Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пичӗ (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дарьйӑн кӑштах кӳпчесе тӑртаннӑ пичӗ, шывра тӗссӗрленнӗ тӗксӗм ҫутӑ куҫӗсем темле юттӑн та хатаррӑн курӑнаҫҫӗ.

Было что-то незнакомое и строгое в слегка припухшем лице Дарьи, в тусклом блеске обесцвеченных водою глаз.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пичӗ ун кирпӗч пек хӗрелсе кайрӗ, куҫӗсем ҫуталчӗҫ, хусканӑвӗсенче юри васкаманни сисӗнме тытӑнчӗ.

Лицо его стало кирпично-красным, глаза посветлели, в движениях появилась рассчитанная медлительность.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пичӗ ун кӑпӑш, мӑнтӑр, хӗрлӗ.

А лицо было холеное, упитанное, красное.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Старик сенӗке ҫӗре пӑрахрӗ те, пичӗ ҫинчи тарне ҫаннипе шӑлса, чӗререн тухакан йӑваш сасӑпа каларӗ:

Старик бросил вилы, рукавом вытер пот с лица, с сокровенными нотками в голосе сказал:

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Наталья кулам пекки турӗ, анчах кулӑ вырӑнне пичӗ мӗскӗннӗн туртӑнса илемсӗрленчӗ.

Наталья попробовала улыбнуться, но вместо улыбки жалкая гримаса исказила ее лицо.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн пӗркеленчӗк пичӗ ҫинче тута кӗтессисем ҫиллессӗн хутланчӗҫ.

На морщинистом лице ее в углах губ легли строгие складки.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗвелпе типнӗ, кӑшт тӗкӗннипех саланса каякан хӑйӑрлӑ-тӑмлӑ тӑпра муклашкисене катмакпа тикӗссӗн ватса аппаланнӑ май, вӑл халӗ сахалтарах шухӑшларӗ, кӑштах канма, пичӗ ҫинчи тарне шӑлса илме тата шыв ӗҫме тесе ҫеҫ теплерен пӗрре кӗлеткипе тӳрленсе тӑчӗ.

Она меньше думала, равномерно опуская мотыгу на высушенные солнцем, рассыпающиеся в прах комки песчаного суглинка, изредка выпрямляясь, чтобы отдохнуть, вытереть пот с лица и напиться.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Вирлӗ ҫапса хуҫрӗ полковника!» — хӗпӗртесе шухӑшларӗ те Григорий Андреяновӑн ҫилӗллӗн туртӑна-туртӑна илекен хӗп-хӗрлӗ шыҫмак пичӗ ҫине хӑй ӑшӗнче вӑрттӑн савӑнса пӑхрӗ.

«Здорово ощипал он полковничка!» — с удовольствием подумал Григорий и не без злорадства глянул на мясистые, багровые щеки Андреянова, подергивавшиеся от нервного тика.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Наталья, тем пирки шухӑша путса, хӗвеланӑҫ еннелле тинкерет; унӑн лӑпкӑ пичӗ тӑрӑх анса ларакан хӗвелӗн пӑхӑр пек хӗрлӗ пайӑркисем шӑва-шӑва иртеҫҫӗ.

Та, о чем-то задумавшись, смотрела на закат; на спокойном чистом лице ее бродили медно-красные отблески.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий ларчӗ, пичӗ ҫине сасартӑк тапса тухнӑ тарне ҫаннипе шӑлса илчӗ.

Григорий присел, рукавом вытер обильный пот, внезапно проступивший на лице.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, куна суятӑн эсӗ! — терӗ те хытах Григорий, пичӗ савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшса ҫуталчӗ.

— Ну уж это ты брешешь! — воскликнул Григорий, и веселое оживление прошло по его лицу.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпир арчана ҫӗр айне чавса чикрӗмӗр, — терӗ уҫӑмсӑррӑн Наталья, йӗп ҫӑртине ҫип тирнӗ май; хӑй вара тусанланса пӗтнӗ гимнастеркӑна Григорий сисиччен пичӗ патне илсе пычӗ те тӑварлӑрах, ҫав тери тӑван шӑрша кӑкӑр тулли сывласа ҫӑтрӗ.

— Мы сундук зарывали, — продевая в игольное ушко нитку, невнятно сказала Наталья, а сама украдкой поднесла к лицу пропыленную гимнастерку и с жадностью вдохнула такой родной солоноватый запах пота…

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн нумай пулмасть супӑньпе ҫунӑ пичӗ, кӑшт ҫуталса, шупкарах хӗрлӗ писев сӗрнӗ пек йӑлкӑшать.

Лицо ее тонко розовело и слегка лоснилось оттого, что она недавно умывалась с мылом.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӑнӗ унӑн — хӑюллӑ, пичӗ ҫинче пӑч-пач шатра йӗрӗсем пур, хӑмӑр куҫӗсем тӑрӑхланӑ майлӑ пӑхаҫҫӗ.

У него — мужественное, слегка тронутое оспой лицо и насмешливые карие глаза.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗрин ҫеҫ, чунӗ кӳтсе ҫитнине ҫӗнтереймесӗр, тусанлӑ пичӗ ҫинче нӳрӗ йӗр хӑварса, куҫҫулӗ йӑрласа юхса анчӗ…

Только у одного предательская слеза сбежала по запыленной щеке, оставив влажный след…

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑн чухне тин Лукерьйӑн шатра пичӗ ҫинче темскер туртӑнса илчӗ, унчченхи тӳрккес сӳрӗклӗхӗ сирӗлчӗ.

И только тогда что-то дрогнуло в рябом лице Лукерьи, и тупое безразличие сменилось сильным волнением.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн начарланса кайнӑ пичӗ ҫинчен кулли самантлӑха та сирӗле пӗлмерӗ, путса кӗнӗ питҫӑмартисене кӑштах хӗрлӗ тес ҫапрӗ, чире пула пысӑкланса кайнӑ куҫӗсем ача ҫуралнӑ хыҫҫӑнхи майлӑ ытла та черченнӗн те ӑшшӑн йӑлкӑшса пӑхрӗҫ.

И все время с исхудавшего лица ее не сходила улыбка, на ввалившихся щеках розовел румянец, а ставшие от болезни огромными глаза лучились такой сияющей трепетной теплотой, как будто после родов.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Карчӑк, курницӑна кӗрсе, арча ҫине пырса ларчӗ, питне ал тупанӗ ҫине хурса, нумайччен каччӑн ырханкка пичӗ ҫине тӗсесе пӑхрӗ, унтан хулӑнрах сасӑпа каларӗ:

Старуха вошла в горенку, присела на сундук, подперла щеку ладонью, долго и зорко смотрела на худощавое лицо паренька, потом басовито сказала:

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лешӗ чӑнах та ҫаплах ӑнланчӗ-тӗр: куҫ харшийӗсем айӗнче темскер туртӑнса илчӗ, пичӗ тӑрӑх темле уҫӑмсӑр мӗлке шӑвӑнса иртнӗ пек пулчӗ.

А он, вероятно, так и понял: что-то дрогнуло у него под бровями, и по лицу словно прошла тень.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Христоня хӑй ӑсталаса тунӑ ҫӗҫҫине йӗм пӗҫҫи ҫумне шӑлчӗ, Аникушкӑн тарӑхнӑ сӑнлӑ кӳсе пичӗ ҫине вӑрахчен шухӑша кайса пӑхса ларчӗ те лӑпкӑн каларӗ:

Христоня вытирал самодельный нож о штанину, раздумчиво и долго смотрел на безусое возмущенное лицо Аникушки, спокойно говорил:

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней