Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, ӗнерхи ӗҫ ҫинчен вӑл чӑн-чӑн истори шутласа кӑларма ӗлкӗрнӗ: мана килтисем заказланӑ таксине кӗтме янӑ имӗш; эпӗ таксилӗх укҫана мороженӑй илсе пӗтернӗ пулать те, машина ҫитсен, сехрем хӑпнипе, Ромкӑран пулӑшу ыйтса, машина номерне астуса юлма йӑлӑннӑ пулать.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кунта ҫакна та каламасӑр хӑварас марччӗ, Кораблев хӑй каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн ман плакат ҫине тӑсса кӑтартрӗ те, вара эпӗ пӗтӗм шкул хам тунӑ плакат ҫине пӑхса, унта ҫырнӑ сӑмахсене вуланӑшӑн ӑшӑмра питӗ хӗпӗртерӗм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Лартса пӗтернӗ сире — пирӗн пуҫ ҫине! — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатать вӑл.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анне те мӗнпур хастарлӑхне, мӗнпур ачашлӑхне аслисемпе пӗтернӗ пулас.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ача таврашӗ те пулман: ни сӑпки, ни кипки тенӗ пек; ӗлӗкхисене кив кирӗке ярса пӗтернӗ, юлнӑ пеккисене Людмилӑна панӑ, ҫавӑнпа та пӗтӗм ӑпӑр-тапӑра ҫӗнӗрен пухма тӳр килнӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫуллахи вӑхӑтра эпир Кӗмӗл Хырлӑхри тахҫанах пӑрахӑҫа тухнӑ пӗчӗк ҫуртра ирттертӗмӗр, ҫуртӑн йывӑҫ маччисемпе кӗтмен ҫӗртенех стена хӗррине тӗкӗнекен коридорӗсене илемлӗн тӗрлесе пӗтернӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Мӗскӗн Миронов!» — терӗ вӑл эпӗ хӑюллӑ повӗҫӗме каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн.«Бедный Миронов!» — сказал он, когда кончил я свою печальную повесть.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Оренбурга ҫитерехпе эпир ҫӳҫӗсене хырнӑ, питне-куҫне палач хӗскӗчи ҫӗмӗрсе пӗтернӗ колодниксен ушкӑнне тӗл пултӑмӑр.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Хурахне хурахсем мар та, санӑн йӗкӗтӳсем авӑ тустарса ҫаратса пӗтернӗ.— Злодеи не злодеи, а твои ребята таки пошарили да порастаскали.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ унта унӑн вӑрӑ-хурахсем арпаштарса пӗтернӗ вырӑнне куртӑм; шкапа ҫӗмӗрнӗ те япаласене пӗтӗмпе ухтарнӑ; пушанса юлнӑ турӑш кӗтессинче лампадка ҫунсах тӑрать.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗтӗмпех пушанса юлнӑ; пукансене, сӗтелсене, арчасене аркатса пӗтернӗ; савӑт-сапине ҫапса ҫӗмӗрнӗ; пӗтӗмпех тустарнӑ.Все было пусто; стулья, столы, сундуки были переломаны; посуда перебита; все растаскано.