Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл калаҫнӑ самантра малашне мӗн пуласси ман умма уҫҫӑн тухса тӑчӗ.

Но это была минута, когда будущее — и, может быть, близкое — вдруг представилось мне.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫӗсем ҫап-ҫаврака унӑн, ҫак самантра.

У него были совершенно круглые глаза, в эту минуту.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра эпӗ паҫӑрхи пекех савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпаччӗ пулӗ, мӗншӗн тесен кукамай ман ҫине сехӗрленсе пӑхрӗ, — сарӑмсӑр кӑна сӑхсӑхса та илчӗ пулас вӑл.

Очевидно, в эту минуту мне было уже не так весело, как прежде, потому что бабушка испуганно смотрела на меня и, кажется, потихоньку крестилась.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра алӑк майӗпен уҫӑлса хупӑнчӗ, такам кӗчӗ те чарӑнса тӑчӗ.

В эту минуту входная дверь негромко хлопнула, кто-то вошёл в переднюю и остановился.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав самантра эпӗ Николай Антонович мӗншӗн экспедицие путарса лартасшӑн тертленсе ҫӳрени ҫинчен те шухӑшларӑм, Ромашова тата мӗн кирлӗ пулнӑ-ши, каллех ӑна сутмашкӑн.

Я не подумала в эту минуту ни о том, почему Николай Антоныч так хлопочет, чтобы розыски провалились, ни о том, что же заставило Ромашова снова выдать его.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пӗр самантра тумланчӗ те Валя патне тухса кайрӗ, эпӗ хам сан вырӑнӑнта пулсан ун патне нихҫан та чи малтан хам кайман пулӑттӑм тесе ӳкӗтлерӗм, вӑл ҫапах та итлемерӗ.

Она мигом собралась и поехала к Вале — хотя я сказала, что на её месте никогда бы первая не поехала.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав самантра телефон шӑнкӑртатрӗ те, вара манӑн ҫур сехет хушши хамӑн профессоршӑпа тухса калаҫмалла пулчӗ, хӑй тата ман ҫинчен пурне те пӗлесшӗн пулчӗ — эпӗ халь ӑҫта апатланнине те, «Мюр патӗнчен» ҫав чипер абажура туянни ҫинчен те пӗлесшӗн пулчӗ…

В эту минуту позвонил телефон, я вышла и целых полчаса разговаривала со своей старой профессоршей, которая называла меня «деточкой» и которой нужно было знать решительно всё: и где я теперь обедаю, и купила ли я тот хорошенький абажур у «Мюра»…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман пӗччен пулмаллине пӗлетчӗ вӑл, хам ӑна ҫав самантра кирек мӗнле ҫывӑх курсан та пурпӗрех унран акӑш-макӑш инҫетреччӗ-ха, мӗншӗн тесен вӑл тӳрре тухрӗ, эпӗ йӑнӑшрӑм, Кораблев каланине илтнипе вӑтанмалла пулчӗ манӑн…

Он понял, что мне нужно побыть одной и что, как бы я ни была близка к нему в эту минуту, а всё-таки страшно далека, потому что он оказался прав, а я — неправа и оскорблена тем, чтó узнала от Кораблёва…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иксӗмӗр ыталантӑмӑр та, вара эпӗ площадкӑра ӑна куҫӗнчен пӑхрӑм, хӗпӗртесе кулатчӗ хӑй, ҫав самантра вӑл хам тахҫан юратса тӑнӑ хурарах сӑнарлӑ та ҫирӗп вӑй-хӑватлӑ савнӑ Саня пекехчӗ.

В эту минуту, когда мы обнялись и я в последний раз обернулась с площадки, он улыбался и был похож на того решительного, чёрного, милого Саню, в которого я когда-то влюбилась.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак мӗнле курӑнатчӗ вӑл ҫав самантра — хам курса савӑннӑ куҫӗнчен пӑхнипе кӑна мар, ӑна манӑн пӗтӗмпех асӑмра тытса юлас килчӗ: картуссӑрах тӑратчӗ вӑл, хӑй ытла ҫамрӑкчӗ, авланмашкӑн та ир-ха, терӗм эпӗ ӑна.

