Поиск
Шырав ĕçĕ:
25. Айванӑн ури ют киле васкать, пурӑнӑҫ курнӑ ҫын ыттисенчен именет; 26. ӑссӑр-тӑнсӑрри ҫын алӑкӗнчен шалалла пӑхать, этеплӗ этем тулашӗнче чарӑнса тӑрать; 27. ҫын алӑкӗ патӗнче итлесе тӑни — ирсӗрлӗх, ҫавнашкал намӑссӑрла хӑтланни ырӑ ҫынна кулянтарать.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑ ҫын Ифиила, Ифиила тата Укала акӑ мӗн пӗлтернӗ: 2. чӑнах, эпӗ пур ҫынран та айванрах, манӑн этем ӑсӗ-хакӑлӗ ҫук, 3. эпӗ ӑслӑлӑха вӗренеймерӗм, сӑваплӑ ҫынсем мӗн пӗлнине те пӗлместӗп.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Усал ҫын — тӳрӗ ҫынсемшӗн ирсӗрлӗх, усал ҫыншӑн ирсӗрри — тӳрӗ ҫулпа пыраканни.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӳрӗ ҫыншӑн усал ҫын парса, тӳрӗ кӑмӑллишӗн ултавлӑ ҫын парса тӳлӗҫ.18. Выкупом будет за праведного нечестивый и за прямодушного - лукавый.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тӳрӗ ҫын, усал ҫын килне сӑнаса, усал ҫынсем епле ҫылӑха кӗрсе ӳкнине курать.12. Праведник наблюдает за домом нечестивого: как повергаются нечестивые в несчастие.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӑссӑр ҫын хӑй ҫулне тӳрӗ тесе шутлать; канаш панине тимлекен ҫын — ӑслӑ ҫын.15. Путь глупого прямой в его глазах; но кто слушает совета, тот мудр.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хурлӑх куракан ҫын намӑс курса ан таврӑнтӑр; мӗскӗн ҫынпа чухӑн ҫын Санӑн ятна мухтаса тӑччӑр.21. Да не возвратится угнетенный посрамленным; нищий и убогий да восхвалят имя Твое.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Турӑҫӑм! усал ҫын аллинчен, йӗркесӗр ҫын, хӗсӗрлекен ҫын аллинчен хӑтар мана: 5. эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ — манӑн ӗмӗтӗм, мӗн ҫамрӑкранпах Эсӗ — манӑн шанчӑкӑм.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Айӑпсӑр ҫынран вӗрен, тӳрӗ ҫын ҫине пӑх, ун пек ҫыннӑн пуласлӑхӗ — канлӗ пурӑнӑҫ; 38. йӗркесӗр ҫынсем вара пурте тӗп пулӗҫ; усал ҫынсенӗн пуласлӑхӗ путланӗ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун пек ҫын ҫӗр ҫинче урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, халиччен те унӑн таса кӑмӑлӗ хавшаман, эсӗ вара, ун ҫинчен элеклесе, Мана пӗр айӑпсӑр ҫынна пӗтерме хӗтӗртрӗн, тенӗ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ Манӑн Иов чурама асӑрхарӑн-и? Ҫӗр ҫинче ун пек ҫын урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, тенӗ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль ывӑлӗсем пурте пӗтӗм чӗререн Турра тилмӗрсе йӑлӑннӑ, куҫҫульпе макӑрса хӑйсен чунне йӑвашлатнӑ: 10. хӑйсем те, вӗсен арӑмӗсем те, вӗсен ачисем те, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхӗ те ҫавӑн пек тунӑ; ютран килнӗ ҫын та, тара кӗрӗшнӗ ҫын та, кӗмӗл парса туяннӑ ҫын та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Ҫапла вара пӗтӗм халӑх йышӗ хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑл ҫын пулнӑ; 67. кунсӑр пуҫне вӗсен чурисемпе хӑрхӑмӗсем — ҫичӗ пин те виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫын; тата арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем — икҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Туррӑмӑрӑн ырӑлӑх кӑтартакан алли пирӗн ҫинче пулнӑран вӗсем пирӗн пата Шеревияна, ӑслӑ ҫынна, Махлий ывӑлне, — Махлий вӑл — Левий ывӑлӗ, Левий — Израиль ывӑлӗ, — тата унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене вунсакӑр ҫын, 19. тата Хашавияна, унпа пӗрле Мерари тӑхӑмне Иешаияна, унӑн тӑванӗсене, вӗсен ывӑлӗсене ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ; 20. тата левитсене пулӑшакансене, — вӗсен йӑхне хӑй вӑхӑтӗнче Давидпа унӑн аслӑ улпучӗсем левитсене пулӑшса тӑма уйӑрнӑ пулнӑ, — икҫӗр ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ; вӗсене пурне те ятран ҫырса тухнӑ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Ҫапла вара пӗтӗм халӑх йышӗ хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑл ҫын пулнӑ; 65. кунсӑр пуҫне вӗсен чурисемпе хӑрхӑмӗсем — ҫичӗ пин те виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫын; тата арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем — икҫӗр ҫын.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Левитсем: Годавия ывӑлӗсенчен тухнӑ Иисуспа Кадмиил ывӑлӗсем — ҫитмӗл тӑватӑ ҫын; 41. юрӑҫсем: Асаф ывӑлӗсем — ҫӗр ҫирӗм сакӑр ҫын; 42. хапха хуралҫисен ывӑлӗсем: Шаллум ывӑлӗсем, Атер ывӑлӗсем, Талмон ывӑлӗсем, Аккув ывӑлӗсем, Хатита ывӑлӗсем, Шовай ывӑлӗсем — пурӗ ҫӗр вӑтӑр тӑхӑр ҫын.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Асан ҫар вӑйӗ те пӗчӗк пулман: Иуда йӑхӗнчен — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ виҫҫӗр пин ҫын, Вениамин йӑхӗнчен — хулканпа авӑрланнӑ, ухӑпа перекен икҫӗр сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ; пурте вӗсем харсӑр ҫынсем пулнӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Давид ӗнтӗ Аарон ывӑлӗсемпе левитсене чӗнсе илнӗ: 5. унта Кааф ывӑлӗсенчен ҫӗр ҫирӗм ҫын пулнӑ, вӗсен пуҫлӑхӗ Уриил пулнӑ; 6. Мерари ывӑлӗсенчен — икҫӗр ҫирӗм ҫын, вӗсен пуҫлӑхӗ Асаия; 7. Гирсон ывӑлӗсенчен — ҫӗр вӑтӑр ҫын, вӗсен пуҫлӑхӗ Иоиль; 8. Елисафан ывӑлӗсенчен — икҫӗрӗн, вӗсен пуҫлӑхӗ Шемаия; 9. Хеврон ывӑлӗсенчен — сакӑрвуннӑн, вӗсен пуҫлӑхӗ Елиел; 10. Узиил ывӑлӗсенчен — ҫӗр вуниккӗн, вӗсен пуҫлӑхӗ Аминадав.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ахитофел Авессалома каланӑ: вуникӗ пин ҫын суйласа илем те кӗҫӗрех Давида хӑвалама тухса каям, тенӗ; 2. вӑл ӗшенсе ҫитнӗ чухне, алли усӑннӑ чухне тапӑнӑп та ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп; унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем тарса саланӗҫ; эпӗ патшана ҫеҫ вӗлерӗп, 3. мӗнпур ҫынна сан майлӑ ҫавӑрӑп; вӗсем хушшинче пӗр ҫын пулмасанах, — эсӗ шӑпах ҫавӑн чунне шыратӑн ӗнтӗ, — пӗтӗм халӑх лӑпланӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.