Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫапса (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аруях! — хӗрарӑм аллисене тӑрук шарт ҫапса илчӗ.

— Батюшки! — вдруг всплеснула руками женщина.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Чарӑн, сутӑнчӑк чун! — кӑшкӑрчӗ Лузгин, чышкипе сӗтеле ҫапса.

— Цыц, продажная душа! — рявкнул Лузгии и грохнул кулаком по столу.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алӑка ҫапса лартсан, Корней тилхепене аллине илнӗ, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, урапа ҫуммипе уттарнӑ.

Забив дверь, Корней взял в руки вожжи и, не оборачиваясь, зашагал сбоку телеги.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хӑратчӑрах! — тӑваткал чышкипе сӗтел ҫине ҫапса, савӑт-сапана чӗтрентерсе, кӑшкӑрчӗ Егор.

— Пускай грозят! — с силой бросая на стол квадратный кулак и сотрясая посуду, крикнул Егор.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗнер станцирен хӑйӗн хӗрӗ пурӑнакан район хулине кайнӑ чухне ҫула май паллакан ялсене кӗрсен, вӑл ҫакӑн пекех чӳречисене ҫапса лартнӑ пӳртсем темиҫе те курчӗ.

Вчера, когда он ехал со станции в районный городок, где жила его дочь, по пути в знакомых деревнях ему не раз встречались такие же покинутые, с заколоченными окнами избы.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӗршӗннӗ сӑрӑ хӑмасемпе хӗресле ҫапса питӗрнӗ чӳречесен тӗттӗм шӑтӑкӗсене, тӗрленӗ хашакасен ванчӑкӗсемпе кивелнӗ пӳрт тӑррине, унта сарӑ анра ҫарӑкӑн имшер тунисем тӳпенелле туртӑннине курсан, унӑн чунӗ тӳсме ҫук хытӑ ыратса кайрӗ…

Криком кричала его душа, пока смотрел он на темные провалы окон, забитые крест-накрест серыми полуистлевшими досками, на обломки резных наличников, обветшалую крышу, где взошли и тянулись к небу желтые хилые кустики сурепки…

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чирлӗ хӗрӗн ашшӗ шӑлӗсене ҫыртса, аллине чӑмӑртаса тӑнӑ, хӑй хӗрне, чун тӑвӑнса ҫитнӗ йенне ҫапса вӗлерессӗнех туйӑннӑ, анчах вӑл ҫапла тӑнӑ ҫӗртех хӑйне сӳҫӗнчен ярса илнӗ те ҫинҫе, хӗрарӑм сасси пек сасӑпа уласа йӗрсе янӑ.

Отец больной девочки стоял с стиснутыми зубами и поднятым кулаком; казалось, он убьет ее с отчаяния, но он, ухватив себя за волосы, начал ныть тонким, почти бабьим голосом.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Унтан тата хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапса: «выльӑх-и эпир, выльӑх мар-и?» тесе шухӑшласа илет.

И, ударив по груди кулаком, опять подумает: — Звери мы, али нет?!»

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Вӗсене амӑшӗ ҫӗвви палӑрмалла мар хитре сапланӑ, пир тукмаккипе ҫапса ҫемҫетнӗ.

Оно было старое, но искусно залатанное матерью, выстиранное и выкатанное рубелем.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун хыҫӗнчен купцасемпе пупсен ҫиелтен хӑма ҫапса сӑрланӑ капӑр керменӗсем, пуян казаксен ҫурчӗсем — шӑпах ӗнтӗ «тӗттӗм казаксене сӗмсӗррӗн улталаса хӗҫпӑшаллӑ пӑлхава ҫӗкленӗ» хуҫасен килӗсем — йӳҫӗ тӗтӗм-ҫулӑмпа мӑкӑрланса юлчӗҫ.

А следом за ним горьким дымом и пламенем занимались ошелеванные пластинами, нарядные, крашеные купеческие и поповские дома, курени зажиточных казаков, жилье тех самых, «чьи плутни толкнули на мятеж темную казачью массу».

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑпах ҫав бригада, вирлӗн пырса ҫапса, Дон леш енне хӑваласа ячӗ те Мелеховӑн 1-мӗш дивизине.

Она-то и обрушилась на 1-ю дивизию Мелехова, отбросив ее за Дон.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кудинов, ахӑлтатса кулса, Григорие хулпуҫҫийӗнчен ҫапса илчӗ.

Кудинов захохотал, хлопнул Григория по плечу:

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил ӑна ҫӗр ҫине чалӑшшӑн ҫапса ҫутарчӗ.

Ветер косил его к земле.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Генерал Поляков шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ударлӑ ушкӑнӑн Фицхалауров генерал чаҫӗсемпе пӗрле, Макеевка слободи еннелле наступлени туса, хӗрлисен 12-мӗш дивизине хӑваласа ямалла, унтан, 13-мӗш дивизине Урал дивизине флангсенчен, тылран пыра-пыра ҫапса, Тури Дон округне кӗрсе каймалла.

По мысли генерала Полякова, группа совместно с частями генерала Фицхелаурова должна была ударить в направлении слободы Макеевки, сбить 12-ю красную дивизию и, действуя во фланги и тыл 13-й и Уральской дивизиям, прорваться на территорию Верхнедонского округа.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ хамӑра пӗр шухӑшпа кӑна лӑплантарасси юлнӑ: пире ҫапса пӑрахӗҫ-ха ӗнтӗ, анчах совет влаҫне шалчапа хӗнесе вӗлерейместӗн-ҫке!

Одна нам остается мысленная утеха, что хотя нас и уколотят, но ить Советскую власть колом не убьешь!

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утасса та вӑл ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе, шертепе ҫапса мӑкӑлтанӑ урине аран сӗтӗркелесе, утса пычӗ.

Он и шел-то будто по горячему, приплясывая, дергаясь всем телом, волоча перебитую жердью ногу…

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Рябчиков, урисене ывӑтса, атӑ кунчисене аллисемпе хыттӑн ҫатлаттарса ҫапса, хиврен хирӗлсе тухать, ҫапах та пурпӗр килӗшӳллӗн янӑракан тенорпа такмакласа, ташша хирме пуҫларӗ:

И Рябчиков пошел, выворачивая ноги, жестоко ударяя в голенища ладонями, подпевая резким, но приятным тенором:

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сахал пар — паянах питлӗх ҫапса макӑрма пуҫлатӑн: «Кайса леҫрӗм юлташсене, вӗсем ав, кӗсел аврисем, пурӗ те пилӗк тенкӗ тыттарса ячӗҫ!» — тейӗн.

Мало дай — собакам на хвосты навяжешь: «Вот, вез товарищей, дали один пятерик, такие-сякие!»

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ординарец, маларах разведчикра ҫӳренӗшӗн, ҫул тӑршшӗпех сӑмах чӗнмесӗр пычӗ, ҫил ҫинче, лаши юртнӑ хушӑрах, хӗвелҫаврӑнӑш кӗлӗ ӑшӗнче пӗҫернӗ шӑршлӑ ӑвӑ таткине ҫулупа ҫапса тивертрӗ те, ӑвва тӗреклӗ ывҫине илсе, чӗлӗм чӗртрӗ.

Ординарец, в прошлом — разведчик, всю дорогу молчал, на ветру, на рыси закуривал, высекая кресалом огонь, забирая в ядреную пригоршню ком вываренного в подсолнечной золе пахучего трута.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑшман ҫӗкленӗ хӗҫе вӗлт ҫеҫ ҫапса ывтӑнтарса яма е кӗскен, хуллен сӗртӗнсе илсех, аллине хускалми тума сайра ҫын вӗренсе ҫитме пултарать.

Есть прием, очень немногим дающийся, как еле заметным движением выбить у врага оружие или коротким, несильным прикосновением парализовать руку.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней