Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Тепӗр чухне савӑннӑ хушӑрах чӗре ыратать, савӑнӑҫ хурлӑхпа вӗҫленет.13. И при смехе иногда болит сердце, и концом радости бывает печаль.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ Турӑ курайманни — улттӑ, ҫиччӗмӗшӗ Уншӑн — ирсӗрлӗх: 17. мӑнкӑмӑллӑ куҫ, суя чӗлхе, айӑпсӑр юн юхтаракан алӑ, 18. усал шухӑш туптаса тӑракан чӗре, усал ӗҫ тума васкаса чупакан ура, 19. улталакан суя кӳнтелен, тӑвансене хирӗҫме хӗтӗртекен.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӑсӑк чӗре манран аякра тӑрӗ; эпӗ усал-хаяра пӗлмӗп.4. Сердце развращенное будет удалено от меня; злого я не буду знать.
Пс 100 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пусмӑрласа илнине ан шанӑр, ҫаратса тупнипе ан мухтанӑр; мул пухӑнса пынине чӗре патне ан илӗр.
Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Турӑҫӑм, ман ӑшӑма таса чӗре туса хур, ӑшӑмри сывлӑша ҫӗнетсе ҫирӗп ту.12. Сердце чистое сотвори во мне, Боже, и дух правый обнови внутри меня.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпир Туррӑмӑр ятне маннӑ пулсассӑн, аллӑмӑра ют турӑ енне тӑснӑ пулсассӑн, 22. Турӑ ҫакна асӑрхаман пулӗччӗ-и вара? — Вӑл чӗре вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлет-ҫке.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19-20. Эсӗ пире шакалсен ҫӗрӗнче ҫӗмӗрсе тӑкнӑ чухне, пире вилӗм ӗмӗлкипе хупӑрланӑ чухне пирӗн чӗре каялла чакмарӗ, пирӗн урасем Санӑн ҫулунтан пӑрӑнмарӗҫ.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Манӑн та, сирӗнни пекех, чӗре пур, сирӗнтен кая мар эпӗ; эсир каланине кам пӗлмест?3. И у меня есть сердце, как у вас; не ниже я вас; и кто не знает того же?
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: эсир ман патӑма ырӑ кӑмӑлпа, мана пулӑшас тесе килтӗр пулсассӑн, манӑн сирӗнпе пӗр чӗре пултӑр; эхер те эсир мана аллӑм айӑплӑ мар ҫӗртенех ултавлӑ майпа тӑшмансене сутас шухӑшлӑ пулсассӑн, ҫакна аттемӗрсен Турри курса татса патӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ ӑна каланӑ: ҫапла ыйтнӑшӑн, хӑвӑншӑн вӑрӑм кунҫулпа пуянлӑх ыйтманшӑн, хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, анчах пӗлсе сут тума ӑс-хакӑл ыйтнӑшӑн 12. Эпӗ ху ыйтнӑ пек тӑвӑп: акӑ Эпӗ сана тӗрӗс те ӑслӑ чӗре паратӑп, ӗнтӗ сан умӗн те сан евӗрли пулман, сан хыҫҫӑн та сан евӗрли пулас ҫук, тенӗ; 13. Эпӗ сана ху ыйтманнине те, пуянлӑхпа чап та, паратӑп, ҫапла вара хӑвӑн пӗтӗм кунҫулу тӑршшӗнче те патшасем хушшинче сан евӗрли пулмӗ; 14. эсӗ, хӑвӑн Давид аҫу ҫӳренӗ пек, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса тӑрса Ман ҫулпа ҫӳресессӗн, Эпӗ санӑн кунҫулна та тӑсса парӑп, тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Соломон каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, пысӑк ырӑлӑх панӑ; вӑл Санӑн умӑнта тӳрӗлӗхпе чӑнлӑха уяса, таса чун-чӗрепе тӑнӑшӑн Эсӗ, ҫав пысӑк ырӑлӑха ун валлиех хӑварса, ӑна унӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларма пултаракан ывӑл панӑ; халӗ чӑнахах та тӳрре килчӗ ку; 7. эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Давид аттемӗм вырӑнне патшана лартрӑн; анчах эпӗ тайӑн ача, мӗнле кӗрсе мӗнле тухмаллине те пӗлместӗп; 8. Санӑн чуру — Эсӗ суйласа илнӗ халӑху хушшинче; ку халӑх — калама ҫук йышлӑ, ӑна шутласа кӑларма та, куҫпа виҫсе илме те ҫук; 9. Санӑн халӑхна пӗлсе сут тумашкӑн, ыррипе усаллине уйӑрма пӗлмешкӗн Хӑвӑн чуруна ӑслӑ чӗре парсамччӗ; унсӑрӑн Санӑн ҫак йышлӑ халӑхна кам пӑхса тӑрайтӑр? тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах Ҫӳлхуҫа Самуила каланӑ: унӑн сӑн-питне, унӑн кӗрнеклӗхне ан пӑх; Эпӗ ӑна йышӑнмарӑм; Эпӗ ҫын пӑхнӑ пек пӑхмастӑп: ҫын пит-куҫ ҫине пӑхать, Ҫӳлхуҫа чӗре ҫине пӑхать, тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӗҫех, Саул Самуил патӗнчен кайма тухсассӑнах, Турӑ ӑна урӑх чӗре панӑ та, хайхи паллӑсем ҫав кунах тӳрре килнӗ.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ каланӑ ӑна: ҫимесӗр ан кай, чӗре сурилӗх те пулин ҫырткаласа илсем, ан васкӑр, каҫ енне сулӑнсан кайӑр, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ кӗрӳшне каланӑ: чӗре сурилӗх те пулин ҫырткаласа илсем, кайран кайӑр вара, тенӗ.И сказал отец молодой женщины зятю своему: подкрепи сердце твое куском хлеба, и потом пойдете.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Моисей Израиль [ывӑлӗсене] пӗтӗмпех пухнӑ та вӗсене каланӑ: эсир Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче сирӗн куҫӑр умӗнче фараона, унӑн чурисене, унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине пӗтӗмпех куртӑр; 3. санӑн куҫусем хӑрушӑ асапсем янине, аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнине [тата тӗреклӗ алӑпа хӑватлӑ вӑя] курса тӑчӗҫ; 4. анчах паянхи кунччен сире Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑнланмашкӑн — чӗре, курмашкӑн — куҫ, илтмешкӗн хӑлха паманччӗ-ха.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сӑра завочӗсем пирӗн продукцие туянманран, ытларах чикӗ леш енчен турттарнӑран чӗре ыратрӗ.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Чӗре патне ҫитнӗ сӑнара ҫеҫ: «Ку — манӑн», — тесе йышӑнатӑн.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Парашютпа сикни пирки ҫырнине вуланӑ чухне чӗре чике-чике илетчӗ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Миша чӗре чирӗпе аптӑранӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №