Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куками куляннине хам илтрӗм: «Темле ҫӑмӑлланӗ ӗнтӗ, чун-чӗре ырра вӑркамасть-тӑр, тулли хӗрарӑмӑн хӑрах ури тупӑкра теҫҫӗ те — Тур упратӑрах», — терӗ кӳршӗри Марье аппана…
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Темле вӑл пӗтӗмпе тӳрленсе тӑчӗ, тата ҫӳлӗреххӗн курӑнчӗ, аллисене те вӑйлӑрах саркалама тытӑнчӗ, аллинчен ӳкекен акӑш-макӑш пысӑк мӗлкесем кӳршӗри йывӑҫсем ҫинче сиккелесе тӑраҫҫӗ.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
— Мана кӳршӗри карчӑк каларӗ.
VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Пысӑкки мана хамӑр кӳршӗри Кривохижа Яккавӗ пек курӑнчӗ.
II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Пӗр каҫхине Лодьӑпа Машӑна кӳршӗри яла ҫитсе колхоз председательне костёра чӗнме яраҫҫӗ, колхоз председателӗ Социализмлӑ Ӗҫ Геройӗ.
«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.
Аниҫҫе кӳршӗри хӗрарӑмсемпе начар пурӑнман, анчах ҫапах та хӑвӑн ҫемьери пӗчӗк савӑнӑҫ е хуйхӑ ҫинчен ют ҫынсене каласа кӑтартаймастӑн вӗт.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӳршӗри Антоновка салине те малтан чӑвашсемех йӗркеленӗ, унта ҫӗр улпучӗсен вӑхӑтӗнче вырӑссем куҫса килсен никӗслекенсен йышӗ урӑх ҫӗре куҫса ларать.
Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Кӳршӗри ҫуртсен тӑррисем йӗпе пулнӑ, унта темӗн чухлӗ ҫын кӗпӗрленсе тӑнӑ, вӗсем кашни вӗҫсе ӳкнӗ хӗлхеме сӳнтернӗ.Крыши соседних изб были мокрыми, на них лепились люди, гасили каждую залетевшую искру.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах пӗтӗм ӗҫ вӗсенчен илмелли опытра пулсан, мӗншӗн кӳршӗри колхозсем ҫав опыта темиҫе ҫул хушшинче те вӗренсе ҫитме пултараймаҫҫӗ-ха?
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тури Дон тӑрӑхӗнче хыпса илнӗ вут-кӑварӑн хӗмӗсем кӳршӗри Хопер округне те сиксе ӳкеҫҫӗ.Искры верхнедонского пожара перекинулись и в соседний Хоперский округ.
LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗрлӗармеецсем кӳршӗри казаксене чӗнме каларӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӳршӗри картишӗнче тахӑшӗ савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ:
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Суворов тӑшман хулин кукӑр-макӑр, ансӑр урамӗпе лаша ҫинче пынӑ, курах каять — кӳршӗри ҫурт хапхинчен вырӑс салтакӗ чупса тухать, хул хушшинче хур.
Патаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Лавкка патӗнче экспедици лавӗсем ҫинчи апат-ҫимӗҫпе хӗҫ-пӑшала валеҫсе илнӗ вӑхӑтра кӳршӗри пӗр ҫуртра Подтелкова тытас ӗҫе хутшӑннӑ хуторсен представителӗсенчен васкаса йӗркеленӗ ҫар сучӗ ӗҫлерӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бойченкӑпа Кондратьев сӑмах тухса каланӑ хушӑра, Сергей кӗскен пилӗк ҫуллӑх плана тултарасси ҫинчен каласа, чи хастар строительсен ячӗсене асӑннӑ хушӑра, кӳршӗри станицӑран килнӗ ҫынсем сӑмах тухса каланӑ хушӑра, оркестр каласа темиҫе хут та алӑ ҫулни шыв тӑрӑх янраса кайнӑ вӑхӑтра сӗтелсем ҫине ӗҫме-ҫиме лартса тухрӗҫ.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗрре ҫак кунсенче Тимофей Ильич Тутаринов сӑрт ҫине хӑпарчӗ те (вӑл кӳршӗри хутора кумӗ патне кайнӑччӗ), чул ҫине ларса, тахҫанччен куҫ илмесӗр станица ҫине пӑхрӗ.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эсӗ, Афанасий, кӳршӗри стансене кай та звеньевойсене, пӗр пысӑк ыйту сӳтсе явма кунта, ман пата пуҫтарӑнма кала…
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Апла иккен: пӗр Голубева ҫӗрне анчах нӳр кирлӗ, кӳршӗри ҫӗр пурӑнтӑр хӑй пӗлнӗ пек.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кривцов кӳршӗри пӳлӗмре питне ҫунӑ, Сергей чӳрече умӗнче, шухӑша кайса, пӗлӗт ҫине пӑхса тӑнӑ, — тирек йывӑҫсене, килкартине, шӗвӗр тӑрӑллӑ сарая каҫхи тӗттӗм хупларӗ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр сивӗ ир Сергей Марьяновскине кайрӗ, суйлавҫӑсемпе малтанхи хут тӗл пулма вӑл мӗншӗн кӳршӗри район станицине кайнине никам та ӑнланайман.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.