Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Вӗсем пурте пӗрле хӑйсен танатине кӗрсе ӳкчӗр, эпӗ унта ҫакланам мар.
Пс 140 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Шурӑмпуҫ ҫуначӗ ҫинче тинӗс хӗррине ҫитӗп-и — 10. Санӑн аллу мана унта та шыраса тупӗ, мана сылтӑм аллу тытса тӑрӗ.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл — пуҫа сӗрнӗ ытарайми ҫу пек, сухал ҫине, Аарон сухалӗ ҫине, унӑн ҫухи ҫине юхса анакан ҫу пек; 3. вӑл — Ермон тӑвӗ енчен килсе, Сион тӑвӗ ҫине ӳкекен сывлӑм пек: Ҫӳлхуҫа унта пиллӗх, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ панӑ.
Пс 132 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. «Ку — Манӑн ӗмӗрлӗхе канӑҫлӑх вырӑнӗ: ҫакӑнта вырӑнаҫӑп: Эпӗ ӑна кӑмӑлларӑм. 15. Унӑн ҫимӗҫне пиллемеллипех пиллӗп, унӑн кӗлмӗҫӗсене тӑраниччен ҫӑкӑр ҫитерӗп; 16. унӑн священникӗсене ҫӑлӑнӑҫ тӑхӑнтартӑп, унӑн сӑваплӑ ҫыннисем савӑнмаллипех савӑнӗҫ. 17. Унта Давид валли мӑйрака ӳстерӗп, ҫу сӗрнӗ ҫыннӑм валли ҫутӑ ҫутса лартӑп. 18. Унӑн тӑшманӗсене намӑс тӑхӑнтартӑп, ун ҫинче вара пуҫкӑшӑль ҫуталса тӑрӗ».
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унта — сут пуканӗсем, Давид килӗн аслӑ пуканӗсем лараҫҫӗ.
Пс 121 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ ӗнтӗ пирӗн урасем санӑн хапху умӗнче тӑраҫҫӗ, Иерусалим; 3. Иерусалим — ҫурчӗсене пӗр вӗҫӗмрен лартса тухнӑ хула, 4. унта, Израиль саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлхуҫа ятне аслӑламашкӑн ӑрусем, Ҫӳлхуҫа халӑхӗн ӑрӑвӗсем, ҫӳреҫҫӗ.
Пс 121 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӑл пушхир вырӑнне — кӳлӗ, ҫунса типнӗ ҫӗр вырӑнне ҫӑлкуҫӗсем тӑвать; 36. унта выҫӑхнисене вырӑнаҫтарать, вӗсем пурӑнмашкӑн хула лартаҫҫӗ; 37. хирсене тырӑ акаҫҫӗ, иҫӗм йывӑҫӗсем чӗртеҫҫӗ, унтан тухӑҫлӑ ҫимӗҫ пуҫтарса илеҫҫӗ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ чухнех, унта ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ чухнех, 13. пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран урӑх ӑру хушшине куҫса ҫӳренӗ чухнех 14. вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те чарнӑ: 15. «Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11-13. Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳпе савӑнтӑр, ҫӗр хӗпӗртентӗр; тинӗс те, ӑна тулли тӑваканнисем те шавлаччӑр; хир те, унта мӗн пурри те пурте савӑнччӑр, вӑрман йывӑҫӗсем те пурте хавасланччӑр: килет, ҫӗре сут тума килет.
Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ах, эсир халӗ Унӑн сассине илтес пулсанччӗ: 8. «чӗрӗре Мерива патӗнче, пушхирте Масса кунӗнче хаярлатнӑ пек ан хаярлатӑр, 9. унта Мана сирӗн аҫӑрсем сӑнарӗҫ, Мана сӑнарӗҫ-тӗрӗслерӗҫ, хӑйсем вара Манӑн ӗҫӗме курчӗҫ. 10. Ҫав ӑру Мана хӗрӗх ҫул вӗчӗрхентерчӗ, вара каларӑм: ку — чӗри аташакан халӑх; вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ, терӗм, 11. ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ, терӗм».
Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа халӑхсен йышне шута илнӗ чухне: «ҫавӑ унта ҫуралнӑ» тесе ҫырса хурӗ.6. Господь в переписи народов напишет: «такой-то родился там».
Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сион ҫинчен вара: «унта ҫав-ҫав ар ҫуралнӑ, ӑна Ҫӳлти Турӑ Хӑй тӗреклентернӗ» тейӗҫ.5. О Сионе же будут говорить: «такой-то и такой-то муж родился в нем, и Сам Всевышний укрепил его».
Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана пӗлекенсене Раава# тата Вавилона аса илтерӗп; акӑ филистимсем, Тир та, Эфиопи те: «ҫавӑ унта ҫуралнӑ» тейӗҫ.
Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ӑна Иосифа Египет ҫӗрӗнчен тухсассӑн — ҫакна астуса тӑччӑр тесе — панӑ, халӑх унта хӑй пӗлмен чӗлхе сассине илтнӗ: 7. «Эпӗ унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинчен йывӑр ҫӗклемне илсе пӑрахрӑм, ӗнтӗ унӑн аллисем кунтӑ йӑтассинчен хӑтӑлчӗҫ. 8. Хӗн курнӑ чухне Мана чӗнтӗн те — Эпӗ сана хӑтартӑм; аслати варринчен хуравларӑм сана, Мерива шывӗ патӗнче сӑнарӑм сана. 9. Эй халӑхӑм, итле, сана каласа хуратӑп: ах Израиль! эсӗ Мана итлесе пурӑнсанччӗ!
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл унта ҫӗмрен ҫулӑмне, хулкана, хӗҫе, вӑрҫа аркатрӗ.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрланакансене: «ан ӑссӑрланӑр» тетӗп, усал ҫынсене калатӑп: «мӑйракӑра ан ҫӗклӗр, 6. мӑйракӑра ҫӳлех ан ҫӗклӗр, чурӑс ан калаҫӑр» тетӗп: 7. ҫӗкленесси тухӑҫран та, анӑҫран та, пушхиртен те мар, 8. сут тӑваканни — Турӑ: Вӑл пӗрне ӳкерет, тепӗрне ҫӗклентерет: 9. курка — Ҫӳлхуҫа аллинче, куркара эрех вӗрет, унта темӗн те хутӑштарнӑ, Вӑл ҫав куркаран яра-яра парать.
Пс 74 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Турӑ, Эсӗ мӗнле пынине, манӑн Туррӑм, манӑн Патшамӑм сӑваплӑ Ҫурта пынине куртӑмӑр: 26. малта — юрлакансем, хыҫалта кӗвӗ калакансем пыратчӗҫ, варринче хӗрсем тӳнкӗр ҫапса пыратчӗҫ: 27. «эй Израиль вӑрлӑхӗнчен ҫуралнисем, пухусенче Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра мухтавлӑр!» 28. Унта вӗсен ҫулпуҫӗ — кӗҫӗн Вениамин; Иуда ҫулпуҫӗсем — вӗсен пуҫлӑхӗсем, Завулон ҫулпуҫӗсем, Неффалим ҫулпуҫӗсем.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл тинӗсе типӗ ҫӗр туса хучӗ; шыв урлӑ утса каҫрӑмӑр, эпир унта Уншӑн хаваслантӑмӑр.6. Он превратил море в сушу; через реку перешли стопами, там веселились мы о Нем.
Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн ура валли таната карса хучӗҫ; чунӑма таптарӗҫ; умӑма шӑтӑк алтса хучӗҫ, унта хӑйсемех кӗрсе ӳкрӗҫ.7. Приготовили сеть ногам моим; душа моя поникла; выкопали предо мною яму, и сами упали в нее.
Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем унта хӑрамалла мар ҫӗртех сехӗрленсе ӳкӗҫ: сана хирӗҫ пыракансенӗн шӑмми-шаккине Турӑ салатса тӑкӗ.6. Там убоятся они страха, где нет страха, ибо рассыплет Бог кости ополчающихся против тебя.
Пс 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.