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ку вара пилӗк кӗпҫеллӗ илемлетсе пӗтернӗ йывӑҫ авӑрлӑ питӗ пысӑк револьвер, — пилӗк кӗпҫеллӗ ҫав, эпӗ тӗрӗсех каларӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Карттусӗпе перчеткине сӗтел ҫине хывса хучӗ те вӑл, хай, мундире турткаласа, тӗкӗр умӗнче юсанма пуҫларӗ; шӑртпа ҫӗклентерсе тӑракан ҫӳллӗ подгалстушникне вӑл тем пысӑкӑш хура тутӑрпа чӗркенӗ — ҫухави айӗнчен ҫавӑ ҫур вершук ытла тухса тӑратчӗ, сахалтарах пек туйӑнчӗ те ӑна, вӑл ҫавна хӑлхи патне ҫитиех туртса кӑларчӗ, мундирӗн ҫухави ытла тӑвӑр пулнӑ та ӑна пӑвса тӑратчӗ, хӑйне тирпейлӗхе кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн мӑйӗ пӑвӑнса тӑнипе унӑн пит-куҫӗ юнпа тулнӑ пек хӗрелсе кайрӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хула варринелле ансан, бульвар тӑрӑх утрӑм, унта эпӗ салхуллӑ ушкӑнсене тӗл пултӑм, вӗсем майӗпен кӑна ту ҫинелле улӑхатчӗҫ; кунта пуринчен ытла ҫеҫен хир улпучӗсен ҫемйисем: ҫавсем иккеннче часах тавҫӑрса илме те пулать, упӑшкисем вӗсен модӑран туха пуҫланӑ кивӗ сюртуксем тӑхӑннӑ, майрисемпе хӗрӗсем вара питӗ хитре тумланнӑ: шывпа сывалма пынӑ ҫамрӑксене вӗсем йӑлтах шута илсе пӗтернӗ пулас, мӗншӗн тесен вӗсем ман ҫине те питех ӑшӑ кӑмӑлпа пӑха-пӑха илчӗҫ: Петербургра ҫӗлетнӗ сюртукӑм улталарӗ вӗсене, анчах, ҫийӗмре ҫар эполечӗсене курсанах вӗсем тарӑхса, аяккалла пӑхса иртрӗҫ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Неушлӗ вара вӑл, Алексей Мересьев, паянхи кун ҫунатлӑ турӑ пек пулса, шӑп Петровӑн пӗтмелли самант ҫитнӗ вӑхӑтра темле тӗлӗнмелле майпа сасартӑк нимӗҫ умне тухса тӑнӑскер, халӗ ӗнтӗ таҫта лере, снарядсем ҫӗмӗрсе, шӑтарса пӗтернӗ ҫӗр ҫинче ҫунса кайнӑ аш татӑкӗ пулса выртать пулӗ?
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫул вӑрмансем, шурлӑхлӑ вырӑнсем, нумай вӑхӑтлӑха тунӑ укрепленисем пулнӑ тӗмескеллӗ, шӑтӑк-путӑклӑ, йӗплӗ пралуксем карса пӗтернӗ уйсем урлӑ выртнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Врачсемпе сестрасем чӗнсене вӗҫертрӗҫ, юнпа пӗвӗннӗ, осколоксем касса пӗтернӗ парашют сумкине хывса илчӗҫ те лӗнчӗркесе кайнӑ кӗлеткене кӑларса, ҫӗр ҫине хучӗҫ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Танк гусеницисен мӑшӑрлӑ йӗрӗсем пӗтӗм аслӑ хире урлӑ та пирлӗ таптаса пӗтернӗ.Парные следы танковых гусениц избороздили вкривь и вкось все широкое пространство.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолёт ҫунатти айӗпе снарядсемпе бомбӑсем шӑтарса пӗтернӗ, окопсемпе траншея йӗрӗсем урлӑ-пирлӗ сухаласа тухнӑ уйсем, ҫарансем, вӑрмансем ҫав тери хӑвӑрт вӑркӑнса пычӗҫ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа вал ҫинчен пӑхма илемлӗччӗ: пӗр енче темиҫе ҫырма ҫурса пӗтернӗ сарлака уҫланкӑччӗ, вӑл тусен тӑррине ҫитичченех сарӑлнӑ вӑрман хӗррине тухатчӗ; ун ҫинче тӗллӗн-паллӑн аулсем тӗтӗм кӑларатчӗҫ, ут кӗтӗвӗсем ҫӳретчӗҫ, — тепӗр енче ӑшӑх ҫырма юхатчӗ, ун ҫумнелле Кавказӑн тӗп тӑрӑхӗпе пӗрлешекен чуллӑ сӑртсене витсе тӑракан ҫӑра ката тӑсӑлса анатчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964