Вот какой он был в эту минуту — мне хотелось запомнить его всего, а не только глаза, в которые я смотрела: он стоял без фуражки и был такой молодой, что я сказала, что ему ещё рано жениться.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир лайӑх тетӗр-и вара, Вышимирский пырасси ҫинчен чи юлашки самантра ҫеҫ пӗлтертӗр те?

Вы думаете, это было хорошо, что вы в последнюю минуту сказали, что придёт Вышимирский?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫав самантра мана тумланмалли пӳлӗмре мар пек, сцена ҫинчи пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен Иван Павлыч хӑй сӑмахне каласа пӗтерме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, лутра алӑк уҫӑлчӗ те, алӑкӑн ҫиелти хушӑкӗнчен тивес мар тесе пӗшкӗнсе фон-Вышимирский кӗчӗ.

Но в эту минуту мне показалось, что всё это происходит не в уборной, а на сцене, потому что едва Иван Павлыч произнёс эти слова, как в комнату, нагнувшись, чтобы не удариться о низкий переплёт двери, вошёл фон Вышимирский.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп Кораблев ҫине пӑхса илтӗм те, анчах вӑл ҫав самантра хӑйӗн вӑрӑм мӑштукне пирус тиретчӗ, эп пӑхнине те курмӑш пулчӗ.

Я взглянул на Кораблёва, но он в эту минуту вправлял в свой длинный мундштук папиросу и сделал вид, что не заметил моего взгляда.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, ку ыйтӑва хӑех татса пама пултарӗччӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫак самантра та ҫак сӗтел хушшинче манпа юнашар ларать.

Конечно, он сам мог бы ответить на этот вопрос, потому что в данную минуту он является моим соседом за этим столом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра Лури, кабинӑран пӑхса, мана хӑй патне чӗнсе илчӗ, эпӗ ӑна аякран кӑна, хама ҫак япала ӑнсӑртран илсе кайса пӑрахнӑ аякри тӗнчерен тенӗ пек, темскер каларӑм пулас.

В эту минуту Лури выглянул из кабины и окликнул меня, и я что-то ответил ему очень издалека, из того далёкого мира, в который меня внезапно перенесла эта вещь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе калатӑп, ҫак самантра, инҫетри тундрӑра, тӗксӗм кӗтесре, ненецсен чумӗнче, вӑл маншӑн хамшӑн та пӗр самантлӑха, ҫунса шавласа тӑракан, чӗрӗ япала пек, тӗлӗнтермӗш япала пек туйӑнса кайрӗ!

Честное слово, в эту минуту, в дикой далёкой тундре, в ненецком чуме, он даже и мне показался на мгновение каким-то живым, горящим, шумящим чудом!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра ман пата Лури пырса ҫитрӗ: — вӗҫме пултараймастпӑр, — терӗ вӑл.

В эту минуту Лури подошёл ко мне и сказал, что мы лететь не можем.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ вӗҫне ҫитиччен хӑвӑн ӳт-тирне туйса тӑнӑ вӑхӑтра, хӑлха ҫурхахӗ шӑнса кӳтнӗ пекех, таҫта шалта-шалта хӑлха шӑнса кайнине чухланӑ самантра, юр питҫӑмарти ҫумне ҫыпҫӑнса пӑр-маскӑ пулнине туйнӑ чухне, примус чӗртсе ярасси йывӑр япала вӑл.

Трудно разжечь примус, когда ежеминутно чувствуешь с ног до головы собственную кожу, когда вдруг становится холодно где-то глубоко в ушах, как будто мёрзнет барабанная перепонка, когда снег мигом залепляет лицо и превращается в ледяную маску.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра мана вӗри пулса кайрӗ.

Мне стало на мгновение очень жарко.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лӑп та шӑп ҫак самантра ӗнтӗ эпӗ мотора темскер пулнине сиссе илтӗм, — эх, питӗ шел, питӗ шел-ҫке, — пирӗн айра каллех ҫав ту ҫурӑксемех, хам малтанах шыраса тупнӑ ҫӑлӑнӑҫсем халӗ ӗнтӗ ҫав тери аякра тӑрса юлчӗҫ.

Именно в эту минуту я почувствовал, что с мотором творится что-то неладное, — жаль, потому что внизу были те же ущелья, которые — я очень на это рассчитывал — остались далеко позади.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней