Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вырӑнта (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗпе кӗсменсем ҫунатсем евӗр ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ те урӑх аялалла анмарӗҫ, вӗсенчен тумла шӑпӑртатни янӑравлӑн илтӗнсе тӑчӗ; кимӗ тата кӑштах малалла шурӗ, унтан акӑш пек пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаласа чарӑнса ларчӗ.

Мокрые весла поднялись на воздух, как крылья, и так и замерли, звонко роняя капли; лодка проплыла еще немного и остановилась, чуть-чуть закружившись на воде, как лебедь.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Николай Артемьевич Стахов, 12-мӗш ҫулхине аманнӑ хыҫҫӑн Петербургра тупӑшла вырӑнта ӗҫлекен отставкӑри капитан ывӑлӗ, вунултӑ ҫулта юнкерсен шкулне кӗрсе гвардие тухнӑ.

Николай Артемьевич Стахов, сын отставного капитана, раненного в двенадцатом году и получившего доходное место в Петербурге, шестнадцати лет поступил в юнкерскую школу и вышел в гвардию.

III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пирӗн дивизион Бреслау хули ҫывӑхӗнче, дачӑсемлӗ вырӑнта, вырнаҫнӑччӗ.

Наш дивизион размещался в большом дачном пригороде Бреслау.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах эп пӗр япалана ҫеҫ ниепле те ӑнланаймастӑп: мӗншӗн эс ман вырӑнта мар?

А я одного, при всем желании, не могу уразуметь: почему ты не на моем месте?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл ачине тӑван вырӑнта пытарасшӑн пулас…

Может быть, она хотела похоронить ребенка в родных местах…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫул ҫинче, тин кӑна ача чупса пынӑ вырӑнта, пысӑках мар лакӑм мӑкӑрланса выртать.

А на дороге, где только что бежал мальчуган, дымилась небольшая воронка.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пурте вырӑнта!

На месте!

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ перес тесе тӗллерӗм, анчах мотоциклсем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ-мӗн.

Я прицелился, чтобы выстрелить, но мотоциклы не стояли на месте.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Патрон тавраш вырӑнта пама пулчӗҫ.

Патронами нас обещали оснастить на месте.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫавӑн пек «йӗркесӗр» майпа эпир икӗ ҫул каялла Крымра та, Судак текен вырӑнта, пулсаччӗ.

Таким же «диким способом» были мы два года назад в Крыму, в Судаке.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсене пурнӑҫа кӗртме географи тӗлӗшӗнчен лайӑх вырӑнта вырнаҫни, пирӗн питӗ ырӑ та уҫӑ чунлӑ халӑхӑмӑр, культурӑпа ӗҫ тата ӑслӑлӑх йӑли-йӗркисем пулӑшаҫҫӗ.

Этому способствуют уникальное географическое положение, наш очень добрый и отзывчивый народ, трудовые, культурные и научные традиции.

Чӑваш авторномийӗ 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2020/06/24/vrio-g ... avlyaet-so

Ман вырӑнта эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр?

Как бы вы поступили на моём месте?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пурте ишме чарӑннипе кимӗ пӗр вырӑнта чарӑнса тӑчӗ.

Тем временем пирога остановилась на месте, предоставленная самой себе.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫулҫӳревҫӗсем тӑп пӗр вырӑнта чарӑнса тӑчӗҫ.

Путешественники замерли на месте.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗр аллипе курӑкран тытса, тепринчен Элена ямасӑр Гленарван пӗр вырӑнта чарӑнса тӑчӗ.

Гленарван, уцепившись одной рукой за пучок травы, а другой поддерживая Элен, замер на месте, чуть дыша.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ҫак хӗрарӑмсем, — терӗ Гленарван, Эленпа Мэрине хисеплӗн пуҫ тайса, — ман ҫӗршывра иккӗшӗ те пысӑк вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— Эти две женщины, — сказал Гленарван, почтительно кланяясь Элен и Мэри, — занимают высокое положение в моей стране.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсен хушшинче Похайвен юханшывӗ Вайкатона кӗнӗ вырӑнта Каи-Куму кимми ҫине ларнӑ маориец та пур.

В том числе тот маориец, пирога которого присоединилась к пироге Каи-Куму у притока Вайкато — Похайвена.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Историчченхи вӑхӑтсенче Ҫӗнӗ Зеланди утравӗсем ларакан ҫурҫӗр енчи вырӑнта шӑп варринче ҫӗр пичӗ хускалнӑ та, тӑрӑшшӗпе ҫирӗм пилӗк миль, сарлакӑшпе ҫирӗм миль пӗр тӗпсӗр авӑр пулса тӑнӑ.

В доисторические времена сдвиг земной коры в центре северного острова Новозеландской группы образовал бездонную пропасть длиной в двадцать пять и шириной в двадцать миль.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак вырӑнта кимӗсем ӳпӗнсе каяс пулсан, вӗсем ҫинчи ҫыннисем пурте пӗтнӗ пулӗччӗҫ, мӗншӗн тесен ҫырансем ҫинчи шурлӑхсенче нимӗнрен хӑтӑлма та май ҫук.

Если бы пирога опрокинулась здесь, все седоки погибли бы, потому что берега реки не представляли никакого убежища.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн мӗнпур ӳтне пит пысӑк ӑсталӑхпа тӗрлесе пӗтернине пӑхсан, вӑл хисеплӗ вырӑнта тӑраканскер темелле.

И притом высокого ранга, если судить по татуировке, покрывавшей всё его тело и отличавшейся большой тонкостью работы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней