Поиск
Шырав ĕçĕ:
Патша ӗнтӗ хӑйӗн пӗр ҫыннине ҫак хӗрарӑм патне янӑ: ҫак хӗрарӑмӑн мӗн пулнӑ пӗтӗмпех, кунтан пӑрахса кайнӑранпа паянччен ун ҫӗрӗнчен илнӗ пур тупӑша та, ӑна каялла тавӑрса парӑр, тенӗ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Елисей каланӑ: Турӑ пур, эпӗ Унӑн умӗнче тӑратӑп! ҫук, илместӗп, тенӗ.16. И сказал он: жив Господь, пред лицем Которого стою! не приму.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Елисей каланӑ ӑна: сана мӗн туса пулӑшам-ши? кала-ха, санӑн килӳнте мӗн пур? тенӗ.2. И сказал ей Елисей: что мне сделать тебе? скажи мне, что есть у тебя в доме?
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӗнтӗ ун патне пынӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, 16. вара каланӑ ӑна: акӑ пирӗн, санӑн чурусенӗн, аллӑ ҫын пур; пурте вӑйлӑ вӗсем; кайччӑр та сан хуҫуна шыраччӑр вӗсем; Турӑ Сывлӑшӗ ӑна илсе кайрӗ пулӗ те пӗр-пӗр ту ҫине е пӗр-пӗр айлӑма ӳкерсе хӑварчӗ пулӗ, тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Иосафат пур тӗлӗшпе те хӑй ашшӗ Аса ҫулӗпе ҫӳренӗ, унран пӑрӑнман, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ.43. Он ходил во всем путем отца своего Асы, не сходил с него, делая угодное пред очами Господними.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Лешӗ каларӗ: тухӑп та унӑн пур пророкӗн чӗлхи-ҫӑварӗнче те суя сывлӑш пулса тӑрӑп, терӗ.22. Он сказал: я выйду и сделаюсь духом лживым в устах всех пророков его.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Михей каланӑ: Турӑ пур! эпӗ Туррӑм мӗн каланине калӑп, тенӗ.14. И сказал Михей: жив Господь! я изреку то, что скажет мне Господь.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль патши Иосафата каланӑ: пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать — Иемвлай ывӑлӗ Михей вӑл, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Ҫӳлхуҫа ҫапла калать:] акӑ Эпӗ сан ҫине хӗн-хур яратӑп, сан хыҫҫӑн шӑлса тухӑп та Ахавӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп; 22. Мана ҫиллентернӗшӗн, Мана вӗчӗрхентернӗшӗн, Израиль халӑхне ҫылӑха кӗртнӗшӗн Эпӗ сан килне Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнинех, Ахия ывӑлӗн Ваасан килне мӗн кӑтартнинех кӑтартӑп, тет.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кӑнтӑр тӗлӗ иртнӗ, вӗсем пур — ҫаплах-ха, каҫхи парне кӳрес вӑхӑт ҫитичченех, урса кайса кӑшкӑрашнӑ; анчах нимӗнле сасӑ та пулман, нимӗн те илтӗнмен.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! манӑн пӗҫерсе хуни нимӗн те ҫук, чӗресре те пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх ҫеҫ, тата чӳлмекре пӑртакҫӑ ҫу пур; акӑ пӗр-икӗ пуленкке вутӑ пуҫтарса кайӑп та ывӑлӑмпа иксӗмӗр валли ҫав мӗн пурринчен пӗҫерсе хатӗрлӗп; ҫисе ярӑпӑр та ӑна, вара выҫӑ вилмелли анчах юлать, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл пур тӗлӗшпе те Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫулӗпе ҫӳренӗ, ун ҫылӑхӗсенех туса пурӑннӑ; Иеровоам пекех, хӑйсен йӗрӗхӗсене туса, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ, Израиле те ҫылӑха кӗртнӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вааса ҫинчен Иуя, Ананий ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Эпӗ сана, тӑпра-тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе, Израиль халӑхӑмӑн ҫулпуҫӗ туса лартрӑм, эсӗ пур — Иеровоам ҫулӗпе кайрӑн, Израиль халӑхӑм Мана хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе ҫиллентерсе тӑтӑр тесе, ӑна ҫылӑха кӗртрӗн, 3. ҫавӑнпа Эпӗ Вааса килне, ун йӑхӗн килне те пӑрахӑҫа кӑларатӑп; Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнӑ, санӑн килне те ҫавнах кӑтартӑп; 4. Вааса кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ, тенӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсен ҫӗрӗ ҫинче тата аскӑнчӑксем те пулнӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хӑваласа янӑ халӑхсен пур ирсӗрлӗхне те туса тӑнӑ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кай та Иеровоама кала: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ сана ахаль халӑх хушшинчен ҫӗклесе Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫне лартрӑм, 8. патшалӑха Давид килӗнчен туртса илсе сана патӑм; эсӗ вара Давид чурамӑм пек мар; вӑл Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑнӑ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем анчах туса, пӗтӗм чӗрипе Ман хыҫҫӑн пынӑ; 9. эсӗ хӑв умӗнхи патшасенчен пуринчен те япӑхрах хӑтлантӑн, кайран та, Мана ҫиллентерсе, ху валли урӑх турӑсем, йӗрӗхсем турӑн, Ман хыҫҫӑн пыма пӑрахрӑн; 10. ҫавӑншӑн Эпӗ Иеровоам килӗ ҫине хӗн-хур яратӑп, Иеровоамӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп, Иеровоам кил-ҫуртне ҫӳп-ҫап шӑлса кайнӑ пек тӗппипех шӑлса тӑкӑп, тет; 11. Иеровоам кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ — ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн та Иеровоам хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнман, халӑх хушшинчен тӳпем вырӑнсен священникӗсене лартсах тӑнӑ; камӑн кӑмӑл пур, ҫавна священника кӗртнӗ вӑл, вара лешӗ тӳпем вырӑнсен священникӗ пулса тӑнӑ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ют ҫӗршывсенчен илнӗ пур арӑмӗ валли те ҫапла тунӑ вӑл; лешӗсем ӗнтӗ хӑйсен туррисем умӗнче тӗтӗрсе, чӳк туса тӑнӑ.8. Так сделал он для всех своих чужестранных жен, которые кадили и приносили жертвы своим богам.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Тата вӑл Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чикки таран пур тинӗс ҫинче те хуҫа пулса тӑнӑ.][И господствовал он над всеми морями от реки до земли Филистимской и до пределов Египта.]
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унӑн чӗрине Турӑ хывнӑ ӑслӑлӑха итлесе пӑхасчӗ тесе ҫӗр ҫинчи пур [патша та] Соломонпа курнӑҫма май шыранӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.