Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑкӑр, какай, ҫу тата ытти ҫимӗҫсем ыйтаҫҫӗ.
Йывӑр урок // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Унта ҫекӗлсем ҫине какай ҫакса янӑ иккен.
Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ӑшаланӑ какай шӑрши тата кӑвар ҫине юхса ҫунса кайнӑ ҫу сӗрӗмӗ, ҫуннӑ тӑвар шӑршипе хутшӑнса, карланкӑна кӑтӑклантарса ҫиес кӑмӑла ҫӗклентерет.Запахи жареного мяса и чад от стекающего на угли жира дразнили аппетит.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Чернослив ҫине какай татӑкне хутӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вара эпӗ какай ҫинчен аса илтӗм те тӗмӗсем хушшине кайса илсе килтӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ кӑвайт хурса курӑкпа витрӗм, унтан какай татӑкне кинжал ҫине тирсе шаритлерӗм те галетсемпе ҫисе ятӑм.Я сложил костер, подсыпал углей и, насадив на кинжал кусок мяса, изжарил его и съел с галетами.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ кинжалпа сӗрсе йӗр турӑм та, тирне тавӑрса хурса, темиҫе хулӑн татӑк какай касса илтӗм.Я надрезал кинжалом и закатал кожу на лопатке, вырезал несколько толстых кусков мяса.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Какай шӑрши манӑн хырӑм выҫҫине туйтарчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑйӗн чӑн шанчӑклӑ ҫыннисен Куртпа ватӑ камердинерӑн тырӑ складне, леҫсе пама ӗлкӗреймен какай сыхланакан нӳхрепе тата атӑ-пушмаксӑр ларакан хӗрсене питӗрсе илнӗ кивӗ витене вут чӗртсе хӑвармалла пулнӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Унӑн упӑшкине арестленӗ чух эсэсовецсем вӗсен кӗлечӗсене тап-таса тасатса кайнӑ пирки тӑлӑха юлнӑ арӑм начар та выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннине пӗлсе, вӑл партизансем хӑварнӑ ҫыхха ӑҫта хунине каласа парсассӑнах, ӑна ҫӑнӑх, кӗрпе, краҫҫын, какай пама пулнӑ.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Ун хӑлхине паллӑ, ҫав вӑхӑтрах ӑнланмалла мар сӑмахсем: ҫӑкӑр, какай, ҫу ҫинчен каланисем пырса кӗнӗ.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Ӳтрен пӗр тӗпренчӗк какай чӗпӗтсе илет те хӑямата кӗрех вӗҫсе каять.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑрӑмтуна пек юн ӗҫмест вӑл, ӳт ҫине ларать те какай ӑшне ҫисе кӗрет.Она не пьет кровь, как комар, а садится на тело и вгрызается в мясо.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Паша инке ҫемҫелсех кайрӗ: пиччене пӗҫернӗ какай та, чей те пачӗ, чӗлӗм туртма та чармарӗ.Тетя Паша совсем добрая стала: дала дядьке и вареного мяса, и чаю, и курить позволила.
Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Анчах кӑшт тӑрсанах вӗрилентерсе пӑрахрӗ, хӑстарма пуҫларӗ, Паша инке хыпӑнса ӳкрӗ те телефонпа шкула амӑшне шӑнкӑравларӗ, амӑшӗ чупса килчӗ, тухтӑр ҫитрӗ, Серёжӑна салтӑнтарчӗҫ, бинтне салтрӗҫ, ахлатрӗҫ, ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗҫ, анчах вӑл ним те калаймарӗ — вӑл киревсӗр, ирсӗр тӗлӗксемпе аташрӗ: тахшин, улӑп пекскер, хӗрлӗ майкӑллӑскер тӑрать, ҫутӑ кӗрен ҫара аллисенчен ирсӗр чернил шӑрши кӗрет, — йывӑҫ пукан, ун ҫинче выльӑх пусакан какай ваклать, — юнпа вараланса пӗтнӗ вӑрҫакан арҫын ачасем…
Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Биржа коменданчӗн кабинечӗ алӑкӗ уҫӑлчӗ те, унтан юнпа какай муклашкине кӑларса ывӑтрӗҫ.Распахнулась дверь кабинета коменданта биржи, и оттуда вышвырнули комок крови и мяса.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ӑҫта килчӗ унта ӑнланса илмелле мар пӑр татӑкӗсен йӑранӗсем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, пӑр татӑкӗсем хӑйсене какай турамалли ҫав тери пысӑк машина витӗр кӑларнӑ пекех туйӑнаҫҫӗ.
Ылтӑн йӗлтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
— Пурте алӑк умӗнче выртаҫҫӗ вӗт: ҫу та, какай та, пулӑ та, консервӑсем те…— Ведь около двери всё лежит: и масло, и мясо, и рыба, и консервы.
Арктика «хуҫи» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Какай илер.
Юлашки парне // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Эпӗ сире валли какай илсе килтӗм.
Юлашки парне // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.