Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак вӑхӑтра Каменскинче фронт ҫывхарса ҫитнӗ чухнехи пек вӗткеленчӗк лару-тӑру тапранать: казаксен васкаса пухнӑ отрячӗсене маларах йышӑнса илнӗ станцисене ҫирӗплетме кӑларса яраҫҫӗ, Зверовӑпа Лихая хушшинчи чукун ҫул тӑрӑх пӗрин хыҫҫӑн тепри эшелонсем туха-туха каяҫҫӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пурте сан пек калаҫсан, колхозсене кам ҫирӗплетме пуҫлӗ? — ҫилленсе каларӗ Никита.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
а) Хорунжи Бунчукӑн айӑпӗсене пӗтӗмпех палӑртса ҫитернӗ (вӑл калаҫнине итлесе ларнӑ офицерсем эпӗ тӗп-тӗрӗс ҫырнине присяга парсах ҫирӗплетме пултараҫҫӗ);
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Полк сыхланма хатӗр тӑнине ҫирӗплетме Озеров мӗнле ӗҫсем тӑвасшӑн пулнӑ?Какие меры хотел принять Озеров для улучшения обороноспособности полка?
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тӑшман Ленино ялне ҫитсе кӗреймен-ха, вӑл ҫитиччен пурте позицисене ҫирӗплетме васкарӗҫ: танкистсем хӑйсен танкӗсене пытарса вырнаҫтарчӗҫ, артиллеристсем тӑшмана сӑнамалли пункт майлаштарчӗҫ тата тӳррӗн тӗллесе пеме тупписене передовой ҫывӑхнерех турттарчӗҫ, минометчиксем ял тулашӗнчи лапамра майлӑ вырӑн йышӑнчӗҫ, лавҫӑсем ҫунасемпе боеприпассем леҫсе тӑчӗҫ, связистсем проводсем карчӗҫ…
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Верховнӑй Главнокомандующинчен илнӗ приказа пула хавхаланнӑ салтаксем пикенсех оборонӑна ҫирӗплетме тытӑнчӗҫ: пӗрисем траншея тума канаври юра тасатрӗҫ, унӑн брустверӗсене шыв сапса шӑнтрӗҫ, теприсем ҫуртӑн тӗпсакайӗнче дзот тата, пулеметсем вырнаҫтарма, уҫӑ вырӑнсем хатӗрлерӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗрсем майлаштарчӗҫ…
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӗрмаях тӗрлӗ профессиллӗ тата тӗрлӗ тавракурӑмлӑ ҫынсем хушшинче пулни, вӗсемпе тӗнчене тӗлӗнтерекен ӗҫсем ҫинчен калаҫни, вӑрҫа пула хӑй йӗркине пӑснӑ пурнӑҫра мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех тӗплӗн те анлӑн ӑнланса илесшӗн тӑрӑшни, — ҫаксем пурте унӑн ӑс-тӑнне ӳстерсе ҫирӗплетме калама ҫук вӑйлӑн пулӑшнӑ: вӑл политруксемпе агитаторсем ирттерекен калаҫӑва хутшӑннӑ, аллине хаҫат тытса вуланӑ, пурнӑҫра нумай курнӑ ҫынсем мӗн калаҫнине итленӗ, салтаксем хушшинче тӑтӑшах пулакан тавлашусене явӑҫнӑ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Парти руководителӗ, сана паллӑ, халӑхпа пӗрле пулмалла, унӑн кулленхи ӗҫӗ пуҫаруллӑ ӗҫ, ҫавӑнпа кунта йывӑр, калас пулать, йывӑр ҫеҫ те мар, мӗнле те пулин рецептсемпе хатӗр ӗҫ меслечӗсене шухӑшласа кӑларса ҫирӗплетме пачах та май ҫук.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӑл-куҫӗ тата улӑх шыраса тупса, вӑл лашине курӑк ҫине ячӗ, хӑй шыв патне ларчӗ, сумкӑран ҫул ҫине валли хатӗрленӗ апата кӑларса, вӑйне ҫирӗплетме, унпа пӗрлех тата ӳт-пӗвӗ аван мар чӗтренинчен хӑтӑлма шут тытрӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Паллах, Ерофей Кузьмич хӑйне кӳрентернӗшӗн нимӗҫсемпе ӗҫлеме пӑрахассине ҫав калаҫу тӑрӑх ҫирӗплетме юрамасть-ха, анчах вӑл питӗ кӳреннӗ…
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эпӗ халех каятӑп, эсӗ юл, юлташсене пуху хатӗрлеме пулӑш, ҫакӑнпа пӗрлех Татьяна Николаевнӑна ҫирӗплетме бюро валли материал ҫырса хатӗрле.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ху тӗрӗс каланине мӗнпе ҫирӗплетме пултаратӑн? — ыйтрӗ суранланнӑ ҫын.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӗр айӗнче вӑрҫӑ йӗркине ҫирӗплетме Георгий Иванович Корнилов нумай пулӑшрӗ.Наведению под землей твердого, военного порядка много способствовал Георгий Иванович Корнилов.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсене ҫакма рак хуранӗ чулне юри шӑтарса, шӑтӑксене шӑрпӑк чике-чике ҫирӗплетме тиврӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кашни страницӑна тенӗ пекех документсемпе фотографисем, свидетельствӑсемпе ҫырса пынисем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ — вӗсене Керчьри урама унӑн ятне панӑ ачана пӗлекен Совет ҫӗршывӗн аван ҫыннисем ярса пачӗҫ, халӗ те ярса тӑраҫҫӗ.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вунҫичче пуссан вӑл хӑйӗн вӑй-халне ҫирӗплетме шутланӑ та хӑйне хатӗрлеме тытӑннӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ, Давыдов юлташ та ҫирӗплетме пултарать.
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак система карапӑн тӗп шӑнӑрӗ пулса тӑракан шайлашулӑхне ҫирӗплетме май панӑ, ун йывӑрӑшне кӑштах чакарнӑ.При такой системе корпус корабля получался прочным и легким.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫар карапӗ ҫинче пурте ансат, ҫав вӑхӑтрах шанчӑклӑ пулмалла тесе Алексей Николаевич ҫак проекта ҫирӗплетме килӗшмест.Алексей Николаевич его не утвердил, ибо на военном корабле все должно быть строго и просто.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Патшалӑхӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ отрасльне пысӑк ученӑй, пӗтӗм вӑхӑчӗпе вӑй-хӑватне вырӑс флотне ҫирӗплетме яракан тӳрӗ чунлӑ ҫын ертсе пыма пуҫланӑ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.