Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дуняшка, ҫырури сӑмахсен вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта, ӑна хӑвӑрт вуласа тухрӗ те, Пантелей Прокофьевич, Григорин вӗҫӗмсӗр саламӗсемпе ыйтӑвӗсене ним вырӑнне хумасӑр ирттерсе ярса, аран-аран унӑн тӗп шухӑшне ӑнланса илчӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пырӗ тискеррӗн те вӗрин ыратса кайнипеле вӑл такам кӳсекпе пырса ҫапнӑ пек кайса ӳкрӗ, анчах та, тытӑннӑ ӗҫе туса пӗтерейменнине туйса, тӗтреллӗн ӑнланса илсе, тӑват ура ҫине, унтан чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ; хыпаланса (ӑна кӑкрине кӳлленекен юн хӑратать), чӗтрекен пӳрнисемпе тӳмесене туртса татса, темӗн шутпа кофтине вӗҫерчӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑйӗн хӗрарӑм сисӗмлӗхӗпе сиссе илчӗ вӑл халӗ ун ҫинчен калама вӑхӑт маррине, ӑнланса илчӗ капла Григорие ӗмӗрлӗхех ҫухатма пулнине, унтан чӗри айӗнче йӑшӑлтатса илнӗ ача икӗ ҫынтан хӑшӗнчен ӳтленме пултарни пирки иккӗленсе, чунӗпе икӗпитленчӗ: каламарӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫакна Томилинран Аксинья ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн тин, хӑйӗн чунне салхулӑхпа кичемлӗх каплантарса, ӑнланса илчӗ вӑл.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫав сӑн-пите курнипе хӑй мӗншӗн ҫавӑн пекех пӑлханма тытӑннине вӑл хӑй те ӑнланса илеймерӗ, шиклӗн ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, каҫ пулса ҫӑлтӑрсем курӑнма пуҫличченех утне малалла хӑваларӗ.
XIV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӗрсем вӑл мӗншӗн ҫапла пӑлханнине ӑнланса илме пултарайман, шухӑшлайман та вӗсем Оксана тимӗрҫӗ пирки ҫапла асапланма пултарасса.Дивчата не могли понять этому причины и не подозревали, чтобы виною был кузнец.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Капла каласшӑн марччӗ вӑл, ыйтса пӗлесшӗнччӗ: мӗнле-ха капла эс, голова, мӗнле майпа лекрӗн ку миххе? тесшӗнччӗ, анчах хӑй те ӑнланса илеймерӗ, темшӗн-ҫке, пачах урӑх сӑмах персе ячӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Катаран начартарах куракан ҫын сӑмси ҫине куҫлӑх вырӑнне комиссар ҫӳрекен бричка кустӑрмине лартса ярса пӑхсан та — ӑнланса илейрес ҫук вӑл мӗн иккенне.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах мӗнле майпа лекнӗ ҫав мул ун аллине, ӑна вара ниепле те ӑнланса илеймерӗ.Но за какую цену, как достался он, этого никаким образом не мог понять.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак сӑхман майлӑрах свитка тӑхӑнса янӑ вӑрӑм та пӗтӗрсе хунӑ уссиллӗ ҫынсенче музыкҫӑ сӗркӗчипе пӗрре кӑна сӗрсе илнипех, ирӗклӗн-и, ирӗксӗр-и, пӗтӗмӗшпех пӗтӗҫсе кайса пӗртен-пӗр килӗшӳ пулса тӑнине курса тӑракан ҫынна темӗнле, тӗлӗнмелле, ӑнланса илмелле мар сисӗм-туйӑм тыткӑна илнӗ пулӗччӗ.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак самантра, чӑн та, темӗнле, ӑнланса илмелле мар сасӑ, сысна нӑриклетсе илнӗ майлӑрах сасӑ илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.Тут в самом деле послышался какой-то неясный звук, весьма похожий на хрюканье свиньи.
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Хам та пӗлместӗп ӗнтӗ, мӗнлерех апат ҫиес кӑмӑлӑр пур сирӗн манран, Афанасий Иванович!» юриех ӑнланса илеймен пек пулса, сӑмах хушать самӑр чиперкке.
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӳ-сийӗ чӗтренсе илчӗ унӑн, чӗри хӑвӑрттӑн тапма тытӑнчӗ, нихҫан та, темӗнле савӑнӑҫ пулсан та, темӗнле хуйхӑ-суйхӑ пулсан та, хальхи пек тапманччӗ вӑл: тӗлӗнмелле пек те, ытармалла мар пек те туйӑнчӗ ӑна, хӑй те ӑнланса илеймерӗ вӑл хӑйне мӗн пулнине.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сталин, ыйтӑва ӑнланса, Юргин патне тата аяларах пӗшкӗнчӗ те, ҫавӑн пекех шӑппӑн ответ пачӗ:Сталин, понимая вопрос, наклонился еще ниже к Юргину и ответил так же тихо:
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пирӗн салтаксем хамӑр ҫӗршыв умӗнче мӗнле хӑрушлӑх пулнине лайӑх, питӗ те лайӑх ӑнланса илчӗҫ.Наши солдаты хорошо и очень хорошо поняли, какая опасность была перед нашей страной.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ан тив ларччӑр! — сасартӑк хавхаланса каларӗ ҫакна хирӗҫ Мурашов; вара Сталин ку ҫамрӑк ниҫта та пуҫне усманнине, кулленхи пурнӑҫӗнче яланах хаваслӑ ҫын пулнине тӳрех ӑнланса илчӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах ҫийӗнчех ҫакна ӑнланса илчӗ: кӗтмен ҫӗртен ӑна хӑйсен енчен килнӗ ҫара куҫма хушнӑ пулсан, вӑл хӑй полкӗнчен кайма пултараяс ҫук.
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Паян ҫывӑрса тӑтӑмӑр та нимӗҫ халсӑрланса ҫитнине ӑнланса илтӗмӗр, — кашни салтакӑнах вӑйӗ вунӑ хут ӳснӗ пек туйӑнчӗ!А как сегодня поднялись да поняли, что немец выдохся, — и у каждого в десять раз прибавилось сил!
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Олейникшӑн ку паллӑ та ӑнланса илмелле япала пулчӗ пулсан та, халь вӑл ҫакна пачах ӑнланаймарӗ…
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Фронтри шӑплӑха Олейник передовойри ытти салтаксем пек мар, пачах урӑхла ӑнланса илчӗ.Тишина на фронте была разгадана Олейником совсем не так, как всеми солдатами на передовой.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.