Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Сулӑнса (тĕпĕ: сулӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл такӑна-такӑна ун патнелле утса кайрӗ, амӑшӗ, хӑйне кӑшкӑрса чӗннине илтсе, такам чышса янӑ пек сулӑнса кайнине курчӗ: ахӑртнех унран тарасшӑн пулчӗ пулас вӑл, анчах вӑйӗ ҫитмерӗ курӑнать, — ҫиле хирӗҫ утнӑ пек хевтесӗррӗн тайкаланса, аяккалла утса кайрӗ.

Спотыкаясь, он шел к ней, видел, как мать качнулась от его крика, словно от удара, — хотела, видно, бежать, но силы изменили, и она пошла толчками, будто преодолевая сопротивление ветра.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗнӗ политикӑлла юхӑмсене пит тӗшмӗртсех ҫитереймен енне, вӗсем ӑҫталла сулӑнса каясса кӗтеҫҫӗ, ыттисем мӗн калаҫнине тӑнлаҫҫӗ.

Смутно разбираясь в возникавших политических течениях, выжидали событий, прислушивались.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫҫӑнах — халӗ ӗнтӗ Каменски станцинчен — Меркулов, Петро Мелехов тата Николай Кошевой большевиксем енне сулӑнса кайнӑ 27-мӗш полкран тарса килчӗҫ.

Следом за ним явились уже из Каменской бежавшие из обольшевиченного 27-го полка Меркулов, Петро Мелехов и Николай Кошевой.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ ҫапла шутлатӑп: малашнехи событисем хӑш еннелле сулӑнса каяссине витӗр курса, халех Сирӗн ставкӑна ҫирӗплетсе ҫитерме тата ҫывхарса килекен анархие хирӗҫ малалла кӗрешессине вӑйлатма май паракан тивӗҫлӗ ӗҫсем туса ирттермелле.

Предвидя дальнейший ход событий, я думаю, Вам необходимо безотлагательно принять такие меры, которые, прочно обеспечивая ставку, дали бы благоприятную обстановку для организации дальнейшей борьбы с надвигающейся анархией.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лӗпӗшӗ, сывлӑш хумӗ варкӑшнипе сулӑнса каяканскер, ҫунаттине тӳрлеткелесе аяларах анать те уҫӑ чӳрече патнелле вӗҫме тӑрать.

Бабочка, колеблемая рывками воздуха, спускаясь, планировала крыльями, стремилась к открытому окну.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр темиҫе минутран, вакунсене кисрентерсе, пӑравус картах малалла туртӑнчӗ; буферсем чӑнкӑртатни илтӗнсе кайрӗ; пуйӑс туртӑннипе сулӑнса кайнӑ утсем таканлӑ чӗрнисемпе кӗпӗртетсе илчӗҫ.

Спустя несколько минут паровоз рванул вагоны, лязгнули буфера, зацокотали копыта лошадей, потерявших от толчка равновесие.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑнпа та казаксем большевиксен сӑмахӗсене ытларах хӑлхана чикеҫҫӗ, вӗсем енне сулӑнса пыраҫҫӗ.

 Вполне понятно, это находит благоприятную почву, казаки слушают речи большевиков.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сулӑнса кайрӗ те, унчченхи пек мар йӑвашшӑн калаҫнипе, унтера шалтах тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ:

Качнувшись, он поразил унтера несвойственным ему добродушным ответом:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав ӳссе ҫитнӗ ҫын ватӑлать те вӑйран сулӑнса йӳтеме пуҫлать.

Но этот взрослый стареет, становится дряхлым.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫатан урапи ҫемҫен айккинчен айккинелле сулӑнса пырать.

а шарабан покачивался так мягко и так удивительно плавно клонился то в одну, то в другую сторону.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сулӑнса каять, такам ҫӗрелле туртать тейӗн ӑна.

Осел, словно кто к земле потянул.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пӗтӗм кӗлеткипе сулӑнса, Аксинья ун патне таччӑнах пырса тӑчӗ те йӗплӗ кулӑпа ахӑлтаса ячӗ.

Качнувшись всем телом, Аксинья подошла вплотную, едко засмеялась.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юланутлӑ салтаксем, сылтӑмалла сулӑнса, учӗсене уттарса кӑна килеҫҫӗ.

Всадники, забирая вправо, двигались шагом.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗҫ сылтӑмалла, унтан сулахаялла сулӑнса илчӗ те, сывлӑшра, лашин чанк кӑна тӑракан хӑлхи тӗлӗнче кӑшт кӑна чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн, малалла ӳкрӗ.

Шашка накренилась вправо, влево и упала вперед, задержавшись в воздухе повыше торчмя поднятых ушей коня.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сулӑнса кайрӗ Аксинья.

Качнулась Аксинья.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лешӗ сулӑнса кайрӗ, унтан каялла ҫаврӑнчӗ те Гришка ҫинелле упа пек сиксе ӳкрӗ.

Тот качнулся и, обернувшись, пошел на Гришку медведем.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, алӑк янаххи ҫине ҫурӑмӗпеле ҫитсе сулӑнса, ассӑн ахлатса илчӗ.

Она стукнулась о дверную притолоку спиной, глухо ахнула.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан йӗнер йӑрани ҫине урипе хӑпарса тӑрсан, тӗреклӗ хура лаша сулӑнса илчӗ.

Рослый вороной конь качнулся, подняв на стремени Степана.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вунӑ е ытларах ҫава пӗр харӑссӑн сулӑнса илни ретӗн-ретӗн тайӑлса ӳкекен курӑк шавӗ; выракансен е хӑнасене тӗл пулнӑ чухнехи пек хаваслӑн, е сывпуллашнӑ чухнехи пек хурлӑхлӑн сайра хутра илтӗнекен юррисем; лӑпкӑ та таса каҫ! ытарма ҫук ирӗк те таса сывлӑш!

Единодушный взмах десятка и более блестящих кос; шум падающей стройными рядами травы; изредка заливающиеся песни жниц, то веселые, как встреча гостей, то заунывные, как разлука; спокойный, чистый вечер, и что за вечер! как волен и свеж воздух!

III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Никифор Васильевич, урисене канлӗн мар чармакласа лаша ҫинчен анса, пӗр вырӑнта халь анчах лартнӑ йывӑҫсене пур енчен те сӑнарӗ, туратсене аллипе хыпашласах тӗрӗслерӗ, тепӗр вырӑнта йывӑҫсем лартма чавса хатӗрленӗ шӑтӑксен тарӑнӑшне виҫрӗ; Сергей бригадирсемпе, колхоз председателӗсемпе тӗл пулсан, вӗсем ӑна лартма кирлӗ йывӑҫ тӗпӗсем ҫитменни ҫинчен ӳпкелешсе кала-кала пачӗҫ, ҫапла вара ноябрьти кӗске кун каҫ еннелле сулӑнса пычӗ, юланутҫӑсем тӗттӗмленсен кӑна вырӑна ҫитрӗҫ.

И покамест Никифор Васильевич, неловко раскорячивая ноги, слезал с коня и осматривал в одном место только что посаженные деревца, приглядывался к ним со всех сторон, ощупывал стебельки, в другом вымерял глубину свежев разрытых лунок, приготовленных для саженцев; покамест Сергей встречался с бригадирами и председателями колхозов и выслушивал их жалобы на нехватку посадочного материала, — тем временем короткий ноябрьский день завечерел, и всадники приехали на место уже в темноте.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней