никам хаклама пӗлмен чаплӑ мӑшӑр пулатчӗ, упӑшки унпа райри пекех пурӑнатчӗ, ӑна хӑйӗн пуянлӑхӗнчен хакла хуратчӗ; вӑл пӗр-пӗр паллӑ мар ҫемьере ҫут ҫӑлтӑр пек ҫуталса тӑратчӗ, хӑйӗн илемлӗ тутисене хускаткаланипех кӑмӑллӑ приказанисем паратчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Сысой Сысоич хӑй те вӗсене персе вӗлерни ҫинчен каласа паратчӗ.
Хӑрасси ӑҫтан пуҫланса кайнӑ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.
— Кӑвак ҫутӑлла пуҫласа тӗттӗм пуличчен тертленеттӗмӗр, ҫӗр вара пире ҫиленнӗ пекех, тыррине питӗ хӗрхенсе паратчӗ.— Хлопотали от зари до зари, а земля-то скупо благодарствовала, словно серчала на нас.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Иван Денисович класс доски умӗнче утса ҫӳресе пире гидравлически пресс епле майпа ӗҫленине ӑнлантарса паратчӗ.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Чи йывӑр мыскари вара ак ҫакӑччӗ: Федюша ҫип вӗҫне аш татӑкӗ ҫыхса Каштанкӑна паратчӗ те, ӑна вӑл ҫӑтса янӑ-яманах, хыттӑн кулса каялла туртса кӑларатчӗ.
II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
— Тивнӗ пулсан, атте паратчӗ те-ха ӑна!
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Атте пурӑннӑ пулсан, паратчӗ те-ха вӗсене!» — ним тума пултараймасӑр тарӑхса шухӑшланӑ Костя, мачча ҫинче кукӑр-макӑр мӗлкесем ҫыхлана-ҫыхлана, салана-салана кайнине пӑхса.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗрентекен йывӑр тема паратчӗ те сочинени ҫырма калатчӗ.
«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№
Пӗлтӗр вӑл мана команда паратчӗ, халӗ эпир вырӑнсене улӑштартӑмӑр пулать.В прошлом году он мною управлял, а теперь мы вроде ролями поменялись.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Урок темине пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса яланах лайӑх ӑнланмалла каласа паратчӗ.
Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14
Ҫакна сире пӗлтерме васкатӑп: пирӗн Гриша кӗҫех чунне турӑ аллине паратчӗ, халӗ вӑл, мухтав турра, сывах та урах, сире те турӑ пулӑшнипе ҫавнах сунатпӑр, сывлӑхлӑ та ырлӑхлӑ пулма сума-сӑватпӑр.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вырӑс грамматикине вӗрентекен Никифор Тимофеевич Деепричастие ятлӑ учитель ҫапла каласа паратчӗ, пурте Шпонька пек тӑрӑшса вӗреннӗ пулсан, вӗренерен тунӑ линейкӑна класа илсе ҫӳремен пулӑттӑм, тетчӗ.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Праҫниксенче чиркӗве кайсан вара апостола яра паратчӗ, халь пулсан ӗнтӗ, вӑл вуланине илтес-тӗк, пуп ывӑлӗ те пытанса ларӗ.В праздник отхватает апостола, бывало, так, что теперь и попович иной спрячется.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Асатте аппӑшӗ каласа паратчӗ, тет, пуринчен ытла вӑл ӑна кураймастчӗ, тет, леш хайхи Опошнянск ҫулӗ ҫинчи хупаха пӑрахса хӑварнӑшӑн тарӑхатчӗ, тет.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.