Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсене (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку сӑмахсене тӳрре кӑларасси нимех те мар.

— Как это доказать? Очень просто.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Достоевский шкулӗнче, айӑпа кӗнисенчен те, унашкал сӑмахсене илтмен.

Я даже в школе Достоевского, от дефективных, таких вещей не слышал.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку сӑмахсене вӑл уйрӑмӑнах татса каларӗ, эпӗ вара кам ҫинчен каланине ҫийӗнчех тавҫӑрса илтӗм.

Он сказал эти слова с особенным выражением, и я сразу понял, на кого он намекает.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке ҫак сӑмахсене каланӑ вӑхӑтра, эпӗ сире хам та ҫынсӑр-пуҫсӑрах пӑхса усранӑ пулӑттӑм та тенӗ пек, макӑрса та илчӗ…

Тетя Даша всплакнула в этом месте, как бы желая напомнить, что она и сама охотно взяла бы на себя наше воспитание, не прибегая к посторонней помощи…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ухмаха ересрен, тетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ ҫак сӑмахсене аса илтӗм:

и чувствуя, что сейчас сойду с ума — сойду с ума, потому что я вспомнил:

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ хӑш-хӑш сӑмахсене ӑнланаймарӑм…

— Я не разобрала несколько слов…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл хӑйне вулама кансӗрлекен ҫӳҫ пайӑркине пуҫтарнине, йывӑр сӑмахсене ӑнланасшӑн пулнӑ пекех, тенкел ҫинчен сике-сике тӑнине те асӑрхарӑм эпӗ.

Я видел, как бессознательным движением она поправила волосы, мешавшие ей читать, и как встала со скамейки как будто для того, чтобы разобрать трудное слово.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вара юнашар пӳлӗмре ҫак сӑмахсене илтрӗм:

и вот я услышал в соседней комнате такой разговор:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам сӑмахсене шӑппӑн каланипе эпӗ ӑна ҫапассине никам та кӗтмен иккен.

Все было сказано тихим голосом, и поэтому никто не ожидал, что я его ударю.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ниме кирлӗ мар сӑмахсене пӑхмасӑр калама пӗлнинчен эпӗ хам та тӗлӗнсе кайрӑм.

Я сам не ожидал, что помню наизусть эту чушь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку сӑмахсене кукамӑшне кӑна, вӑрттӑн калаҫҫӗ.

Он сказал это бабушке шепотом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку сӑмахсене куллен калаҫҫӗ вара.

Эти слова повторялись каждый день,

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку сӑмахсене эпӗ Николай Антонычран хӑйӗнчен те илтнӗ.

Все это я слышал от самого Николая Антоныча

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хайхи, ҫак сӑмахсене каласа, ҫӗрӗ витӗр вӗрсенех, пушӑ кӗреке тулса та ларать: чӑлт шурӑ ҫиттисем ҫинче тем-тем тӗслӗ ҫиме, пулкки-пулккипе эрех, пички-пичкипе сӑра.

С этими словами он дунул в кольцо — и тотчас же длинные столы покрылись скатертями, и тысячи блюд со всевозможными кушаньями появились на них, окруженные частоколом из бутылок.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сасартӑк оркестр янраса кайрӗ, эпӗ вара вӑл хӑйӗн жакеткипе тутӑрӗ ҫинчи юра сӑтӑрса тӑкнӑ май каланӑ сӑмахсене илтеймесӗрех юлтӑм.

Оркестр вдруг грянул, и я не расслышал, что она сказала, стряхивая снег с жакетки и платья.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку сӑмахсене вӑл эпир ӗнер ҫеҫ уйрӑлнӑ пек каларӗ.

Она сказала это так, как будто мы вчера расстались.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ «хамӑн туйӑмсене пытарма» ҫеҫ мар, «курайман ҫынсем хам ҫинчен мӗн шутланине пӗлесшӗнех тӑрӑшас мар» текен сӑмахсене те тӗрӗслесе пӑхрӑм.

Я пробовал не только «скрывать свои чувства», но и «не заботиться о мнении людей, которых презираешь».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫак сӑмахсене эпӗ хам хӑлхапа хам илтрӗм.

Я слышала эти слова сама своими ушами.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Расщепей каланӑ сӑмахсене эпӗ тӗплӗн астуса юлтӑм, вӑл мана тӗрӗс каланине эпӗ тӗтреллӗн те пулсан, ӑнлантӑм.

Я запомнила каждое слово, сказанное мне Расщепеем, и смутно чувствовала, что он был прав, отговаривая меня.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— «Пӗр уйӑха яхӑн иртсен», — ҫакӑн пек ҫыру пулать картинӑри экран ҫинче, ҫак сӑмахсене эпӗ Устя дневникӗ ҫине, октябрӗн 19-мӗш кунӗ ҫинчен каличчен маларах ҫырса хутӑм.

«Прошло около месяца» — такая надпись будет на экране в картине, такую запись сделала и я в «дневнике Усти», прежде чем рассказать о дне 19 октября.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней